Комментари хушас

14 Çу, 2015

Йывaç-тĕм чирлемĕ

"Эпĕ "Кил-çурт, хушма хуçалăх” хаçата тахçантанпах çырăнатăп, юратса вулатăп. Унта пурнăçра, хуçалăхра кирлине вуласа пĕлме пулать. Эпĕ те хам ĕçĕмпе паллаштарасшăн. Тен, кама та пулин пулăшĕ. Иртнĕ çул пахчари мĕнпур йывăç-тĕме чечек папкисем тухиччен çакăн пек хутăшпа сирпĕтрĕм.

Вĕрекен 1 витре шыва пĕрер ывăç эрĕм, шĕпĕн курăкĕ /чистотел/, ыхра, махорка çулçи, сухан хуппи ятăм, пăтратрăм. Çулăм çинчен тÿрех илсе кивĕ утиялпа витсе хутăм. Сивĕнсен сăрăхтарса супăнь кăпăкĕн шывне хушрăм та ÿсентăрана пĕрĕхмелли пульверизаторпа сирпĕтрĕм. Сухан хуппине нумай ятăм. Ăна хĕл каçа хатĕрлеме пулать. Йывăçсене туратсем лайăх йĕпениччен пĕрĕхрĕм.

Аван пулнине кĕркунне куртăм. Хурлăхан лайăх пулчĕ. Хурт-кăпшанкă тапăнни курăнмарĕ. Мулкач кăшланипе хăрнă улмуççие каснăччĕ. Унăн çамрăк хунавĕ пĕрремĕш хут 3 тĕлте çеçке кăларчĕ, 3 панулми тытăнчĕ. Вĕсем мĕн кĕркуннечченех тĕрĕс-тĕкел тăчĕç. Яп-яка, хитре панулмисем пулчĕç.

Нина МИХАЙЛОВА.

Йĕпреç.

Çак меслетĕн лайăх енĕ - ÿсен-тăрана тĕрлĕ наркăмăшлă имçамсăрах хÿтĕлени. Вăл ÿсен-тăраншăн та, пыл хурчĕсемшĕн те, этемшĕн те сиенлĕ мар тесе калама пулать. Усси вара пурах ĕнтĕ. Ÿркенмен - ăста пулнă, тет халăх. Тăрăшсассăн çутçанталăк пурлăхĕпе савăнтаратех.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.