Комментари хушас

8 Çу, 2015

Эпĕ - Çĕнтерÿçĕ салтаксен хĕрĕ

Тÿпери çăлтăрсем,
Çĕнтерÿ çутисем.
Улăхри чечексем пек
Илемлĕ вĕсем.
Тав сире, аттесем,
Тав сире, аннесем.
Эпир - сирĕн
Çĕнтерÿ ачисем.
Ю.Сементер.

Ку аса илĕве çырма Н.Алексеевăн кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче район хаçатĕнче пичетленнĕ «Манăçа кăларас марччĕ» статйи хистерĕ. «Вăрçă витĕр тухнă ветерансен аса илĕвĕсене, вĕсен ачисем каласа панисене» тенĕ сăмахсем чуна пырса тиврĕç. Ăна вуласа тухнă хыççăн хамăн аттепе анне умĕнче ĕмĕр парăмлă пулнине, вĕсемшĕн темĕн туса çитерейменнине ăнланса илтĕм. Эпĕ - хаяр вăрçă хирĕнчен Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксен хĕрĕ. Хам пирки чăннипех те çакăн пек калама пултаратăп, мĕншĕн тесен манăн атте те, анне те мĕн вăрçă вĕçлениччен фронтра çапăçнă. Анне медсестра пулнă, атте, артиллерист, Калинин облаçĕнчен пуçласа Берлина çитнĕ, рейхстага штурмланă.

...1947 çул. Пуш уйăхĕн вĕçĕ.

- Килеççĕ, килеççĕ! - хавассăн кăшкăрса чупрĕ урамра выляса çÿрекен ача-пăча ял варринчи виçĕ чÿречеллĕ, тирпейлĕ йывăç çурт патнелле уй хапхинчен тулли лав килнине курса. Çакна илтсе пÿртрен çитмĕл çулсенчи хĕрарăм чупса тухрĕ, ун хыççăн - çула çитнĕ хĕрĕсем, мăнукĕсем... Пурте уй хапхинчен кĕнĕ лав енне тинкерсе пăхрĕç. Акă инçе çулра ывăннă лаша хапха умне çитсе чарăнчĕ те, ун çинчен 17-18 çулти маттур хитре каччă çăмăллăн сиксе анчĕ. Ун хыççăн лав çинчен 30-32 çулсенчи çÿллĕ те кĕрнеклĕ çар çынни анчĕ, мăшăрĕн аллинчен пĕчĕк ачине илсе кăкăрĕ çумне ачашшăн пăчăртарĕ. «Ну, Галина, тăван киле çитрĕмĕр вĕт», - тесе асламăшне тыттарчĕ. Наçтук аппа /ку манăн асанне/, юратнă ывăлĕ хаяр вăрçă хирĕнчен чĕрĕ-сывă таврăннипе ниçта кайса кĕрейми савăннăскер, пурне те пÿрте сăра ĕçме йыхравларĕ.

Ку хĕр пĕрчийĕ вăл - эпĕ, Галина, Германири Стендаль хулинче çуралнăскер, Лиза - манăн анне. Вăрçăра вăл аттене темиçе хут та вилĕмрен çăлса хăварнă. Атте - Федор, Çĕнтерÿ салтакĕ, артиллерист командир. Ăна вăрçă вĕçленсен тÿрех киле яман, вăл тата икĕ çул Германире хĕсметре тăнă. Çав вăхăтра аннепе пĕрлешнĕ, эпĕ çуралнă. 1947 çулта аякри Германирен Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялне çитме пĕчĕк ачапа пĕрре те çăмăл пулман. «Эх, Галина, миçе вакун айĕнчен йăтса тухман-ши эпĕ сана», - тетчĕ атте каярах час-час мана пуçран ăшшăн шăлса. Чи çывăх Канаш станци пирĕн ялтан 50 ытла çухрăмра вырнаçнă, унта пире илме лашапа аттен шăллĕ Илче тете пынă.

Манăн атте Федор Осипович Медведев 1915 çулта çуралнă. 1937 çулта ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Малтанах вăл Беларуç Çар округĕн 25-мĕш артиллери полкĕн взвод командирĕн пулăшаканĕ пулнă. Каярахпа, 1940 çулта, кĕçĕн командирсен курсĕнче вĕренсе килне таврăннă. Хаяр вăрçă пуçлансан Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕлеме тÿрех фронта тухса кайнă. Стрелоксен Хĕрлĕ Ялавлă, Кутузов орденĕллĕ, Идрица-Берлин 171-мĕш дивизийĕнче взвод командирĕ, тупă батарея командирĕ пулса çапăçнă. Атте хăйĕн пурнăçĕнче пурнăçланайман пĕр ĕмĕтшĕн кăна кулянатчĕ - пĕвĕ 1-2 сантиметр çÿллĕрех пулманнипе кăна вăл 1945 çулхи Çĕнтерÿ парадне хутшăнайман. Вĕсен дивизийĕ рейхстага штурмланă çĕрте уйрăмах палăрнă: атте унăн стени çине хăйĕн хушаматне çырса хăварманшăн ÿкĕнетчĕ. Атте Балтика çĕршывĕсене, Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçăри паттăрлăхпа хастарлăхшăн I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Паттăрлăхшăн», «Берлина илнĕшĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» тата ытти нумай-нумай медале тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăн атте тăван ялта 7-8 çул колхоз председателĕ, нумай çул ĕне тата чăх-чĕп фермисен заведующийĕ, тивĕçлĕ канăва тухсан та темиçе çул хушши йĕтем çинче весовщикра ĕçлерĕ. Чун-чĕрипе чăн-чăн коммунист пулнăскер яланах тÿрĕ кăмăлпа ĕçлетчĕ, çитменлĕхсем çинчен куçран калатчĕ. Унпа пĕрле ĕçленĕ çынсем паян кунчченех ăна ырăпа çеç асăнаççĕ, унăн хастарлăхĕнчен, сăпайлăхĕнчен, тÿрĕ кăмăлĕнчен тĕлĕнеççĕ.

Анне Елизавета Медведева 1922 çулта Пушкăрт тăрăхĕнчи чăваш çемйинче çуралнă. Манăн кукаç Пушкăртри Иглино районĕнчи Ивано-Казанка ялне пуçарса яракансенчен пĕри пулнă. Эпĕ çав яла темиçе те кайса курнă, мана унта питĕ тараватлăн, ăшшăн йышăнатчĕç. Анне вунтăхăр çултах медсестрасен курсне пĕтерсе фронта тухса кайнă, нумай-нумай салтака, çав шутра манăн аттене те, хăрушă вилĕмрен çăлса хăварнă. «Эпĕ Лиза умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмлă», - тетчĕ атте час-часах вăрçă çинчен аса илсен. Аннен те медаль нумайччĕ. Хăйĕн ĕмĕрне вăл больницăсенче ĕçлесе ирттерчĕ, 86 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Йăмăкăм Людмила Федоровна халĕ те Ĕпхÿре пурăнать. Вăл та ман пекех педагог, 2 хĕр çуратса ÿстерчĕ, вĕсем çемьеллĕ. Асли Лена нумаях пулмасть «Пушкăртстанăн çулталăкри чи лайăх учителĕ» ята тивĕçрĕ, Ĕпхÿре пĕр лицей директорĕнче ĕçлет.

Çемьере эпир 5 ача ÿссе çитĕннĕ, ытти йăмăксемпе шăллăм Шупашкарта пурăнаççĕ. Пурте аслă пĕлÿллĕ.

Атте 84 çула çитсен пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Ку маншăн пурнăçри чи пысăк çухату пулчĕ. Чĕрен пĕр пайĕ пушанмаллипех пушанса юлнине туйрăм, аттене мĕн тери юратнине, маншăн вăл тĕнчери чи хаклă çын пулнине ăнланса илтĕм.

Юлашки вăхăтра хăшĕ-пĕри фронтра тата тылра çирĕп тăрса хамăртан темиçе хут хăватлă пулнă тăшмана çĕнтернĕ çынсен паттăрлăхне пĕчĕклетсе кăтартма тăрăшнине илтме те, курма та питĕ йывăр. Вĕсем, кашни сехетре вилĕмпе куçа-куçăн тăнăскерсем, уйăхĕ-уйăхĕпе çумăрлă, юрлă-пăрлă, 40-45 градус сивĕре окоп-траншейăра шăннă. Киле таврăнса чуна çывăх тăванĕсене курасса, ăшă пÿртре çемçе те таса вырăн çинче выртасса ĕмĕтленме те пултарайман. Атте вăрçă участникĕсене паракан çăмăллăхсемпе те усă курма юратмастчĕ. «Манăн, тăван киле чĕрĕ пуçпа таврăннăскерĕн, юнлă вăрçă хирĕнче выртса юлнă юлташсен ачи-пăчи, мăшăрĕсен куçĕнчен мĕнле пăхмалла?» - тетчĕ.

Атте ман валли пулас мăшăра та ялти чи маттур каччăсенчен хăй суйласа илчĕ. Эпир Кольăпа çирĕп çемье çавăрса 45 çул килĕштерсе пурăнатпăр. Тĕреклĕ кил-çурт çĕклесе 3 ача çуратса ÿстертĕмĕр, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшрăмăр. Ачамсемпе мăнукăмсем час-часах тăван киле килсе хуçалăхра пулăшаççĕ, тутлă кучченеçсемпе савăнтараççĕ. Мĕн кирлĕ тата пире, çитмĕле çывхарса пыракансене? Вăрçăсăр тăнăç пурнăç хуçалантăр çĕршывра. Эпĕ хамăн шăпампа питĕ кăмăллă, мана ытлашши нимĕн те кирлĕ мар: чапа та, лайăха та ăмсанмастăп, мулпа пуянлăха та хапсăнмастăп, çынна çисе калаçма та юратмастăп. Атте çавăн пек вĕрентсе хăварнă...

Галина КИРИЛЛОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.