Шаннă йăвара кайăк пулĕ-ши?
Патăрьел районĕнчи Турханта пурăнакан Эльвира Бузакина пĕчченех пилĕк ача çитĕнтерет, çав шутра виççĕшĕ - çула çитменскерсем. Тăрăшуллăскер малтанах колхозра поварта, çĕвĕçре, уборщицăра ĕçленĕ. Халĕ вара ял халăхне хаçат-журналпа тивĕçтерет. «Хамăн ĕçе питĕ юрататăп, - терĕ вăл кăмăллăн. - Ара, мана чÿречерен пăхса кĕтсе илеççĕ-çке. Эппин, эпĕ кама та пулин кирлех».
Хаçат-журнал çырăнас тĕлĕшпе Турхансем хастар пулнине палăртрĕ вăл. «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене кăмăлласа вулаççĕ, çырăнса илеççĕ вĕсем. Хăш-пĕр киле 7-8 хаçат-журнал килсе тăни шăпах çакна ĕнентерет те. Сăмахран, Иван Кошкин, Григорий Осипов тата Лидия Гусева çулсеренех чылай кăларăм çырăнаççĕ.
«Почтальон ĕç укçипе çемьене тăрантарма пулать-и?» - кăсăклантăм эпĕ. «Пĕччен хĕрарăма çăмăл мар паллах. Ерипен йÿнеçтеркелесе пурăнатпăр», - терĕ вăл сăпайлăн.
Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе асăннă çемье 2010 çулта ял тăрăхне ыйту тăратнă. 2013 çулта Бузакинсем тата çичĕ ачаллă Кудрявцевсем валли патшалăх пулăшăвĕпе вырăнтах çурт тума тытăннă. Подрядчикĕ - Канашри «Энергосервис» пĕрлĕх ?ертÿçи Михаил Николаев%. Чăн та, керменсене паянхи кун туса пĕтернĕ, анчах шалти ĕçсем вĕçленмен-ха. Вырăнти пуçлăхсем ăнлантарнă тăрăх - çĕнĕ урамра çутă çукки ĕçлеме чăрмав кÿрет. Çак урамрах Упамсара пурăнакан нумай ачаллă Александрпа Галина Сымовсене те çурт лартса панă. Унтанпа вара 5-6 çул иртнĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула çемье халĕ те куçаймасть унта. Район хаçачĕ пĕлтернĕ тăрăх - çĕнĕ çуртсем пĕлтĕрех хута кайнă иккен.
Пĕччен хурăна çил авать çав. Арçынсăр хĕрарăма кÿрентерме нимĕн те мар. Ултă çынна тивмелли 108 тăваткал метр лаптăк вырăнне 72 тăваткал метрпа çеç купаланă çурта. Юрать-ха, Эльвира хутне кĕрекен çын тупăннă. Вăл тăрăшнипе иртнĕ çул август уйăхĕнче çурт çумне тепĕр 36 тăваткал метр хăпартнă. Унăн подрядчикĕ - вырăнти строительство бригади ?ертÿçи Сергей Манзуркин%. Патшалăх вара Бузакинсемшĕн 3 млн яхăн тăкакланнă. Кермене курас тĕллевпе вырăна çитме тăрăшрăм. Алăк умĕнче пусма çукран пысăк чул хурса аран кĕтĕмĕр. Çурта пĕр вĕçрен купаламанни палăрать, йĕр кайнă вырăнсем пур. Кĕнĕ çĕртри пÿлĕмĕн маччи - вагонкăран. Хутăнман çуртра хăмасем нÿрленсе сарăлнăран пĕр-пĕрин çине «хăпарса ларнă». Шалти ĕçсем те çителĕклех.
Керменсене хăçан хута ярассипе кăсăкланнă май ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Александр Сымовпа телефонпа калаçрăм. Кăçал шалти ĕçсене вĕçлеме шантарчĕ вăл, çĕнĕ пÿрт ĕçкине чĕнме пулчĕ.
Çын яланах ырă ĕмĕтпе пурăнать. Кил-çурт таврашĕнчи пахчана çимĕç лартма шухăшлаççĕ Бузакинсем. Кудрявцевсем çĕрпе иртнĕ çулах усă курнă.
Çĕнĕ çуртсен уççисене кил хуçисене алла панă. Çавна май Бузакинсем те, Кудрявцевсем те кайса çÿреççĕ унта. Ачисем те çĕнĕ керменсене пурăнма куçасса чăтăмсăр кĕтеççĕ. Паянах хатĕр вĕсем. Анчах шалти ĕçсем вĕçленмесĕр унта пурăнма май çук. Шантарнă сăмах кăçал тÿрре тухсан тем пекехчĕ.