Комментари хушас

27 Çу, 2015

Вăрçă ветеранĕ - район чемпионĕ

- Итле-ха, кĕрÿ, шахмат енĕпе халĕ кам тĕнче чемпионĕ? Карпов-и, Фишер-и? - картишне кĕнĕ-кĕменех ыйтупа «тапăнчĕ» хуньăм.

- Çук, вĕсем вылямаççĕ халĕ, - çакăн пек çеç хуравлама пултартăм эпĕ.

- Çавна та пĕлместĕн-и вара?

- Пĕлместĕп, хуняçа... Халĕ çамрăксем ĕнтĕ. Çĕннисем, - парăнтăм тÿрех.

- Пĕтрĕн! Хатĕрленсе килмен эсĕ экзамена паян та!.. - шÿтлесе те йĕплесе илчĕ арăм. - Ку - пуçламăшĕ çеç-ха!.. Самолетсемпе карапсем çинчен ыйтсан мĕн калăн? Тĕнчери лару-тăру çинчен тата?..

Хуньăм манăн - Григорий Димитриевич Димитриев. Нумаях пулмасть 91 çул тултарчĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вăл пирĕн ирĕклĕхе фашистсенчен, яппун самурайĕсенчен хÿтĕлесе хăварнă. Трак тăрăхĕнчи ветерансенчен пурĕ те 20 ытларах çын кăна пурăнса çитейнĕ паянхи куна. Вĕсенчен пĕри - шăпах манăн хуньăм. Янкас ялĕнче пурăнать вăл. Питех те тарават, ырă кăмăллă çын. Пурнăçĕнче сахал мар терт-нуша тÿссе пуян ăс-хакăл пухнăскер патне тăтăшах кÿршĕ-аршă, ялйыш çеç мар, - урам хĕрринче пурăнать те, - ытти ялсенчен те - Упи тăрăхĕнчен - пырсах çÿреççĕ сĕнÿ-канаш ыйтма. Е ахаль кăна калаçса ăша-чуна лăплантарма.

Кашни хăнанах хапăл Григорий Димитриевич. Хăй лартса çитĕнтернĕ самаях пысăк улма-çырла пахчине илсе тухать килнĕ çынна, улма-çырлапа хăналать, усăллă сĕнÿ-канаш парать. Пурăнса хура-шур курнă çынсем çеç мар, 30-40 урлă каçнисем те, çамрăксем те - районĕпех - паллаççĕ ăна. Епле палламăн-ха? Шахматла выляса район чемпионĕ пулнă вĕт вăл!

Çамрăкраххисемшĕн вăл тата тепĕр енĕпе те - чăн-чăн ырă тĕслĕх. Ара, виçĕ çул каялла хăйне хăех хытарса пирус туртма та, эрех-сăра пĕр тумлам та сыпма пăрахма пултарчĕ те. Куç умĕнчи тĕслĕх!

Шел, ĕмĕрĕпе килĕштерсе, юратса, тату пурăннă мăшăрĕ Надежда Ивановна - пурнăçĕ тăршшĕпех ялти шкулта ачасене вĕрентнĕскер - маларах уйрăлса кайрĕ ватă салтак-матросран /тăпри çăмăл пултăр!/.

Тĕслĕх тенĕрен, кĕçĕн ывăлĕ Владислав ашшĕне кура тенĕ пекех моряк пулнă çарта. Аслă ывăлĕ Юрий вара, ашшĕн профессине алла илнĕ - строитель. Аслă мăнукĕ - Сергей, университет вĕренсе пĕтернĕскер, хăйĕн ăслăлăх ĕçĕнчи пысăк пуласлăхне татсах аслашшĕне пăхса пурăнма хуларан яла таврăнчĕ. Ырлас та, хаклас та килет ăна çакăншăн.

Тепĕр эрнерен каллех çитрĕмĕр яла. Хапха умĕнчех кĕтсе илчĕ хуньăм. Тÿрех - ыйту:

- Ну, кĕрÿ, пĕлетĕн-и кам халь шахмат енĕпе тĕнче чемпионĕ?

- Каллех экзамена хатĕрленмен!.. - кăлт! тĕкрĕ арăм айăкран.

- Пĕлместĕн? Эппин, пĕл: шахматла выляса тĕнче чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ çын - Карлсен. Норвеги çынни. Пĕлтĕр вăл Инди спортсменĕпе тĕл пулса вылянă та - çĕнтернĕ. Вăт, çапла, кĕрÿ!.. Ну, атя, кайрăмăр.

Пĕлетĕп вăл ăçта чĕннине. Шахматла выляма, паллах.

Анатолий ФИЛИППОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.