Комментари хушас

25 Ака, 2015

Юлашки хут тăван чĕлхепе мĕн вуланă?

Светлана МИХАЙЛОВА, 37 çулта:

- Пĕр пытармасăр калатăп: "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата çырăнса илетпĕр, унти статьясемпе тĕплĕн паллашатпăр. Аннепе Галина Петровна Ландышевăпа хуняма Клавдия Ивановна Михайлова çак кăларăма 2-3 хут та вуласа тухаççĕ. Анне уйрăм темиçе тетрадь те пуçланă: пĕрне - Етĕрне район çыннисем çинчен çырнине, теприне - усăллă канашсем, виççĕмĕшне апат-çимĕç рецепчĕсем çыпăçтарса пырать.

Ольга ИВАНОВА, 36 çулта:

- Галина Абрамовăн "Чăваш чĕлхи" кĕнеки тăрăх ачасемпе килти ĕçсене пурнăçлатпăр. Çакă шутланать-и? Яла кайсан район хаçатне уçкаласа пăхатăп. Халĕ хăш-пĕр сăмаха чăвашлатрĕç те - пичет кăларăмĕн чĕлхине ăнланми пултăм. Тĕрĕссипе, хаçат-журнал та, кĕнеке те вуламалла. Ывăл-хĕре те тăван литературăна юратма вĕрентмелле.

Надежда ЕФИМОВА, 37 çулта:

- Эпĕ пĕрмай - ир те, каç та - вулатăп. Çак кунсенче Леонид Агаковăн "Чи хакли" романне илсе килтĕм библиотекăран. Çул çинче те вăхăта сая ямастăп. Шкулта кăшт пушансанах е столовăйра апат çинĕ чухне телефон çине ятарласа çыртарнă ют çĕршыв писателĕсен произведенийĕсене вулатăп. Ирхине ачасем ыйхăран вăранас умĕн те алла кĕнеке тытатăп.

Владислав ПЕТРОВ, 40 çулта:

- Юрий Скворцов писатель килĕшет мана. Нумай пулмасть унăн "Уках хурăнне" вуласа тухрăм. "Сăваплă вучĕпе" те тепĕр хут паллашасшăн. Чăваш писателĕсен хайлавĕсене кунĕпе вулама хатĕр, шел те, вăхăт çитмест.

Эпĕ М.Скворцовăн "Чăвашла-вырăсла словарьне" алăран та ямастăп, вăл мана ĕçре кашни кунах кирлĕ. Н.Петровăн "Чăваш чĕлхин тÿнтер словарьне" ăçтан тупас-ши?

Алина МИХАЙЛОВА, 23 çулта:

- Çулталăк каялла Нелли Петровская çырнă «Çил-тăманлă каç» повеçе вуланăччĕ, маларах Валентина Элпин «Пепке çуралсан» кĕнекине туяннăччĕ. Ун хыççăн тек нимĕн те тытман-тăр, аса та илейместĕп. Вуласах тесен вăхăт тупма пулать, паллах, анчах кăмăл çукки пĕтерет. Ытларах телевизор, компьютер умĕнче ларатпăр çав.

Наталья ЕГОРОВА, 37 çулта:

- Чăвашла кĕнеке хăçан тытнине те ас тумастăп. Анне хаçат çырăнать, яла кайсан уçкаласа пăхатăп, анчах вĕсене те ларса тĕплĕ вуламан.

Марина ТУМАЛАНОВА,

Елена АТАМАНОВА,

Татьяна НАУМОВА

ыйтса пĕлнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.