Комментари хушас

23 Ака, 2015

Сада тимлĕх кирлĕ

Темиçе çул ĕнтĕ улмуççисем шап-шурă çурăлаççĕ, анчах улми тытăнмасть. Çурăлнă хыççăн хурт çисе ярасран тата мĕнле имçампа сирпĕтмелле-ши?

Геннадий НИКОЛАЕВ.

Етĕрне районĕ.

Çак тата ытти ыйтусене хуравлама ученăй-агроном, дендролог, Раççейĕн сад ăстисен союзĕн Чăваш уйрăмĕн наука канашĕн членĕнчен Владимир Алексеевич Богатовран ыйтрăмăр.

Владимир Алексеевич калаçăва хăйне пăшăрхантаракан темăран пуçларĕ,

- Пирĕн тăрăхра авалтанах пахчасенче улмуççи-чие çитĕнтереççĕ. Анчах чылайăшĕ сада пăхасси пирки шухăшласах каймасть те. Улмуççине лартнă - çитĕнет. Улма парасса кĕтетпĕр, çавă çеç тейĕн. Лайăх тухăç илес тесен сада пăхма вĕренмеллех. Акă, кăçал иртсе çÿретĕп те чылай пахчасенче хуçăлнă, çурăлнă йывăçсем курăнаççĕ. Вĕсен хуçисем те çук тейĕн. Пĕлтĕр, 2014 çулта, панулми тулăх пулчĕ. Йывăрлăха тÿсеймесĕр хăшпĕр улмуççи турачĕсем кĕркуннечченех хуçăлчĕç. Кĕркуннепе, хĕллехи улмуççисен улмисене йăлт пуçтаричченех пăрлă çумăрпа сиенленчĕç. Çавна май халĕ тем чухлĕ хуçăк, аманнă йывăç пахчасенче. Вĕсем - тĕрлĕ чир-чĕр сăлтавĕсем. Чир-чĕр сарăласран йывăç вуллисене çуркунне юр ирĕличченех лайăх тасатмалла, шуратмалла. Мăк, лишайник, типсе кайнă хупăсем айĕнче хурт-кăпшанкă çăмартисем хĕл каçаççĕ.

Çутçанталăк ăшăтса пынăçемĕн пирĕн тăрăхра та ăшăрах вырăнсенчи ÿсентăрана çитĕнтерме пуçларĕç. Унпа пĕрлех кăнтăр енчи чирсем те ку тăрăхалла куçни сисĕнет. Африка саранчи те Чĕмпĕр облаçне çитнине палăртаççĕ пĕлекенсем.

Çапла вара хуçăк, аманнă йывăçсем - чире сарма пулăшакан тĕслĕхсем. Пирĕн тăрăхра юлашки вăхăтра «хура рак» чирĕ ытларах курăнни шухăшлаттарать. Çак чирпе сиенленнĕ йывăçсене сиплеме питĕ йывăр, май та çук темелле. «Хура рак» чирĕ сывлăшпа сарăлать. Температура 10-12 градуса çити ăшăтсанах чир спорисем аталанса ĕрчеме, çилпе сарăлма тытăнаççĕ. Суранлă тĕле лексен йывăç хăвăрт пăсăлать. Çавăнпах республикăра çак чир ан сарăлтăр тесе аманнă йывăçсене тимлĕх уйăрма чĕнетĕп пахчаçăсене! Ĕçе кая хăварма юрамасть! Хуçăк туратсене сад пăчкипе тирпейлесе касмалла, 2: пăхăр купоросĕпе каснă вырăнсене йĕпетмелле, типнĕ хыççăн сад варĕпе /урăх çуллă сăрăсемпе те юрать/ сурана сĕрсе хупламалла!

Çавăн пекех улма-çырла йывăççисене апатлантармаллине те ан манăр. Кун валли темĕнле хаклă препаратсем кирлĕ мар. Тĕслĕхрен, азотпа апатлантарма çак меле сĕнетĕп. Пĕр хурана е пичкене икĕ-виçĕ витре ĕне каяшĕ хумалла, çавăн чухлех шыв хушса пăтратмалла. Çак хутăша пĕр эрне лартмалла. Вăл йÿçет. Пулнă шĕвеке ăсса илмелле те тепĕр вунă пай шыв хушса йывăçсене вуллинчен 1-1,5 метр таврашĕпе шăвармалла. Кашни улмуççине 4-5 витре ямалла. Вулли кутнех янин усси сахалрах.

- Çыру авторĕ улмуççин чечекĕ нумай пулсан та çимĕçĕ тытăнмасть тесе пăшăрханать, кун сăлтавĕ мĕнре?

- Сăлтавĕ, ахăртнех, улмуççи чечекне çиекен кăпшанкăра. Ăна вырăсла «яблоневый цветоед» теççĕ. Вăл алхасакан вырăнта панулми тытăнмасть. Унпа тĕрлĕ мелсемпе кĕрешмелле.

1. Йывăç çеçке çурнă вăхăтра çĕр çине пленка сармалла та туратсене лайăх силлесе вĕт нăрăсене, хуртсене тăкмалла, пуçтарса илсе тĕп тумалла. Çеçке çурса пĕтериччен 2-3 хут ĕçе пурнăçламалла.

2. Улмуççине папкисем çурăлас умĕн карбофоспа пĕрĕхмелле. 10 литр шыва 100 грамм карбофос илсе лайăх пăтратмалла, туратсене тĕплĕн пĕрĕхмелле.

Тепĕр хутчен /2-мĕш/ улмуççине çеçке тăкнă хыççăн «Искра» препаратпа пĕрĕхмелле. 10 л шыва пĕр таблетка ярса ирĕлтермелле.

3. Кăткăсем, хурт-кăпшанкă вулă тăрăх хăпарасран вулла çирĕп хутпа чĕркесе шпагатпа хытă çыхмалла. Хута йĕри-тавра «Альт» клей ункăсем туса сĕрмелле.

«Йывăçсене ĕне-выльăх шăкĕпе шăварма юрать-ши.» тесе ыйтни пур. Владимир Алексеевич сад-пахчари тăпрана ытлашши йÿçеклĕхпе, тăварлама кирлех мар, тен, пĕр-икĕ хутчен çу каçиччен шăварни юрать те пулĕ тесе хуравларĕ кун пирки. Шăкра тăвар нумай-çке.

- Халĕ çамрăк улмуççи, груша лартма юрать-и?

- Хальлĕхе /апрелĕн 22-мĕшĕнче/ иртерех пулĕ тетĕп. Çĕр ăшăнса çитмен. Çамрăк хунав тымарĕсене пăсма пултарать. Апрель вĕçĕнчен - тархасшăн. Эпĕ йывăç лартассипе çав вăхăталла ĕçлетĕп.

- Лартмалли хунавсене ăçта туянмалла? Хăшĕ лайăхрах?

- Пысăк çулсем хĕрринче, урамсенче /пасарсенче те пĕлмесĕр/ туянма сĕнместĕп. Унта ытларах 2 метр çÿллĕш вăрăм хунавсем сĕнеççĕ. Анчах çавсем чылайăшĕ пирĕн тăрăхри климат валли мар. Çурçĕр Кавказ енчен илсе килеççĕ те чылайăшĕ хĕлле шăнса пĕтеççĕ. Тĕрĕссипе, хамăр республикăрах сад ĕрчетекенсем нумай. Паллă сад ăстисенчен туянсан пахчари улмуççи ăнса пулĕ. Пахчаçăпа çыхăнмашкăн халĕ кăткăс мар, пурин те телефон пур, çыхăну пирки ан манăр. Ыйтусем пулсан канашлама май килĕ.

- Пахчана мĕнлерех йĕркелемелле?

- Килти хуçалăхра улмуççи енĕпе илсен çапла сĕнĕттĕм. Çуллахи сорт 1 улмуççи, кĕрхи - 1, хĕллехи сортсем - 2-3 улмуççи. Çуллахи, кĕрхи сортсен панулмине упрама çук. Нумай пулсан çĕрсех пĕтеççĕ. Хĕллехи сортсем лайăх выртаççĕ, тепĕр çуллачченех.

Тĕслĕхрен, пĕр улмуççи çинех темиçе сорт сыпса тĕрлĕ панулми тутанма пулать. Анчах çуллахи çумне - çуллахине, кĕрхи çумне - кĕрхине, хĕллехи çумне хĕллехи сортсене сыпмалла. Хĕллехисем шутне «Лобо», «Богатырь», «Северный сенап» т.ыт. те кĕреççĕ.

Темччен калаçма пултарать Владимир Алексеевич сад-пахча пирки. Йывăçсене мĕне кура суйламаллине, ватă йывăçсене мĕнле сыпса çĕнетмеллине, мĕнле лартмаллине... Шел, хаçатра йăлтах çырса кăларма çук. Унăн пахчинче мĕн кăна çук-ши тата. Маньчжури мăйăрĕ, айва, тĕрлĕ иçĕм, груша, чие-слива, жимолость... Вăл çитĕнтернĕ йывăç-тĕм миçе пахчара вырăн тупнă-ши. Ăста хăйĕнпе хутшăнакансене редакци урлă малашне те кирлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшма яланах хапăл. Тĕрлĕ ыйтусемпе шăнкăравсем кĕтетпĕр.

Эльвира ИВАНОВА калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.