Комментари хушас

29 Ака, 2015

СĂРАНА МУХТАМАЛЛИ ÇУК

Сăра сывлăхшăн усăллă е ăна сиенлĕ витĕм кÿрет? Тухтăрсем кун пирки тĕплĕн ăнлантарса пама пултараççĕ. С. Золотарева терапевт хуравĕсемпе паллаштарар-ха.

1-мĕш халап: сăра - усăллă йăваш алкоголь шĕвекĕ.

Чăннипе: сăра - алкоголь шĕвекĕ. Медиксем таса спирт кунне 40 грамран ытла ĕçме сĕнмеççĕ. Сăра çине куçарсан ку пĕр-икĕ кĕленчепе танлашать. Ăна ĕçни ÿсĕртмесен те темĕн чухлех ĕçме юранине пĕлтермест. Чикĕрен кăшт иртсенех организм арканма пуçлать, чĕрепе пĕвере уйрăмах йывăр лекет.

2-мĕш халап: эрех ĕçиччен сăра лайăхрах.

Чăннипе: çакăн пек шухăшласа хамăра хамăр улталатпăр кăна, мĕншĕн тесен 5-6 кĕленче сăрара этил спирчĕ 1 кĕленче шурă эрехри чухлех. Шел те, чылайăшĕ кунне пĕр кĕленче шурă эрех ĕçекен çын - алкоголик, 2-3 литр сăра ĕçекен алкоголик мар тесе шухăшлать.

3-мĕш халап: сăрара пуç мимине хÿтĕлекен усăллă кремни пур.

Чăннипе: сăрана пула пуç мими шурă эрехринчен те вăйлăрах асап курать. Ку сăрара кадаверин наркăмăш пуррипе те çыхăннă. Сăра алкоголизмĕпе чирлĕ çынсем хăйсене питĕ йывăр туйса больницăна лекни, ăс-тăнĕ хавшани час-часах тĕл пулать.

4-мĕш халап: сăра юн тымарĕсемпе чĕрешĕн усăллă.

Чăннипе: сăра чĕре хăвăлĕсене сарăлма, стенкисене хулăнланма, чĕре мышцин некрозне аталанма витĕм кÿрет. Ку унра кобальт пуррипе çыхăннă, сăрана ăна кăпăклантарма хушаççĕ. Татаçак шĕвекре кăмрăк йÿçекĕн газĕ нумаййине пула вăл организма лексен юн тымарĕсене хăвăрт тултарса лартать. Çавна май венăсем варикозла сарăлма пуçлаççĕ, чĕре пысăкланать. Сăра чĕрин синдромĕ аталанать, чĕре ленчешкеленет, юна япăх уçлать.

5-мĕш халап: сăра апат ирĕлессине, хырăмлăх сĕткенĕ тухассине лайăхлатать.

Чăннипе: хăмлан усăллă тата сиплĕ енсем пур-ха, анчах сăмали канцерогенлă, хулăн пыршăн усал шыççи аталанас хăрушлăха ÿстерет. Сăрари кобальт апат пырĕпе хырăмлăха шыçтарать.

6-мĕш халап: сăра ар хăватне вăйлатать.

Чăннипе: алкоголь çăмартасемпе çăмарталăха япăх витĕм кÿрет. Алкогольпе, çав шутра сăрапа та, иртĕхекенсен вăрлăх каналĕсем çупа тулса лараççĕ, çăмартасенчи çыхă тĕртĕмĕсем ытлашши ÿссе сарăлаççĕ. Унсăр пуçне çак шĕвеке ялан ĕçсен арçын ар гормонне тестостерона туса кăларма чăрмантаракан япала пухăнать, сăн-сăпата улăштаракан хĕрарăм ар гормонĕсем йĕркеленме пуçлаççĕ. Сăраçă-арçынсен кăкăрĕсем пысăкланаççĕ, купарчисем сарăлаççĕ. Сăра кăмăллакан хĕрарăмсен вара сасси хулăнланать, тута тĕлĕнче çăм ÿсет. Пÿреçи парĕсене наркăмăшлă витĕм кÿнипе ар туртăмĕ чакать.

7-мĕш халап: сăра ăш хыпнине лайăх ирттерет, пÿрешĕн усăллă.

Чăннипе: Сăра ĕçнипе организмра шĕвек ытлашши пухăнать, çавна май шăк нумайланать, ăна кăларас ĕç вăйланать. Шăкпа пĕрле организмран усăллă микроэлементсем те, шывра ирĕлекен витаминсем те /уйрăмах кали, магни, С витамин/ тухаççĕ. Кали çитменнипе аритми пуçланать, ÿт типет, ура хырăмĕсем ыратаççĕ, урасем вăйсăрланаççĕ. Магни çитмен чухне çын вĕчĕрхенме, кирлĕ-кирлĕмаршăнах йĕрмĕшме тытăнать, япăх çывăрать. С витамин çитмесен иммунитет чакать, ăс-тăн хавшать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.