Ку уяв юратупа, ăшăлăхпа, çепĕçлĕхпе тулли
Ачасене хÿтĕлес тĕлĕшпе патшалăх политикине тытса пыма Чăваш Республикинче тĕрлĕ саккун, проект, программа пурнăçланса пырать: «Ача-пăчаллă граждансене тивĕçекен патшалăх пособийĕсем çинчен», «Чăваш Республикинчи ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтересси çинчен», «Опекăпа попечительство ĕçне йĕркелесси çинчен», «Нумай ачаллă çемьесене пулăшу парасси çинчен» т.ыт.те. Раççейре демографи лару-тăрăвĕ япăхланма тытăннăччĕ - патшалăх ача çуратма хавхалантармалли меслетсене палăртрĕ. Иккĕмĕш е ун хыççăнхи пепкине çуратакансене «Амăшĕн капиталĕ» сертификатпа усă курма май туса панин пĕлтерĕшĕ - куç умĕнчех - çут тĕнчене килекенсемпе вилекенсен кăтартăвĕсем халĕ чылай регионта шайлашуллă, çуралакансен йышĕ пысăкрах та хăш-пĕр çĕрте. Эппин, патшалăх тĕревне туйсан халăх ыранхи куна ытларах шанать. Шанчăк пур чухне вара çемьесенчен ытларахăшĕ пĕр ачапа кăна çырлахмасть.
Çемьере ача сасси пурри пурнăçăн малашлăхĕ пурри çинчен калать. Шел, хăшпĕр çитĕннĕ çын хăй пурнăç парнеленĕ пепкешĕн ĕмĕрлĕхех яваплă пулса тăнине ăнланмасть. Çавна пулах ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ-сывă çĕртех хÿтлĕхсĕр юлакан ачасем чылай. Чăн та, юлашки çулсенче республикăра вĕсен шутне чакарас тĕлĕшпе профилактика ĕçне самаях вăйлатрĕç. Социаллă тăлăхсен ыйтăвĕсемпе çĕршывĕпех çивĕч кĕрешни сисĕнет. Ача çурчĕсенчен майĕпен хăтăлса пырасшăн. Обществăшăн тивĕçлĕ гражданин çитĕнтĕр тесен ачана интернатра мар, çемьере çитĕнтермелле. Тепĕр тесен, ку РФ Çемье кодексĕнчи статьяра çирĕплетнĕ кашни ачан прави - çемьере пурăнасси тата воспитани илесси. Çавна май ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă çул çитмен ачасене усрава илесси е вăхăтлăх йышăнасси Чăваш Енре те ăнăçлă пурнăçланса пырать. Хальхи вăхăтра республикăра 2300 ытла çемьере 3000-е яхăн усрав ача çитĕнет.
Ашшĕ-амăшĕсĕр е вĕсен хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене ÿсĕм çитсен /18 çул тултарсан/ пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес ыйтупа та республика ертÿлĕхĕ тимлĕ ĕçлет. 2014 çулта кăна çак ятарлă программăпа килĕшÿллĕн 253 тăлăх уйрăм кил-çуртлă е хваттерлĕ пулса тăнă.
Ытарайми вăхăт - çу - хуçаланать. Çутçантлăкăн чи ăшă, хÿхĕм тапхăрĕпе пĕрле пирĕн ачасен чи вăрăм кану кунĕсем пуçланаççĕ. Ырри кăна пулмалла пек те çакăнта - шел, сисчĕвлентерекенни пур: ашшĕ-амăшĕ яра куна ĕçре пулнăран чылай ача хăй тĕллĕн çеç юлать - хÿтлĕхсĕр. Вĕсене сиен кÿме пултаракан усалсенчен чи хăрушши - компьютер. Аслисем чăрмантарманнипе усă курса ача илĕртмĕш «теттери» кирлĕ-кирлĕ мар сайта та кĕрсе кайма, психика çирĕпленсе çитмен ÿсĕмшĕн сиенлĕ информаци курма-вулама пултарать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне пепкишĕн ку тапхăрта тимлĕхе уйрăмах вăйлатмалли çинчен асăрхаттарасшăн. Ан манăр, каникулти ачашăн эпир, хамăр кăна яваплă. Сыхланакана Турă та сыхлать тенине асра тытасчĕ.