Комментари хушас

13 Feb, 2014

Чемпионсем патĕнче: рекорд çĕнелет!

Иртнĕ эрнере эпир çырăнтару «чемпионĕсем» патне кайса килтĕмĕр. Çырăнтарура малашне пысăк шанăç паракан Мăн Чураш шкулне те çула май кĕрсе тухрăмăр. Раççей Конституцийĕ 20 çул тултарнине халалласа ирттернĕ викторина çĕнтерÿçине Андрей Иванова Хисеп грамотипе чысларăмăр.

Тури Ачакра пире хапăл туса кĕтсе илчĕç - йăтса çÿременни кăна ĕнтĕ. Чăваш кĕнеке из¬дательстви те парне парса ячĕ - çĕклем кĕнеке илсе çитертĕмĕр шкула. Ачасен пултарулăхĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллашнă хыççăн «Самант» журналта шкула чысласа пысăк материал хатĕрлеме шут¬ларăмăр. Чаплă та хаваллă шкул!

« Тантăшра » эпир « Тетте » çырăннă маттурсен сăн ÿкерчĕкĕ- сене пичетлес терĕмĕр. Журнал тусĕсем йышлă¬ран вĕсене виçĕ ушкăна уйăрса сăнлама тиврĕ. «Самант» çырăнакансем вара çак журналта пичетленĕç.

Ачаксен чи пысăк вăрттăнлăхне те уçса парар: «Çырăнтару ĕçĕ вĕçленмен-ха, йыш тата та хут-шăнĕ», - тесе пĕлтерчĕç вĕсем. Рекорд çĕнелет апла, 40-55 кăтарту кивелет!

Владимир СТЕПАНОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.