Тăван çĕршыв та, анне те - пĕрре
Пин сум пуличчен яланах çумра аннесем пулччăр. Вĕсен пилĕ пурин валли те çитет. Çывăх çынсен ăшăлăхĕ вĕренме, ĕçлеме, пурăнма вăй-хал парса тăрать. Шел те, çулсем иртнĕ майăн аннесем пирĕнтен яланлăхах уйрăлса каяççĕ, çавăнпа та сывă чухне упрасчĕ, йывăр чухне пулăшасчĕ вĕсене.
Манăн 85 çулти Елена Иванова çинчен каласа кăтартас килет. Вăл - 5 ача амăшĕ. Çак çула çитнĕ пулин те çамрăк чухнехи пекех илемлĕ, çыпăçуллă, типтерлĕ. Ачисемшĕн вăл - ырă тĕслĕх, пурнăç тыткăчи.
Елена Ивановна 1929 çулта Вăрмар районне кĕрекен Вăрманкас ялĕнче çуралнă. Юнлă вăрçă пуçланнă чухне вуникĕ çулта çеç пулнă. Аслисемпе тан уйра ĕçленĕ, 200 грамм çăнăхшăн кĕлтесем çĕкленĕ, авăн çапнă, çум çумланă, пахчаçимĕç шăварма çÿренĕ ачасем.
«Çĕнтерÿ кунне паянхи пекех астăватăп. Эпир, ачасем, уйра ĕçлеттĕмĕр, уй-хир бригадирĕ чупса çитрĕ те вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерчĕ. Эх, пĕр-пĕрне ыталатпăр, макăратпăр, савăннипе сикетпĕр. Эпир пĕтĕм вăй-халтан çĕнтерĕвĕ çывхартма тăрăшнă. Колхоз лашисене вăрçа ăсатнăччĕ ун чухне. Лаша вырăнне вара хĕрарăмсем хăйсемех пĕр ÿкĕтлемесĕрех кÿлĕннĕ. Арçын та пулнă вĕсем, хĕрарăм та. Çĕрпе куна асăрхами ĕçлетчĕç, епле ырсан та йывăр çĕклемсене йăтатчĕç», - шăлать куççульне шурă çÿçлĕ хĕрарăм, вăрçăпа тыл ветеранĕ.
Елена Ивановна Вăрмар районĕнчи «Динамо» колхозра ĕçленĕ. 1952 çулта Энтрияль каччипе Иван Ивановпа çемье çавăрнă, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Мăшăрĕ 32 çул каялла ку тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ашшĕсĕр юлнă ачисем хăйсене нихăçан та тăлăх туйман, мĕншĕн тесен вĕсемпе юнашар яланах хастар та ăшă чунлă, ура çинче çирĕп тăракан ĕçчен амăшĕ пулнă.
Елена Ивановнăн ĕç стажĕ - 47 çул. Вĕсенчен 22 çулне вăл Энтриялĕнчи вăтам шкулта поварта тăрăшнă. Виççĕр ытла ача валли тутлă та усăллă апат пĕçернĕ. Пĕчченех пĕтĕм ĕçе ĕлкĕрнĕ, тăхтав вăхăтĕнче кăна ăна ачасем чашăк-тирĕк çуса пулăшнă, çĕрулми шуратса панă. Елена Ивановнăн тутлă яшкине çаплипех пурте аса илеççĕ.
1989 çулта шкулти интернатра Шутнерпуç ялĕнчен килекен 1-4-мĕш класри 15 ача валли вутă хутса пÿлĕмсене ăшăтма, вырăн таврашне çума, каçхи апат пĕçерме пуçланă. Çав хушăрах нумай çул халăхран сĕт пуçтарнă. Пултаруллă хĕрарăма юбилей медалĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă.
«Пире аннен тивлечĕ пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма хистет. Аслă пĕлÿ илме, хамăр суйласа илнĕ ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшнă вăл. Эпир тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те аннепе юнашар ларсан хамăра пĕчĕк ача пекех туятпăр», - теççĕ тĕпренчĕкĕсем амăшĕ çине пăхса. Куç тулли ачисем ăна 12 мăнук парнеленĕ, мăнукĕсен ачисем те пур.
Елена Ивановнăн икĕ хутчен операци тÿссе ирттерме тивнĕ. Йывăр вăхăтра ачисем яланах юнашар пулнă, чир хыççăн ура çине тăма пулăшнă. Паянхи кун ăна хĕрĕ Роза пăхать. Ывăлĕпе кинĕ кашни кунах кĕрсе тухаççĕ, аякри хĕрĕсем шăнкăравласах тăраççĕ, мăнукĕсем чунтан юратаççĕ.
Ватă амăшĕшĕн ăшă сăмах калани, çепĕççĕн пырса ыталани нимрен хаклă. Ăна Турă малалла та сывлăх, çăмăллăх парса тăтăр.
Зоя РАЗУМОВА.
Вăрмар районĕ.