Комментари хушас

14 Нарăс, 2014

Александр Магарин: «Хамăрсăр пуçне – кам?»

Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн çĕнĕ ертӳçипе Александр Магаринпа тĕл пулма редакцие килнĕ çыру хистерĕ:

"Эпир, республикăн кăнтăр районĕсенче пурăнакансем, чăваш наци телекуравне пăхаймастпăр. Хусан пирĕнтен виç çĕр çухрăмра, анчах унăн передачисене тытма пулать. Пирĕн ун пек тума май çук-ши вара?

Михаил Ванюшин.

Шăмăршă районĕ, Асанкасси ялĕ".

 

- Александр Николаевич, çыру авторне мĕн хуравланă пулăттăр?

- Ялсенче пурăнакансем пирĕн передачăсене пăхасшăн пулнине пĕлетпĕр. Çакнашкал çырусем хамăр пата та килеççĕ, шăнкă-равлакан та нумай. Чăваш кăларăмĕсене курассишĕн ятарласа Шупашкара, тăванĕсем патне çĕр каçма килекенсем те пур. Тахçан пĕр-пĕрин патне телевизор курма кайнă евĕр. Хам илтнине, хам курнине калатăп.

Хальхи вăхăтра наци телекуравне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпӳ хулисенче, Кӳкеç, Тĕрлемес, Опытный поселокĕсенче пурăнакансем йышăнаççĕ. Çывăх вăхăтрах Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Етĕрне хулисенче, Вăрнарпа Йĕпреç поселокĕсенче пăхма тытăнĕç. Ялсене вара хальлĕхе, тем пек тăрăшсан та ... çитеймĕпĕр.

- Апла Асанкассисен ĕмĕчĕ пурнăçланаймĕ?

- Ун пекех мар ĕнтĕ. Эпĕ унта паян-ыран çитейменни пирки калатăп. Интернет пуррисем пирĕн сайта (www.ntrk21.ru) кĕрсе пăхма пултараççĕ: çак вăхăтра пыракан программăсене те, унччен кăтартнисене те.

Пурăна киле мĕн пур телекурав цифра техники çине куçмалла. Эпир пĕрремĕш кунранах çĕнĕ меслетпе ĕçлетпĕр. Ку хăвăрт ĕçлеме тата технологи тĕлĕшпе пысăк пахалăхлă кăларăмсем тума май парать.

Наци телекуравне республикипех курайччăр тесен телехумсене спутник урлă салатмалла. Сирĕн редакцие килнĕ çыру авторĕ тутарсен кăларăмĕсене шăпах спутник турилккипе пăхать пулас. Эпир те Раççей шайĕпе тата унăн тулашĕнче ĕçлекен спутник телекуравĕн операторĕсемпе калаçусем пуçартăмăр, халĕ вĕсен сĕнĕвĕсене кĕтетпĕр. Анчах уçлăх ыйтăвĕ калама çук пысăк укçапа çыхăннă. Вăй çитерĕпĕр-ши? Майне тупсан хамăр тăрăхра çеç мар, республика тулашĕнче те пăхма пултарĕччĕç пире.

Шăмăршăсене мĕн калам? Хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр. Тен унти операторсемпе калаçса татăлса хальлĕхе хамăрăн архиври кăларăмсене ярса парăпăр-и? Анчах вĕсене те паянхи кун кабель телевиденине куракансем çеç пăхайĕç.

Ял çыннин пурнăçне анлăрах сăнлас килет. Çавăнпа вырăнти телестудисемпе тачă çыхăнса ĕçлесшĕн. Чылай районпа хулан хăйĕн телекуравĕ пур. Вĕсен хăш-пĕр кăларăмне мĕншĕн ыттисене те кăтартас мар?

- Тутарсенни пек кунĕн-çĕрĕн тăван чĕлхепе калаçакан телекурав пулĕ-ши пирĕн?

- Наци телекуравĕ тени чăнласах та хăватлă янăрать, анчах унта талăкĕпех чăвашла çеç калаçмалла тенине пĕлтермест ку. Ун пек тĕллев лартман та. Пирĕн республикăра тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Вырăсла кăларăмсем те кирлĕ, вĕсемсĕр май та çук. Тутарсен те тутарла кăна янăрамасть. Хăйсен кăларăмĕсене икĕ чĕлхепе калăплаççĕ, ютран туянни те пур.

Хальхи вăхăтра эпир кунсерен 4-шар сехет кăтартмалăх передачăсем хатĕрлетпĕр. Вĕсенчен çурри чăвашла. Çителĕксĕр, паллах, анчах ĕçлетпĕр ку тĕлĕшпе.

- Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлакан. Улшăнусем пулаççех-тĕр.

- Улшăнусем пулмаллах. Анчах вĕсем ырă улшăнусем пулĕç. Çĕнĕ кăларăмсем йĕркелес тетпĕр пулсан - çĕнĕ çынсем те кирлĕ. Калăпăр, пирĕн ачасем валли тăватă кăларăм. Виççĕшĕ вырăсла. "Илемпи урокĕсем" вара паянхи шăпăрлана йăлтах тивĕçтереççĕ тесе калаймăн. Хамăрăн куракансене пĕчĕкрен ӳстермесен кайран ăçтан пулччăр вĕсем.

Чăвашлăх тени - юрă-ташăра кăна мар. Вăл этем кун-çулĕнче те, хутшăнура та, килти хуçалăха тытса пынинче те палăрмалла.

Халĕ кашни кăларăма пахалăхĕ тĕлĕшĕнчен тишкеретпĕр. Картне ларса çитейменнисене лайăхлатмалла. Хăш-пĕр кăларăм хăйĕн кураканне пĕрремĕш кунранах тупать, тепри тупаймасан та пултарать. Пĕр евĕрлĕрех икĕ кăларăм пĕр тĕвве çыхăнса вăйлă телепередача пулса кайни те çук мар.

Чăваш халăхĕн хăйĕн уйрăмлăхĕ темелле-ши? Чăваш театрĕн спектаклĕсене вунă-çирĕм-вăтăр çул каялла мĕнле ыйтнă - çавăн пекех ыйтаççĕ куракансем. Çакна шута илсе кашни уйăхра темиçе спектакль çырса илетпĕр, эфира кăларатпăр.

Çĕнĕ хыпарсене малашне кăнтăрла та кăтартмалла тăвасшăн. Хальхаççăн иртекен пулăмсене çийĕнчех çутатма май пур чухне мĕншĕн каçчен кĕттерес куракана? Иртнĕ çул çак тĕллевпе ятарласа чаплă хатĕр туянтăмăр. Шкул ачи кутамккине вырнаçаканскер вăл, анчах пĕлтерĕшĕпе унччен ятарлă автомобиле аран шăнăçакан капмар оборудованипе танах. Карас çыхăнăвĕ пур кирек хăш вырăнтан та нимĕнле пăралук мĕнсĕрех унпа тӳрĕ эфира тухма пулать. Республикăна çитнĕ Олимп çулăмне те хайхи хатĕрпех кăтартнăччĕ.

- Александр Николаевич, чăваш наци телерадиокомпанийĕ паян виçĕ массăллă информаци хатĕрĕнчен тăрать. Ыттисем пирки те каласа хăварсамăр.

– Чăваш наци радиовĕн сасси янăрама пуçланăранпа кăçал, ака уйăхĕнче, 5 çул çитет. Пур районта та йышăнма пултараççĕ ăна паян. Уйрăмах ял çыннисем, машинăпа çӳрекенсем юратса итлеççĕ. Уйăхсерен эфира 50 ытла программа тухать. Пĕлтĕр, раштав уйăхĕнчен, "Тăван радио" ĕçлеме пуçларĕ. Ăна Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем итлеме пултараççĕ. Икĕ радиостанци те Интернетра тӳрреммĕнех янăраççĕ. Эппин вĕсене тĕнчен кашни кĕтесĕнче итлеме пулать.

- Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн мĕнлерех пулмалла-ши?

- Наци сăмаха çапла ăнланатăп: паха, шанчăклă, хăвăрт ĕçлекен телекуравпа радио. Тĕп вырăнта - халăх йăли-йĕркипе культури, чăваш çыннин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. Пире хамăрсăр пуçне никам та чăвашла кăларăмсем туса памасть. Хамăр тăрăшмасан кам тăвĕ? Ку - пирĕн тивĕç.

- Чăвашла передачăсем тума çынсем çитеççĕ-и-ха?

- Кадр ыйтăвĕ çивĕч. Куракансем хапăлласа йышăннă кăларăмсене штатра тăман çынсем туса пыраççĕ. Калăпăр, "Çитмĕл те çиччĕ", "Çапла пултăр!", "Каçхи тĕл пулу"... Ман шухăшпа - ку йĕркеллĕ пулăм. Кунашкал тĕслĕхсем Мускавра тухса тăракан кăларăмсенче те тĕл пулаççĕ.

- Ертӳçĕре виççĕмĕш эрне кăна ĕçлесен те телекуравшăн ют çын мар эсир. Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче çамрăксен кăларăмне ертсе пынине ас тăватăп. "Салам" ятлăччĕ вăл. Каярах, директор çумĕнче те ĕçлерĕр, унтан культура министерствинче, Кĕнеке палатинче... Пĕр сăмахпа каласан, телекуравран инçех тарман. Хăвăрăн юратнă кăларăм пур-и? Халĕ сирĕн пурне те юратмаллине пĕле тăркачах ыйтатăп-ха. Çавах та...

- Çĕнĕ хыпарсем. Унта пурте пур. Пирĕн телеканал кирек епле пулсан та - информаци хатĕрĕ. Республика пурнăçне пур енлĕн, туллин çутатмалла.

Хальччен тунă ĕçе, унчченхи ертӳçĕсене пĕрре те хурламастăп. Çав тери пысăк ĕç тунă вĕсем. Малашнехи тĕллевсем-и? Маларах асăнтăм ĕнтĕ, вырăнти студисемпе тачă çыхăнса ĕçлесшĕн. Чăваш наци конгресĕпе çума-çумăн ĕçлени те пăсмĕччĕ. Хăй вăхăтĕнче пуçра пулнă, анчах ниепле те пурнăçлама май килмен япаласем патне тепĕр хут таврăнасшăн. Калăпăр, ăс-хакăл вăййи, кил-çуртра тата хушма хуçалăхра пулăшакан передачăсем кирлĕ. Куллен усă куракан япаласене, чи çывăх туйăмсемпе пулăмсене те вырăсла калани чĕлхене кăкланăнах туйăнать. Аякри йăхташ мĕнлерех пурăнать-ха? Вĕсем çинчен каласа кăтартни те çукпа пĕрех... Çакнашкал палăртса хунисем тата та пур.

- Ăнăçу сире, шухăшланисем пурнăçа кĕрсе пыччăр.

Елена Николаева.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.