Комментари хушас

20 Çу, 2015

Çамрăка упрать, çемьене тăрантарать

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçĕнче пурăнакан Леонид Альбертович Архиповăн виçĕ ывăл. Асли хулара ĕçлесе пăхнă хыççăн тăван яла таврăннă. Çĕре, виçесĕр уй-хире кăмăллакан çамрăка хулара хĕсĕк те тăвăр туйăннă. Тата унти пурнăç хăйне улăштарасран шикленнĕ. "Пирĕн пек çемçе кăмăллисем валли мар ĕç вырăнĕ. Пăсăлса та кайăп", - тенĕ те ялта юласси çинчен пĕлтернĕ. Паянхи пурнăçпа япăх мар ĕçе ?çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тытса пырассипе çыхăннăскере% пăрахнăшăн ашшĕ урлă пулнă тетĕр-и? Çук, ывăлĕн шухăшĕпе килĕшнĕ. "Мĕншĕн вăрçмалла? Хĕпĕртемелле çеç. Пулăшма яла таврăнать. Мана лайăх вĕт", - тет вăл паян.

Леонид Альбертовичăн, фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ май, ĕç тупăнсах тăрать темелле. Темĕн тума та ĕлкĕрмелле. Пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш, тĕллевсем, ĕмĕтсем... Ара, пĕлтĕр кăна фермер статусне илнĕ вăл. Унччен кун пирки пач шухăшламан, тĕлĕкре те тĕлленмен. Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пĕлтĕрхи январь уйăхĕнче Архиповсене тин çеç ĕçе пуçăнакан фермерсене патшалăх курăмлă пулăшу пани çинчен каланă, тĕллевлĕ программăпа тĕплĕнрех паллашма сĕннĕ. Мĕн тетĕн - çемьене çакă кăсăклантарнă. "Конкурсра çĕнтереймесен те темех мар. Нимĕн те çухатмастпăр", - шухăшланă кил хуçи. Хушма хуçалăхра Архиповсем выльăх унччен те йышлă усранă, 9 пуç сăвакан ĕне, пăрусем тата ытти те пулнă. Тĕплĕ бизнес-план туса конкурс витĕр ăнăçлă тухнă, патшалăх грантне тивĕçнĕ.

Унпа фермер çĕнĕ трактор тата утă пресламалли хатĕр туяннă. Грант укçи çакна валли çитет кăна мар, ытлашши те юлать тенĕ конкурса тăратма кирлĕ документсем хатĕрленĕ чухне. Ара, вăл вăхăтра трактор çур миллион тенкĕ тăнă. Хак пĕр вырăнта тăмасть çав, шав малаллах "чупать". Алла грант укçи илнĕ тĕле трактор хакĕ 700 пин тенкĕне çитнĕ. "Кăçал миллионран та иртрĕ пулас", - тет Леонид Альбертович.

Патшалăх пулăшнипе вăл кăмăллă. Килти хуçалăхра кивĕ трактор пулнă-ха, анчах çĕннин хăвачĕ самай пысăк. Иртнĕ эрнере фермер унпа сĕлĕ уйне дискласа сÿрелетчĕ. Республикăн кăнтăр районĕсемпе танлаштарсан Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче çĕр хăвăрт пиçсе çитмест. Çавăнпа тинтерех кăна пулса çитнĕ çĕр çине Леонид Архипов сĕлĕ акса хăварма васкатчĕ. "Мĕншĕн сĕлле ытларах кăмăллатăр? Ăна акса ÿстерекен хуçалăхсене паян сайра тĕл пулатăн", - кăсăкланатăп фермертан. "Выльăха ыраша е урпана уйрăммăн авăртса параймастăн. Сĕлĕпе капла апатлама пулать. Ку культура вăйлă тухăç парать, урпа пек лутра çитĕнмест, вырса илме меллĕ. Ăна çумкурăк та ытла пусмасть. Вăйлă çил чухне сĕлĕ, паллах, выртма пултарать. Çакă хăратать. Çĕр ĕçĕ çав тери кăсăклă, анчах хăрушлăхĕ те юнашарах çÿрет", - ăнлантарать арçын.

30 га сĕлĕ акма çĕре вăл йывăç кăкласа хатĕрленĕ. Шĕнерпуç таврашĕнче чылай çул усă курман лаптăк йышлă. Вĕсем çинче вăрман кашлама тытăннă.

Фермерăн хальлĕхе утă çулса илмелли çĕр лаптăкĕ те пысăк мар - 6 га кăна. 34 чун выльăх ?вĕсенчен 15-ĕшĕ сăвакан ĕне% валли утта вăл ялтан 20 çухрăмра вырнаçнă тăрăхра хатĕрлет. Унта пурăнакан пĕччен ватăсен çĕр лаптăкĕсенчи курăка çулать. Çулнă хыççăн пĕр пайне кил хуçисем валли хăварать, ыттине хăйĕн патне турттарать. Кăçал та çаплах нушаланса тăкакланма тивет унăн. 20 га çинче акнă люцерна тепĕр çулсăр тухăç памасть.

Патшалăхпа район администрацийĕ хавхалантарнăран Леонид Альбертович пуçа усмасть, фермер ĕçне пуçăннишĕн ÿкĕнмест. Ялхуçалăх ĕçĕпе вăл 1979 çултанпах туслă, ĕмĕр тăршшĕпе хуçалăхра механикре, водительте тăрăшнă. Тин çеç çĕнĕ йыша кĕнĕ фермера аслисем, чылай çул ĕçлекенсем, сĕнÿ-канашпа, техникăпа пулăшаççĕ. Ара, сĕлле вырса илме Леонид Архиповăн хальлĕхе комбайн çук-çке. Ку тĕлĕшпе ĕçтешĕ Валерий Плотников пулăшать. Тепĕр 2-3 çултан çемье ферми йĕркелесе ярса патшалăхăн тата сумлăрах гранчĕшĕн тупăшăва тухмашкăн шухăш та пур. Комбайн туянас тĕллев канăç памасть арçынна.

Парăма тÿлесе татасси шиклентермест. Ку таранччен кредитпа пайтах усă курнă, парăмра юлман. Ак часах фермера курттăмăн пысăк укçа кирлĕ пулать. 34 пуç выльăха вăл вырăнти ялхуçалăх кооперативĕн ферминче усрать. Арендăна илнĕ витен пĕр пайне укçалла туянса хăйĕн харпăрлăхĕ тăвасшăн. Каллех банка кивçене кĕмелле.

Малалла аталанасшăн çунсан ирĕксĕрех çапла тума тивет. Кашни утăм кăсăклă халĕ Леонид Альбертовичшăн. Аслă ывăлĕ - çумра, кунсерен пулăшать. Вăталăххи хулара пурăнать, анчах тăтăшах яла çÿрет. Вăл та çĕртен уйрăласшăн мар. Пĕлтĕр 20 гектар илсе унта пахчаçимĕç ÿстерме тытăннă. Кăçал ытларах севок туса илме вăрлăх акнă. Çамрăк хăй çĕр çинче ĕçлеме пултарнине тĕрĕслет. Леонид Архиповăн кĕçĕн ывăлĕ хальлĕхе техникумра ăс пухать, йĕлтĕр спорчĕпе туслă. Часах çар хĕсметне каймалла. Салтакра та спорт ротине лекесшĕн. Тен, унтан таврăнсан вăл та мана çĕр кирлĕ тейĕ. Пурнăç кунран кун улшăнать вĕт. "Топливо хакне йÿнетсен, сĕтĕнне ÿстерсен пире нимĕн те кирлĕ мар. Ыттине эпир йăлт хамăр тăватпăр", - тет фермер.

Хăйне те, ыттисене те лайăх тăвассишĕн ĕçлет чăваш хресченĕ. Ир вăранать те ывăлĕпе пĕрле 15 ĕнене сума фермăна çул тытать. Пĕчĕк те çăмăл аппаратпа усă курса суса пĕтереççĕ. Çутă çук е техника ваннă чухне алăпа та сума тивет. Леонид Альбертович арăмне выльăх патне ямасть. Лешĕ темĕн пек ÿкетлет. "Çук, кил-çуртра кăштăртаткаласа çÿре, апат пĕçер, выльăха хамăрах пăхатпăр", - теççĕ упăшкипе ывăлĕ. Хăй вăхăтĕнче 8-9 ĕне суса сывлăхне хавшатнă хыççăн пульницана лекнĕ мăшăрне упрать кил хуçи, 5 килограмран ытла йывăр çĕклем йăттармасть.

Çак сăмахсене вăл питех те çирĕппĕн каларĕ. Выльăх йышĕ 50 пуçа çитсен те ?конкурса тăратнă бизнес-планпа çак шута çитермелле% арçынсем ĕнесене хăйсемех суса пурăнасса ĕнентĕм эпĕ.

Ирина НИКИТИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.