Çĕнĕ фильмсем, тĕлпулусем
Сакăр çул каялла турĕ вăл хăйĕн пĕрремĕш утăмĕсене Чăваш Ен çĕрĕ çинче. Тĕрлĕ туйăмпа йышăннăччĕ ăна ун чухне: мĕне кирлĕ пире кунашкал мероприяти, телевизорпа та тем те пăхса киленме пулать текенсем те пурччĕ, Раççей кинолентисене тинех анлă экран çинче курма май пурришĕн хĕпĕртекенсем те йышлăччĕ. Паян вара халăхсен хушшинчи Шупашкарти кинофестивальсĕр республикăн культура пурнăçĕ чăннипех чухăнрах пулĕччĕ. Кинофорум çулленех премьерăсемпе пуян. Унсăр пуçне артистсем, режиссерсем, операторсем, продюсерсем вĕренекенсемпе, хула çыннисемпе тĕлпулусем ирттереççĕ. Темиçе çул каялла ырă йăла çуралчĕ: фестиваль хăнисем ялсене тухса çÿреме пуçларĕç. Кăçал та пур унашкал çулçÿревсем. Раççей кино артисчĕсемпе Красноармейски, Пăрачкав тата Етĕрне районĕсен ĕçченĕсем тĕл пулĕç, илемлĕ фильмсем пăхĕç.
"Анне" парнене /чи лайăх илемлĕ фильмшăн, чи лайăх режиссурăшăн, чи лайăх сценаришĕн, оператор ĕçĕшĕн, арçын тата хĕрарăм ролĕсене чи ăста вылянăшăн, иккĕмĕш планри рольшĕн/ тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тĕп парнине тивĕçессишĕн конкурса тăратнă 11 ĕç тупăшĕ. Вĕсем çаксем: "Кино про Алексеева" /М.Сегал/, "Белая белая ночь" /Р.Салахутдинов/, "Как меня зовут" /Н.Сайфуллаева/, "Испытание" /А.Котт/, "Белый ягель" /В.Тумаев/, "До свидания, мама" /С.Проскурина/, "Частное пионерское" /А.Карпиловский/, "Над темными водами" /П.Францен, Финлянди/, "Две женщины" /В.Глаголева/, "Дети священника" /В.Брешан, Хорвати/, "История одной старушки" /А.Горлов, Казазстан/.
Йышлах мар халăхсен фильмĕсен программине çак кинолентăсене кĕртнĕ: "Трико" /М.Кулунаков, Алтай/, "Пусть ветер унесет мои слова" /А.Аскар, Пушкăртстан/, "Листок" /Р.Пожидаев, Пушкăртстан/, "Живи" /Б.Уладаев, Бурят Республики/, "Сухая река" /А.Барыкин, Тутарстан/, "Айсылу" /Р.Рашитов, Тутарстан/, "Дилогия" /П.Ноговицын, Бурят Республики/, "Куруейэх" /С.Бурнашев, Бурят Республики/, "Куратор" /В.Синяев, Чăваш Ен/, "Салтака качча каятăп" /А.Степанов-Пăртта, Чăваш Ен/, "Хорло" /М.Никитин, Чăваш Ен/.
Ретроспективлă /унчченрех ÿкернĕ/ фильмсен хушшинче Аслă Çĕнтерĕве халалланă ĕç нумай: "Ты не одна", "Победа одна на всех", "Факт", "Иван Макарович"...
Фестиваль йĕркелÿçисем Раççейре Литература çулталăкĕ пынине те шута илнĕ. Хулари кинотеатрсемпе залсенче вырăс литературин классикĕсен произведенийĕсемпе ÿкернĕ лентăсене те кăтартаççĕ. Иккĕленÿ çук, "Анна Каренина", "Преступление и наказание", "Воскресение", "Руслан и Людмила", "Дама с собачкой" фильмсем куракансене килĕшеççех. Ачасем валли ятарлă программа хатĕрленĕ. Унта вырăс юмахĕсем тăрăх ÿкернĕ фильмсене кĕртнĕ.
Илемлĕ кинокартинăсен конкурсне хутшăнакан темиçе ĕçпе паллашма май килчĕ. Сăмахран, "Как меня зовут" картинăри ĕç-пуç Крымра пулса иртет. Мускавра çуралса ÿснĕ вунçиччĕри икĕ пике унта канма пырса çитнĕ, çав вăхăтрах вĕсенчен пĕрин ашшĕпе паллашма та. Оля темиçе çул ашшĕне курас ĕмĕтпе пурăннă, анчах темшĕн тĕлпулуран шикленет, çавăнпа тантăшне ашшĕпе унăн хĕрĕ пек калаçма ыйтать. Малтанах çак шÿт хĕрсене киленĕç те кÿрет, çав вăхăтрах "вăйăран вăкăр тухать" тенешкел инкек патне илсе çитерет. Асăннă пăтăрмах вара пурин шăпине те тепĕр майлă çавăрса хурать.
"Белый ягель" психологи драмипе сеанс умĕн сценари авторĕ Валерий Бакиров паллаштарчĕ. Сăмах май, вăл Самар хулинче пурăнать-мĕн, Шупашкарта темиçе те пулнă. Фильмри ĕçсем тундрăра пулса иртеççĕ. Ненец каччине авлантарма вăхăт çитнĕ. Кама качча илмелле? Чун юратни - Аня - облаç центрне вĕренме кайнă та каялла таврăнман. Тăванĕсем ăна халиччен курса калаçман хĕрпе пĕрлештересшĕн. Алексей çак пулăмпа килĕшмест, хăй пултарнă таран кĕрешет. Фильм юрату, шанăç, кĕвĕçÿ çинчен, анчах йăха малалла тăсас, йăла-йĕркесене упраса хăварас тĕлĕшпе тивĕçлĕ утăмсем тума хистени пирки те.
Фестиваль вăхăтĕнче кулленех харăсах çичĕ-сакăр çĕрте вун-вун мероприяти иртет, çавăнпа пурин çинчен те каласа кăтартма çук. "Халăх çÿрет-и вара?" - кăсăкланĕç вулакансем. Хам çитсе курнă сеанссенче çулланнисем те, çамрăксем те питĕ йышлăччĕ. Хăшĕсем билетсене харăсах темиçе сеанс валли илнине те асăрхарăм, çав сăлтава пула вăл е ку фильма лекейменнисем те пулчĕç. Кинокартинăсене тÿлевсĕр кăтартни, вĕсене ытти чух пăхма май çукки хула çыннисене ура çине тăратрĕ темелле.
Ыран, акă, сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Шупашкарти кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура хупăнĕ те. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем те паллă пулĕç. Вĕсем пирки çитес номерте çырса кăтартăпăр.
Надежда СМИРНОВА
cap.ru сăнÿкерчĕкĕсем