Таврăнмарĕç пиччесем вăрçăран...
"Украинăн инçе çĕрĕнчен эп
Кăшт çырасшăн салам кил-йыша –
Темшĕн-çке эп паян чăтаймарăм
Чĕреме çунтармасăр тăма..."
Çак йĕркесене 1941 çулта манăн аслă пичче Мартын Павлович Павлов çырса янă. Ун чухне вăл, 22-ри çамрăк, виççĕмĕш çул Дрогобыя тата Житомир хулисем çывăхĕнчи çар чаçĕнче службăра тăнă.
"Ку сăвва ак çыратăп хирте эп,
Украинăн паха çĕрĕнчен.
Сăввăма эп сире пехиллетĕп,
Шухăш ман яланах сир(ĕ)н çинчен".
Çар хĕсметĕнчен киле таврăнаймасăрах танкист пулса вăрçа кĕнĕ пичче. Çырăвĕсем упранса юлманран асра юлнă йĕркесем халĕ маншăн питех те хаклă: "Икĕ хутчен танк ăшĕнче çунтăм, виççĕмĕшĕпе вăрçа кĕретĕп", - тенĕ вăл.
"Хула çийĕн куçать хура пĕлĕт,
Аякра аслати авăтать.
Пуçăма ыталать çĕнĕ ĕмĕт,
Çамрăк пуç темшĕн-çке усăнать.
Таврара шыв пекех хумханайрĕ
Сывлăш хумĕ енчен те енне.
Чĕреме вĕри юн хупăрларĕ -
Аса илтĕм килти пурнăçа".
Йывăр амансан, 1942 çулта, пичче виçĕ уйăх ытла Чулхулари госпитальте сипленнĕ. Çав вăхăта ăна курма малтан атте, аппа, кайран кĕçĕн пичче Ваня кайса килнĕ. Хальхи пек машинăпа мар, çуран. Ваньăна пичче хăйĕн эшелонĕ çула тухма пуçтарăнса çитеймен пирки кăна юлашки хут курма ĕлкĕрнĕ. Икĕ-виçĕ сехет пĕрле пулнă вĕсем. "Эпĕ халь вăрçă мĕнне лайăх пĕлетĕп, темĕн те чăтрăм, анне кучченеçĕпе - сухарипе - тепĕр хут вăрçа кĕретĕп. Кĕçех сире илсе каяççĕ", - тенĕ пичче.
Лайăх астăватăп, Ваня пичче фронта тухса каяс вăхăтра аслă пиччен вилнĕ хутне илсе килчĕç. Вăл 1942 çулхи август уйăхĕн 8-мĕшĕнче пуç хунă. Ăна Сталинград тăрăхĕнчи Гласкова ялĕнче пытарнă.
"Ах, мĕн-ма ялăмран аякра-ши,
Ах, мĕн-ма кил-йыша кураймас,
Хăçан та пулин кураяп-ши?
Курас çук эп сире нихăçан..."
Кĕçĕн пиччен те вăрçа каймалла... Атте çийĕнчи кĕпине туртса çурчĕ, анне кил картиш варрине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Эпĕ, 8 çула кайнă хĕрача, салтак урапи хыççăн лăпăс-лăпăс чупса пыратăп. Уй хапхинче 18 çул та тултарайман Ваня ял-йышпа сывпуллашнине, хама алăпа çĕклесе ыталанине астăватăп. Унран çыру юлашки хут 1945 çулхи апрель уйăхĕнче илнĕччĕ. Вăрçă чарăнсан пире Иван Павлович Павлов хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтерчĕç. Аттепе анне мĕн çĕре кĕричченех Ваня киле ырă-сывă таврăнасса шанса пурăнчĕç.
Аслă пиччен сăввисене аппасем юрра хыврĕç. Çапла виççĕн юрласа пурăнтăмăр. Аппасем манран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă хыççăн пĕчченех ĕнĕрлесе çÿретĕп. Эпĕ те 80 çула çитрĕм ĕнтĕ. Пиччесем вара маншăн яланхиллех çамрăк та илемлĕ, сăнÿкерчĕксенче куç илми пăхаççĕ. Вĕсем чĕртмелли вучаха çак таранччен эпĕ чĕртсе пурăнатăп, вĕсем уçса-хупас алăка эпĕ уçса хупатăп.
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн, правительствăн ĕçĕсене шанса ырлатăп. Украинăпа Америкăн политикине сивлетĕп. Пире вăрçă кирлĕ мар!
Елизавета БОРИСОВА.
Етĕрне районĕ, Уйкас ялĕ.