Комментари хушас

11 Нарăс, 2014

Тĕпре - çивĕч ыйтусем

Нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

2014 çулта шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене тăвасси çинчен республикăн вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх - юлашки 3 çулта Чăваш Енре шкул çулне çитменнисем валли 3870 вырăнлăх 23 садик тунă, юсанă тата туяннă, çав шутра 2013 çулта - 2020 вырăнлăх 13 ача сачĕ. Çак ĕçе уйрăм çын бизнесне явăçтарасси лайăхланнă, ку патшалăхăн мар 7 ача садне, уйрăм çыннăн 20 ытла центрĕпе студине йĕркелеме май панă. 6 предпринимателе ятарлă центрсенче шкул çулне çитмен ачасен кăнтăрлахи вăхăтне ирттермелли ушкăнсем йĕркелес енĕпе тăкакланă укçан пайне саплаштарма республика бюджетĕнчен субсиди панă.

Кăçал шкул çулне çитменнисем валли 2521 вырăнлăх 14 вĕренÿ учрежденийĕ хута яма палăртнă. Çавăн пекех 2014 çулта тата 19 садик /3469 вырăнлăх/ тума пуçласшăн. Çак тĕллевпе 960,8 млн тенкĕ хушма укçа кирлĕ.

Ашшĕ-амăшĕ пепкисене шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене янăшăн тÿлекен укçа виçине улăштарас ыйтусене пăхса тухнă. Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсене тата профиль министерствине çак сумма мĕнлерех йĕркеленнине ашшĕ-амăшне тĕплĕнрех ăнлантарса пама хушнă. Кунсăр пуçне Михаил Игнатьев Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тĕрĕслев управленине муниципалитетсен шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем валли апат-çимĕç продукчĕсем сутăн илес тытăмра служба вырăнĕпе саккунсăр усă курнине чарса лартас тĕллевпе тĕрĕслевсем час-часах ирттерме хушнă.

2014 çулхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта «Раççей регионĕсем - пĕр тикĕс аталану» VII экономика форумĕ иртет. Ăна мĕнле хатĕрленни çинчен ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ. Форумра дискуссисем, пленарлă ларусем, Раççейри тата чикĕ леш енчи тавар туса кăларакансен куравĕсене, инвестици проекчĕсемпе территорийĕсен презентацийĕсене ирттерме палăртнă.

Кăçалхи нарăсăн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми - 2014» курав улттăмĕш хут иртет, çак куна еплерех хатĕрленни çинчен ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эдуард Александров пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне Раççейĕн 15 регионĕнчен, çавăн пекех Германирен, Беларуç Республикинчен 74 заявка йышăннă.

Владимир Аврелькин Пĕтĕм Раççейри технологи предпринимательлĕхне аталантармалли тата пулăшмалли программăн иккĕмĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă.

ЧР информаци политикин министрĕ Валентина Андреева Раççей çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Марк Шмулевич пирĕн республикăра пулни, Чăваш Енре IT-отрасле аталантарма паянхи кун тĕлне пур услови те пур тесе палăртни çинчен пĕлтернĕ.

Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ ялсенче «Васкавлă пулăшу» ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Уйрăммăн илсен, районсенче халăхпа ирттернĕ тĕл пулусенче çынсем «Васкавлă пулăшу» чĕннĕ çĕре нормăпа пăхнă вăхăтра çитменни пирки ÿпкелешеççĕ, кашни тĕслĕхпе тĕпчев ирттереççĕ. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех халăх эрех ĕçнипе кĕрешес ыйту çивĕч тăнине аса илтернĕ.


А.ЛЬВОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.