Камăн кама пулăшмалла?
Улькка Эльменĕн «Упраймарăм сана...» романĕ пирки çуралнă шухăшсем
«Упраймарăм сана...» хайлав – хĕрарăм шăпине кăтартакан роман. Унта тахçанхи истори те, паянхи политика та çук. «Этемĕн виçĕ тĕрлĕ хуйхă тенĕччĕ пĕр ăсчах: пĕрремĕшĕ - çывăх çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни, иккĕмĕшĕ – сыватма çук чирпе асапланни, виççĕмĕш – хăв хыççăн ăру хăварайманни. Ытти йывăрлăхсем, ума сиксе тухнă ыйтусем – вăхăтлăх, вĕсене татса пама, тунă йăнăшсене тÿрлетсе малалла пурăнма вăй-хал тупмалла çеç» /171 ен/. Çак ыйтусем тавра çаврăнать романра ĕç-пуç. Романăн икĕ кĕнеки те чирпе вилĕм тавра çаврăнать, икĕ кĕнекинче те икĕ ача амăшĕ Маша /Мария Савельевна/ пурнăçа тĕрĕс-тĕкел тăсас тесе кĕрешет. Кĕрешет те çĕнтерет.
Хальхи вăхăт, паянхи кунсем. ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнчи пăтранчăк пурнăç. Юрату, уйрăлу, курайманлăх, элек, ĕçсĕрлĕх, эрех, вилĕм, масар... Çырса пани – йăлтах чăваш ялĕн пурнăçĕнчен. Çакнах Людмила Сачкова, Юлия Силэм, Лидия Сарине, Николай Симунов, Сергей Павлов, Василий Петров, Николай Максимов, Геннадий Максимов кĕнекисенче те куратпăр. Паллах, кашнин курăмĕ – расна, хăйсене майлă.
«Упраймарăм сана» тени хайлавра теçетке хут тĕл пулать: Маша ашшĕ вилсен, упăшки вилсен, хуняшшĕ вилсен хурланма пуçлать те, кайран упăшкипе хĕрĕн тăпри çинче тек-текех «хамăра-хамăр вилĕмсĕр тесе алхасатпăр-ши» тесе пăшăрханать. Упăшкине çухатнăшăн Маша тăршшĕпех хăйне айăпа хурать. Тĕрĕссипе унăн мар, лешĕн ăна упрамаллаччĕ. Пур упраканĕсем – хуняшшĕ Павел Григорьевич, çирĕп кăмăллă, тÿрĕ чунлă фронтовик. Вăл ырăпа усала пурнăçра пайтах курнă, çавăнпа тĕрĕс чунлă, таса кăмăллă кинне инкек-синкекрен хÿтĕлесе тăрать. Районти сыватмăш тухтăрĕ Олег Петрович, салтакран аманса таврăннă Сергей, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Николай Иванович Мария Савельевнăна килĕштереççĕ, унăн ăшă кăмăлне, ĕçри хастарлăхне хаклаççĕ. Тăршшĕпех таптаканĕ те сахал мар – тус вырăнĕнче çÿрекен Инна, районти вĕрентÿ департаменчĕн ертÿçи Инесса, упăшкин пиччĕшĕ Витя...
Тăлăха юлнă Мария Савельевна чунĕнче вут çунать пулин те хăйне килте, ял çинче, ÿнер шкулĕнче /вăл унта директор/ çирĕп тытать. Кăткăс унăн шалти, чунри пурнăçĕ. Упăшки йĕркеллĕ çынах пулман - ĕçнĕ, ют хĕрарăмсемпе явăçнă, хĕненĕ. Юлашкинчен юсанма пуçланă пек калаçнă, ĕмĕтленнĕ /ĕçке ернĕ çынсем хăпартланма юратаççĕ/, анчах машинăпа çапăнса вилнĕ. Çав юлашки шанчăк – упăшки юсанса çын пулма пуçлани Маша чĕринче сÿнми туйăм хурса хăварнă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл ăçтиçук пулнă упăшкине манса каяймасть, хăйне кăмăлласа пăхакан, хÿтте илес текен арçынсене сире-сире ярать.
Мария Савельевна художницăн пурнăçĕ ачаранах йывăр. Тăлăх ÿснĕ вăл, тăлăх арăм пулса юлчĕ. Хитрескер /«Нарспи тесе чĕнетчĕç ăна»/, ăслăскер, кăмăллă та пултаруллăскер, çăмăлттай пулсанах хурлăхпа нуша айĕнче асапланмалла мар пек ĕнтĕ. Чăн та, хăй алай тесенех ăна алă çинче çĕклесе çÿрес текен тата чăнах та çĕклеме пултаракан арсем пур. Анчах – чун туртмасть, ăш выртмасть.
Сирсе ярать вăл вĕсене. «Çулсем иртсен пĕлчĕ Сергей хĕрача хăйĕнпе мĕншĕн сиввĕн калаçнине. Унăн амăшĕпе Маша ашшĕ туслă пулнă иккен. Анчах Савелий Сергей амăшне мар, Маша амăшне качча илнĕ».
Аслашшĕсемех – Кĕлмĕç Йăванпа Пуян Кĕркури - хирĕçÿллĕ пурăннă-мĕн. Машăн ашшĕпе амăшĕ ир вилнĕшĕн Сергей амăшне айăплаççĕ. Ун пек кил-йышри каччăпа çÿреме пултараймасть Маша. Акă сире Ромеопа Джульеттăн паянхи чăвашла тĕслĕхĕ!
Ытти арçынсене сирме те хĕрарăмăн сăлтав сахал мар. Кашнин хăйĕн хури-шури.
«Чылай йăнăш турĕ Маша пурнăçра. Пурăнма пĕлмерĕ. Хăйне кÿрентернине шăппăн тÿссе ирттерсе ăшĕнче хăй тĕллĕн, пĕччен асапланса пурăнчĕ. Упăшки хĕнени, сăмахпа кÿрентерни ăна пусарса-путлантарса пырса хăйне хисеплеме пăрахтарчĕ. Чуна пăрлантаракан сивĕ те хаяр сăмахсене çулсерен шăппăн итлесе пурăнни ăна çынсенчен уйăрчĕ. Вăл чун-чĕрине çăрапа питĕрсе илчĕ тейĕн: никама пĕр сăмах каласа пама именсе – килти çÿп-çапа урама кăларма хушман-çке-ха - çĕрлесерен шăппăн йĕчĕ. ... Хăйне ниме юрăхсăр, айван, «çăкăра усăсăр çĕртсе пурăнакан» çын пек туйма пуçларĕ» /259 с./. Çакна хăй тĕллĕнех ăнланса илнĕ Мария Савельевна куçĕ уçăлать. Петĕрпе Кирила, ывăлĕсене, ÿстерсе ăсатнă хыççăн ăраскал ăна ырă та йĕркеллĕ çынпа, ÿнер шкулне хуларан куçса килнĕ ентешĕпе Сергей Васильевичпа, çывăхлатать. Ку юрату та пуçланнă-пуçланман ним мар арканса каятчĕ. Машăна ĕçкейĕ /упăшкин пиччĕшĕ/ Витя ыталанине курсан Сергей Васильевич кÿреннипе эрнелĕхех хулана тухса каять. Çапла нĕрсĕр пулса тухнишĕн пăшăрханнипе Маша чирлесе ÿкет. Çапах та текех айăпли пулма килĕшмест – хăй чунтан килĕштерсе пăрахнă çын патне тĕрĕс сăмаха калама, чăннине ăнлантарса пама каять.
Романра ĕçсем темиçе йĕрпе пулса пыраççĕ. Кÿршĕ-аршă, паллан-пĕлен çемьесем мĕнле пурăнни унта уççăн ÿкерĕннĕ. Машăна çавăрайман яшлăхри Сергейĕн пĕрремĕш арăмĕ Алена /генерал хĕрĕ/ упăшки сусăрлансан урăх арçынпа тухса тарать. Вĕсем самолет ÿкнипе вилеççĕ. Иккĕмĕш арăмĕн хĕсĕр Людăн /Сергее пула хĕр чух хырăм пăрахнăскерĕн/ асапĕ темĕн чухлĕ. Малтанхи арăмĕн Сарра ятлă хĕрĕ /Сергей хăй те пĕлмесĕр пурăннă ачи/ ашшĕ патне таврăнни нушаллă йыша пысăк телей кÿрет.
Район ертÿлĕхĕнче ĕçлекен Соловьевсем – Николай Ивановичпа Инесса Всеволодовна - ÿнер шкулĕнче вĕренесшĕн пулман Димине пула пĕри Мария Савельевна майлă, тепри хăр-хаяр хирĕç пулса тăраççĕ, ĕçре пăтранса пĕтеççĕ.
Олег Петрович тухтăрăн арăмĕ йăлара вĕçерĕнсе каять те çемьене аркатать. Мулшăн хыпăнсах ĕмĕрне пăсса янă Витьăн нĕрсĕрлĕхне тек чăтаймасăр арăмĕ Света ашшĕ-амăшĕ патне таврăнать, вара лешĕ ÿсĕр-пÿсĕрĕпе пушарта кăнса выртать. Кусем йăлтах - хальхи пурнăçран, тахçанхи тамăкран туртса кăларнисем мар.
«Хальхи пурнăçа кĕнекере питĕ тĕрĕс, чуна хĕсмелле, пуçа витмелле тĕрĕс кăтартнă», - терĕç Чăваш наци вулавăшĕнче пулса иртнĕ хăтлавра чăваш учительницисем. Вĕсем ăна Шупашкара пĕлĕве ÿстерме килсен ятарласа вуласа тухнă та хăйсене роман килĕшнине, нумай шухăшлаттарнине тĕплĕн, ÿкерчĕксемпех, ăнлантарса пачĕç. Роман хуçине виççĕмĕш кĕнекине якатмалăх сĕнÿсем те пулчĕç.
Ман шутпа, романа чăваш хĕрарăмĕсем кирек хăшĕ те алăран пăрахмасăр вулама пултараççĕ. Унта шăпа, телей, юрату, пулăшу, тивĕç, кĕвĕçÿ, ăмсану, элек, вилĕм тата ытти нумай-нумай пулăм пирки автор та, сăнарсем те пăшăрханса шухăшлани нумай. Вăл шухăшсем кашни çын пуçĕнчех пур. Тĕслĕхрен, Машăн пĕр шухăшлавĕ: «Этем тени выльăхран ăс тата чĕлхе пуррипе уйрăлса тăрать. Анчах мĕн вăл ăс? Мĕн тума кирлĕ вăл этеме, енчен те эсĕ ыттисене хăв шаюпа çеç виçме-шайлаштарма пултараятăн пулсан? Мĕн тума кирлĕ этеме чĕлхе, енчен те ун чаракне пĕлместĕн, кашни сăмаха шухăшласа калаçмастăн пулсан? Выльăх пек чĕмсĕр, чĕлхесĕр пулас та паян мĕн çисе ĕçесси пирки çеç шухăшлама пуçлас» /60 с./. Е тата: «Çын теме те хăнăхать тетпĕр эпир час-часах. Анчах чĕререн шанса пурăннă çын сана куç хыçĕнче йĕпленине, сан пирки киревсĕр сăмахсем сарнине каçарма е хăнăхма пулать-ши? Куçкĕрет ним çук çĕртен мăшкăлтăк шывĕпе сапнине чĕнмесĕр пăхса тăма та хевте çитмест пек. Мĕн тумалла-ха ун пек чухне?» /91 с./. Мĕнле меслет шырасан та элекçĕ çăварне тутăр витсе хураймăн.
Кĕнекене вуланă чухне тĕрлĕ шухăша ирĕксĕрех тепĕр хут пуç тавра çавăрса илетĕн те, чун майĕпен уçăлса каять. Мĕн вулани пирки вара «тĕрĕс» е «апла мар» тесе калас килсе тăрать.
Роман çăмăллăн вуланать. Унта калаçу /диалог/ нумай. Вĕсем вулава чĕрĕлетсе тăраççĕ. Студент чухне Улькка, университетри «Вутчуль» театрта выляса, Тутарстанпа Пушкăртстан таранах спектакль лартса çÿренĕччĕ. Çав хăнăху ăна пуплевсене çыпăçтарса пыма, вырăнти сăмахсемпе /пĕвĕрлентернĕ, сăрмакланă/ усă курма вĕрентнĕ тесех шутлатăп. Халапсем, ытарлăхсем, çунатлă каларăшсем вырăнлă сиксе тухаççĕ: «каскăн ăйăр валли те çирĕп вĕрен тупăнать», «пĕччен йывăç хăвăрт хăрать», «арçын тĕрекĕ пурри - хĕрарăмшăн çăмăллăх».
Романа хăй те сăвă-поэма çыракан, Улькка пекех маттур çилçунатçă Галина Матвеева /Антонова/ пичете хатĕрленĕ. Вăл та тăрăшса ĕçленĕ, вулакана меллĕ пултăр тесе романăн нумай йĕрлĕ тытăмне, ĕçсен çыхăнăвне, сăнарсен чĕлхине якатнă. Виççĕмĕш кĕнеки хатĕр пулсан авторпа редактор романа çĕнĕрен тÿрлетсе, кĕскетсе-хушса кăларма палăртаççĕ. Роман пĕлтерĕшĕ хăпартăр, сăнарĕсем уçăмлăрах пулччăр тесен тĕременпе /редакторпа/ автор юнашар ларса, критиксене итлесе пăхса тÿрлетсен аванччĕ. Çырулăхпа ларма çук кансĕр ĕçри çынна пĕччене çав тери пысăк тепĕр лава ăсталăх тÿпине хăпартма шутсăр йывăр. Çавăнпа вĕсем вулакансен, литература критикĕсен кашни асăрхаттарăвне çиленсе мар, хапăлласа кĕтеççĕ. Эппин, кĕнекене вуларăр пулсан, хăвăр асăрхаттарусене авторпа редактора пĕлтерме ан ÿркенĕр.
Вăрнар районĕн хĕрĕ Улькка Эльмен - Ольга Геннадьевна Куликова - 5 кĕнеке авторĕ. «Тăван Атăл» журналта кăçал унăн тепĕр хайлавĕ тухрĕ. Халĕ 6-мĕш кĕнеке /«Упраймарăм сана» романăн 3-мĕш кĕнекине/ çырать. Сюжечĕ хатĕр ĕнтĕ. Ĕç-пуç сăнарсене Мускав таранах илсе каять. Кĕнеке ĕртине /сюжетне/ пурнăç хăй хурса панă, мĕншĕн тесен çыравçă ăна аякран сăнаса лармасть – вăл хăй çав хĕрÿ пурнăçра çаврăнать. О.Г.Куликова çыравçă «Вурнардорстрой» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ, пысăк ĕç пирки самант манмасăр шухăшлакан çын. Романне вăл ыйхă татса каçсерен хайлать. Çырни вара ăнăçлă, халăха кирлĕ пулса тухать. Пултарулăхĕ пурах унăн. Ĕçченлĕхне, чăтăмлăхне пултарулăх паттăрлăхĕ тесех хаклатăп.
Виталий СТАНЬЯЛ.