Комментари хушас

7 Çу, 2015

Дима призер тата Саша ĕмĕчĕ

Республикăн «Шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕнче», Шупашкарта, Раççейри Литература çулталăкне халалланă «Симĕс планета - 2015» Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча экологи форумĕн республика тапхăрĕ иртрĕ. Унта республикăри пур муниципалитетран 1164 ытла ĕç килсе çитнĕ. Мăн Этмен шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Шалтайкин та /ертÿçи - Т.В.Горбунова/ форума хутшăнчĕ, «Вăрман пурнăçĕ тата çынсен шăпи» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Дима Л.Н.Тверсков вăрманçăпа калаçса вăл хăйĕн пурнăçне çутçанталăка халаллани çинчен статья çырнă.

Нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çамрăк космонавт отрячĕсен «Пире космос инçечĕсем чĕнеççĕ!» тăххăрмĕш республика слечĕ иртрĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчен çак уява хутшăнма Александра Никифорова, Алена Шуськина тата Анас-тасия Артемьева тивĕçрĕç. Вĕсем унччен Космонавтика кунне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă район тата республика конкурсĕсенче çĕнтернĕ, Ача-пăча пултарулăхĕн çуртĕнче хушма пĕлÿ илеççĕ.

2014-2015 вĕренÿ çулĕнчи республика конкурсĕсене пĕтĕмлетнĕ май Александра Никифоровăна, Алена Шуськинăна тата Анастасия Артемьевăна çамрăк космонавтсен «Çăлтăр» аслă категорине пачĕç.

Саша питĕ пултаруллă хĕрача. Улттăмĕш класра вĕренет пулин те шкулта, районта ирттерекен кашни мероприятие хутшăнма тăрăшать. Пур çĕрте те малтисен ретне лекет вăл. Çак слета кайма та тĕплĕн хатĕрленчĕ. Инкĕшĕ ăна хăй çĕленĕ ятарлă тумпа тивĕçтерчĕ.

Уява Республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев та хутшăнассине пĕлсен тем пекех хĕпĕртерĕ хĕр пĕрчи. Ара, паян ăна питĕ çывăх курать-çке. «Унпа юнашар тăрса сăнÿкерĕнсен чи телейли пулăттăм», - терĕ Саша. Анчах Михаил Васильевич ун умĕн-чен иртсе кайсан хĕрача кулянса ÿкрĕ. «Эх, ĕмĕтĕм пурнăçланаймарĕ», - терĕ сасăпах çакна хăй те асăрхамасăр. Ку сăмахсене илтнĕ Элтепер каялла вăртах çаврăнчĕ те, «Санăн ĕмĕт пур-и.» - терĕ Сашăна. Асăнмалăх сăнÿкерĕнни хĕрачана мĕн тери çунатлантарчĕ.

«Сирĕн ырă шухăшсем, ĕмĕтсем тата нумайрах пулччăр», - терĕ Михаил Васильевич Сашăпа сывпуллашнă май.

Татьяна ГОРБУНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.