Хăлха çакки курăкĕ - хĕвел тухтăрĕ
Кирек ăçта та çитĕнет вăл: пахчара, урамра, çул хĕрринче... Çуркунне тавралăх сарă кавирпе витĕнет тейĕн. Анчах пахчара сарăлса ÿсме тытăнни кил хуçин кăмăлне хуçать кăна. Ял çыннишĕн вăл чи малтан çумкурăк-çке. Çавăнпа çине тăрсах ăна пĕтерме хăтланаççĕ.
Çав хушăрах хăшпĕр çĕршывра - Голландире, Японире, Францире, Индире - хăлха çакки курăкне пысăк лаптăксенче юриех çитĕнтереççĕ. Мĕншĕн тесен çак курăк илемлĕ кăна мар, сиплĕ. Нумай чиртен сыватать.
СИМĔС АПТЕКА
Хăлха çакки курăкĕн тымарĕ, çеçки, çулçи, туни микроэлементсемпе, витаминсемпе пуян. Çулçинче, сăмахран, С витамин, кальци, фосфор, тимĕр пур. Тымарĕнче инулин 25 процент таран. Чечекĕнче те витамин туллиех.
Халăх медицининче хăлха çаккин курăкĕн тымарĕпе, çеçкипе, тунипе усă кураççĕ. Курăкран хатĕрленĕ сĕткен, шыв вăй-хала çĕклет, организма шлаксенчен тасатать, инсулин туса кăларассине лайăхлатать.
Авал хăлха çакки курăкĕн шывне «усал юнран» тасатма ĕçнĕ. Паян та унпа юна лайăх¬латма усă кураççĕ. Вăл лейкоцитсем йĕркелессине хăвăртлатать.
Хăлха çакки курăкĕн çулçинчен хатĕрленĕ сĕткен юн сахаллинчен сипленме пулăшать ?кунне 50-100 гр виçĕ эрне ĕçмелле%. Унăн тымарĕ те çак чиртен сыватать.
Курăк çулçин сĕткенне тата шывне çуркунне витамин çитменрен, хăвăрт ывăннăран ĕçме сĕнеççĕ. Вĕсем вăй-хал хушнипе пĕрлех çамрăкрах курăнма пулăшаççĕ.
Хăлха çакки курăкĕн йÿçеклĕхĕ аппетит уçать, хырăмлăха, пĕвере, ват çулне лайăх ĕçлеттерет. Тата унпа пĕвер, ват çулĕ аптăратсан сипленеççĕ. Ăна тата хура çарăк сĕткенĕсене хутăштарса ĕçмелле.
Шăмă сыпписем ыратсан ĕçме, компресс тума юрать.
Кишĕр сĕткенĕпе хутăш ĕçсен ватă çынсен шăммине çирĕплетет, ачасене рахитран упрать.
Тымарĕн çуне юхтарса илни те усăллă. Вăл ÿт пиçсе кайнинчен аван сиплет.
ЧИПЕРЛЕНМЕ
Хăлха çаккин курăкне авалтанах чиперленме усă курнă. Курăк сĕткенĕ пулăшнипе пите çутатнă, пигмент патаран хăпнă.
Хальхи вăхăтра та курăк шывне кук тĕрринчен, пигмен татаран тасалма сĕреççĕ. Çавăн пекех йуç шывĕ пысăках мар шĕпĕне те пĕтерет.
Тин татнă çулçинчен маска тусан пит çуталать, çамрăкрах курăнать.
ТĔПЕЛТЕ
Кил хуçи хĕрарăмĕсем сарă чечекрен «пыл», варени вĕретеççĕ, эрех хатĕрлеççĕ. Сăмах май, унăн пылĕ шăнса пăсăлнинчен, вăй-хал чакнинчен пулăшать.
Курăк тымарне ăшаласан кофе вырăнне ĕçме пулать.
Çавăн пекех ăна фиточей вырăнне ытти сиплĕ курăксемпе ĕçме юрать.