Комментари хушас

11 Нарăс, 2014

Олимпиецсем старта тухрĕç

Эрне кун, нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Сочири «Фишт» стадионта XXII Олимп вăййисем уçăлнине халалланă чаплă уява тĕнчери мĕльюн-мĕльюн çынпа пĕрле курса савăнтăмăр. Пирĕн çĕр-шывăн пуян та вăрăм кун-çулĕнчи паллă сăнарĕсемпе пулăмĕсене тепĕр хут аса илтĕмĕр.

Ăмăртусем нарăсăн 6-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Старта чи пĕрремĕш фристайлçăсем /могул/, сноубордçăсем /слоупстайл/ тата фигуристсем тухрĕç. Фристайлçăсен йышĕнче Чăваш Ен спортсменки Елена Муратова та ăмăртрĕ. Пĕрремĕш чупура 18-мĕш вырăн йышăннăскер иккĕмĕшĕнче 11-мĕш кăтартупа палăрчĕ, финала тухма пĕр утăм кăна çитмерĕ ăна. «Çав тери кÿренмелле. Хăвăртлăх пысăк марччĕ, çавăнпа судьясем балсене чакарчĕç пулĕ. Никама та хурламастăп, кашнин хăйĕн шăпи», - пĕлтернĕ журналистсене пирĕн ентеш ăмăрту хыççăн. Унăн юлташĕсем Регина Рахимова, Марика Пертахия, Екатерина Столярова медальсемшĕн тупăшрĕç, анчах вĕсене те ăнмарĕ. Могулистсен тупăшăвĕнче пьедестал çине Канадăри паллă спортсменкăсем, йăмăкĕпе аппăшĕ Жюстинпа Хлоя Дюфур-Лапуантсем тата АПШри Ханна Кирни хăпарчĕç.

Олимпиада уçăлнăранпа 4 кун иртрĕ. Çак тапхăрта спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнине телекуравпа тимлĕн сăнарăмăр. Акă Олимпиадăн пирвайхи паттăрĕсен ячĕсене те пĕлтĕмĕр: Сочири пĕрремĕш «ылтăна» АПШ сноубордçи Сейдж Конценбург тивĕçнĕ. Конькипе чупакансем те пысăк кăтартупа палăрнă: Нидерланди спортсменĕ Свен Крамер 5000 метрлă дистанцие 6 минут та 10,76 çеккунтра вĕçлесе Олимп рекордне çĕнетнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин пухмачне пĕрремĕш медальпе Ольга Граф пуянлатрĕ, 30-ти спортсменка 3000 метрлă дистанцире конькипе чупса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. «Ылтăн» мар пулин те питĕ пысăк çитĕнÿ ку спортсменшăн. Олимп вăййисене пĕрремĕш хут хутшăнакан Ольга Вилухина биатлонçă спринтерсен тупăшăвĕнче «кĕмĕл» çĕнсе илчĕ. Çак ăмăртура Раççей хĕрĕ, халĕ Словакире пурăнакан Анастасия Кузьмина çĕнтерчĕ. Вырсарни кунах Раççейри çуна спорчĕн ăсти, 42 çулти Альберт Демченко пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ.

Командăпа пăр çинче эрешлесе ярăнакансен тупăшăвĕнче пирĕн çĕр-шыв фигурисчĕсем мала тухни никамшăн та кĕтменлĕх пулмарĕ. Юлашки çулсенче кашни Олимпиадăран медальсемпе таврăннăскерсем тăван енре наградăсăр юлнă пулсан кĕтменлĕх пулĕччĕ. Тĕнчипе паллă фигурист Евгений Плющенко, 15-ри Юлия Липницкая, тĕнче чемпионĕсем Максим Траньковпа Татьяна Волосожар, Екатерина Бобровăпа Дмитрий Соловьев, Федор Климовпа Ксения Столбова тата Никита Кацалаповпа Елена Ильиных пăр çинчи илемлĕ ташшисемпе тĕлĕнтерсе Раççей спортсменĕсенчен Сочире пĕрремĕш «ылтăн» çĕнсе илчĕç.

Çапла вара Раççей спортсменĕсен пухмачĕнче пурĕ 5 медаль. Вырсарни кунхи ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе Раççей команди Норвеги /вĕсен 7/, Нидерланд тата АПШ /иккĕшĕн те тăватшар медаль/ хыççăн тăваттăмĕш вырăнта.


Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.