Комментари хушас

20 Çу, 2015

ЮН ПУСĂМĔ ПЫСĂК ПУЛСАН

Гипертонипе чирлĕ çынсем валли юн пусăмне чакарма пулăшакан сиплев гимнастикин ятарлă комплексне хатĕрленĕ. Вăл виçĕ пайран тăрать.

Пуçламăш пайĕ. Çÿллĕ мар хыçлă пукан çине ларса тумалла.

1. Ал лапписене хулпуççи çине хумалла, чавсасене çăмăллăн айккинелле ямалла - сывласа илмелле, чавсасене аялалла антармалла - сывласа кăлармалла /3 хут/.

2. Пÿрнесене чышка чăмăртамалла та сарса ямалла. Ура тупанĕсене черетпе пÿрнисем тата кĕлисем çине пусса ярăнтарса лармалла /12 хут/.

3. Алăсене çÿлелле çĕклемелле - сывласа илмелле, айккинелле сарса аялалла усмалла - сывласа кăлармалла /3 хут/.

4. Пукан хыçне сĕвенсе урасене лапписене урайĕнчен уйăрмасăр малалла-хыçалалла шуçтармалла. Ирĕклĕ сывламалла /3-5 хут/.

5. Алăсене айккинелле сармалла - сывласа илмелле, ал тупанĕсене чĕркуççисем çине хумалла, хулпуççисене малалла усмалла - сывласа кăлармалла /3-5 хут/.

6. Пукан çинче çурма выртнă май ал-урана айккинелле сармалла - сывласа илмелле, пĕрле тытмалла - сывласа кăлармалла /3-5 хут/.

7. Алăсене айккинелле сармалла - сывласа илмелле, чĕркуççисене алăсемпе тытса кăкăр патнелле туртмалла - сывласа кăлармалла /кашни чĕркуççине 2-шер хут/.

Тĕп пайĕ. Пукан хыçне тăрса тумалла.

1. Пукан хыçĕнчен тытса чĕрнесем çине çĕкленмелле - сывласа илмелле, кĕлисем çине анса тăмалла - сывласа кăлармалла /8-10 хут/.

2. Алăсене пилĕк çине хумалла - сывласа илмелле, кĕлеткене сылтăмалла-сулахялла авмалла, пĕр еннелле авăннă чухне тепĕр енчи алла çÿлелле çĕклемелле /4-6 хут/.

3. Алăсене ирĕклĕ тытса кĕлеткене сулахаялла-сылтăмалла çавăрмалла, ирĕклĕ сывламалла /4-5 хут/.

4. Алăсене çÿлелле çĕклемелле - сывласа илмелле, унтан малалла ÿпĕнмелле те пукан ларкăчĕнчен тытмалла /4-6 хут/.

5. Алăсемпе пилĕкрен тытмалла, купарчасене сылтăмалла-сулахаялла пăрмалла, ирĕклĕ сывламалла /8-10 хут/.

6. Алăсене айккинелле сармалла, вĕсене малалла-хыçалалла çавăрттармалла, ирĕклĕ сывламалла /4 хут/.

7. Алăсене çÿлелле çĕклемелле - сывласа илмелле, лăстăрах усмалла та силлесе илмелле - сывласа кăлармалла /2-3 хут/.

8. Алăсене пилĕк çине хумалла, чавсасене хыçаллала ямалла - сывласа илмелле, чавсасене малалла ярса кăкăр кăшкарĕн аял пайне хĕстермелле, хырăма туртса кĕртмелле - сывласа кăлармалла /2-3 хут/.

Вĕçлекен пайĕ. Пукан çинче ларса тумалла.

1. Алă тупанĕсене хулпуççисем çине хумалла, чавсасене 4-шар хут малалла тата хыçалалла çавăрттармалла, ирĕклĕ сывламалла.

2. Пуçа майĕпен хыçалалла ямалла - сывласа илмелле, малалла пĕкмелле - сывласа кăлармалла /2-3 хут/, сулахялла-сылтăмалла авмалла /4-6 хут/, икĕ еннелле черетпе çавăрттармалла. Ирĕклĕ сывламалла.

3. Ура лапписене урайĕнчен уйăрмасăр çавра хусканусем тумалла, ирĕклĕ сывламалла /кашни еннелле 3-шер çаврăм/.

4. Алăсене çÿлелле çĕклемелле - сывласа илмелле. Алă тупанĕсене, чавсасене, хулпуççисене çемçетмелле, алăсене аялалла ямалла - сывласа кăлармалла /3 хут/.

Занятисен вăхăчĕ - 10-20 минут. Гимнастика комплексне кунне икĕ хут - ирхине тата кунăн иккĕмĕш çурринче - тума юрать. Хусканусен йĕркине пăсмалла мар.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.