Комментари хушас

15 Нарăс, 2014

Кунер юрăçисем

Куславкка районĕнчи Кунерти информаципе культура центрĕ çумĕнчи хĕрарăмсен «Сударушка» ансамблĕ йĕркеленнĕренпе нумай вăхăт иртмен-ха 2011 çул, анчах та таврара вĕсем çинчен илтмен çын çук та пулĕ. Ял артисчĕсемсĕр районта пĕр мероприяти те иртмест.

Ушкăнра - тивĕçлĕ канăва тухнă 13 çын. Вĕсем культура çуртне эрнере икĕ хут репетицие çÿреççĕ. Ансамбль репертуарĕнче - чăваш тата вырăс халăх юррисем. Пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен укçи-тенкипе пилĕк тĕрлĕ хитре тум çĕлеттерчĕç.

Ансамбль ертÿçисем - Любовь тата Борис Федоровсем - вĕсене икĕ сасăпа тĕрĕс юрлама, сцена çинче килĕшÿллĕ тытма вĕрентеççĕ.

Кÿршĕсем патне те концертсемпе кайса килеççĕ. 2013 çулхи çу уйăхĕнче «Сударушка» Тутар Республикинчи Чаллă хулинче хăйĕн пултарулăхне кăтартса Тав çырăвне тивĕçрĕ.

Нумаях пулмасть «Сударушка» ансамбль Вăрмар районĕнчи Энтриялĕнче пулчĕ, Культура çулталăкне халалласа пысăк концерт лартрĕ. Савăнăçлă, чуна пырса тивекен юрăсем шăраннипе пĕрлех хаваслă сценкăсем те пулчĕç. Хальхи вăхăтра ушкăн çĕнĕ программа хатĕрлет.


Елена ПАВЛОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.