Комментари хушас

22 Ака, 2015

Шурă юр пек таса чун

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн вырăс тата ют çĕршыв искусствисен уйрăмĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Петр Петровăн куравĕ уçăлчĕ. Ăна Петр Варфоломеевич 65 çул тултарнă тĕле тус-юлташĕсем йĕркеленĕ. Шел, ÿнерçĕ виçĕ çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Курава уçнă май ĕçтешĕсем Петр Петров хăйнеевĕр пултаруллă çын пулнине палăртрĕç. Вăл пурнăçа, тавралăха сăнама юратнине каларĕç. Кун-çул илемне, тунсăхне-савăнăçне астуса юлнă май каярах шур хут çине куçарнă. Ял сăн-сăпатне сăнланă ÿкерчĕк те чылай унăн. Ÿнерçĕ выльăх-чĕрлĕхрен уйрăмах лашана кăмăллани палăрать.

Унăн ĕçĕсенче телейпе юнашарах - тунсăх. Çыннăн шалти туйăмне ĕненмелле кăтартма пултарнă вăл. Сăмахран, «Хĕлле» ÿкерчĕке илер-ха. Чăваш хĕрарăмне хĕллехи сивĕ çанталăк та чăрмантармасть. Савăк кăмăл-туйăмне пытараймасть вăл. Ăна ирĕке ярса урам варринчех ташша ярать. Çутçанталăк илемĕ хĕрарăма савăнăç кÿрет.

Петр Петров Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă. Сăмах май, унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Николай Максимов та ÿнерçĕ пулнă. Петр Варфоломеевичăн ачалăхĕ Казахстанра иртнĕ пулсан та аслă шкула Шупашкарта пĕтернĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи ÿнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Хăй ĕçĕпех тĕрлĕ çулта Дагестанра, Тывара вăй хунă. Анчах чунĕпе Чăваш Енех туртăннă курăнать. Кунта Чăваш патшалăх педагогика тата Чăваш патшалăх университечĕсенче тата ытти çĕртре тăрăшнă. Паллах, чун киленĕçне те пăрахман. 12 курав йĕркеленĕ вăл, çав шутрах виççĕшне - ют çĕршывра. «Кĕрхи кун» ĕçĕ вара Парижра кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Унăн чылай ÿкерчĕкне хăй вăхăтĕнче СССР тата РСФСР ÿнерçисен пĕрлĕхĕ туяннă.

Петр Варфоломеевич ытларах çутă тĕссемпе усă курнă. Хĕллехи вăхăта сăнлама юратнă. Тус-юлташĕсем вăл хăй те пĕрремĕш юр пекех таса чун-чĕреллĕ çын пулнине палăртрĕç. Ан тив, ĕçĕсем нумаях мар пулсан та вĕсен «тĕшши» пĕлтерĕшлĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.