Комментари хушас

28 Ака, 2015

Чун илемĕн уявĕ

Балет - ташă техники мар, балет - чун илемĕ.

Анна ПАВЛОВА

 

Апрелĕн 22-26-мĕшĕсенче Шупашкарта XIX балет фестивалĕ чуна тыткăнлакан кĕвĕ-çемĕпе, фестивале хутшăнакансен ытарайми хитре ташшипе тата кашни спектакль хыççăнах Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн лăк тулли залĕ хавхаланса алă çупнипе, пĕтĕм чун-чĕререн «Браво»! тесе кăшкăрнипе кĕрлесе иртсе кайрĕ. Иртсе кайрĕ те - балета юратакансем килес XX фестивале чăтăмсăррăн кĕтме тытăнчĕç. Шупашкар кураканне килес çул мĕнпе тĕлĕнтерĕç-ши чун илемĕ парнелекен ташă ăстисем? Кăçал вара Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче тĕнче тата Раççей классикин ылтăн çÿпçине кĕрсе юлнă ытарайми тĕслĕхĕсем пулчĕç, куракана хавхаланупа чăн-чăн киленÿ парнелерĕç.

Фестиваль премьерăпа - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ çĕнетсе хатĕрленĕ «Баядеркăпа» /Людвиг Минкус/ - уçăлчĕ. Балетри Никипе Солор партийĕсене Мускаври Пысăк театртан килнĕ хăнасем, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Анна Никулинăпа Михаил Лобухин ташларĕç, раджа хĕрĕн Гамзатти сăнарне - пирĕн солистка Анастасия Абрамова. Спектакле çĕнетекенĕ - Борис Бланков /Санкт-Петербург/, художник-постановщикĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ Валентин Федоров, костюмсен ÿнерçи - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галия Юсупова, дирижерĕ - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн илемлĕх ертÿçи тата тĕп режиссерĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ольга Нестерова.

Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче Шупашкар сцени çине Э.Спаев ячĕллĕ Мари Эл патшалăх оперăпа балет театрĕ Петр Чайковскин «Акăш кÿлли» балечĕпе тухрĕ. Ташă уявне çулсеренех чăтăмсăррăн кĕтекенсем ку хутĕнче Людвиг Минкусăн «Дон Кихот» балетĕнче Санкт-Петербургри Мариинка артисчĕсем еплерех ташланине курса киленме пултарчĕç.

Чулхулари А.С.Пушкин ячĕллĕ Патшалăх академи оперăпа балет театрĕ апрелĕн 25-мĕшĕнче кăтартнă «Бахчисарайри фонтан» балета та куракан çав тери хапăлласа йышăнчĕ. Пушкин поэмине тĕпе хурса Николай Волков либретти тăрăх кĕвĕленĕ Борис Асафьевăн балетне Литература çулталăкне халалласа лартнă. Илĕртÿллĕ те кăмăл-туйăма çутă савăнăç парнелекен çак спектакле чăннипех те хăйнеевĕрлĕ туслăх кĕперĕ теме пулать, унăн балетмейстерĕ - СССР халăх артисчĕ Михаил Лавровский, ассистенчĕ - Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки Елена Лемешевская. Чулхула театрĕ Шупашкара хăйĕн оркестрĕпе килсе çитни те /дирижерĕ - Чулхула премийĕн лауреачĕ Ренат Жиганшин/ куракана кĕвĕ-çемĕ илемĕпе туллин киленме май пачĕ.

Фестивале пĕтĕмлетекен Гала-концерта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна çитсе курчĕç, зал тулли халăхпа пĕрле Роман Михалев /Франци/, Сара Ренда /Итали/, Остин Байрон /Англи/, Андрей Меркурьевпа Андрей Евдокимов тата Алексей Рюмин /Мускав/, Владислав Шумаков /Санкт-Петербург/, Сергей Мершин /Пермь/, Чăваш халăх артисчĕсем Татьяна Альпидовскаяпа Айдар Хисамутдинов, Анастасия Аб­рамова, Анна Серегина, Дмитрий Поляков, Юлия Рункина тата ытти балет ăстисем ташланине курса киленчĕç.

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Борис ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.