Комментари хушас

30 Ака, 2015

Юратнă юрă

Ĕлĕхки юрăсене кăмăллатăп. Ара, эпир вĕсене юрласа ÿснĕ-çке. Халĕ çĕнĕ юрăсене çăмăллăнах тупма пулать, анчах ĕлĕкхисем курăнмаççĕ, вĕсене юрлакансем те сахалрах. «Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм?» юррăн сăмахĕсене пичетлесе кăлараймăр-ши?

Елена Иванова.

Çĕрпÿ районĕ, Çамрăксен поселокĕ.

Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм?
 
1.Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм,
Мĕншĕн лартăм санпа юнашар?
Мĕншĕн-ши çуллахи илемлĕ каçсенче
Ал парса уйрăлтăм эп санран?
 
2.Тĕлĕкре те сана çеç куратăп,
Калаçатăп санпа яланах.
Калаçаттăмăр та уйрăлаттăмăр,
Яланах пĕр-пĕрне ал парса.
 
3. Юрататăп сана юрататăп,
Халь те хатĕр сана юратма.
Анчах эсĕ мана манса кайрăн,
Иртсе кайрĕ пирĕн юрату.
 
4. Иртсе кайрĕ те урăх килмерĕç,
Çуллахи юратуллă каçсем.
Мĕншĕн-ши çав каçсем иртсе кайрĕç?
Çуллахи юратуллă каçсем.

Асăрхаттарни: кашни куплетăн юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.