Комментари хушас

11 Нарăс, 2014

Шупашкаршăн пĕлтерĕшлĕ кăмакасем

Çак кунсенче Шупашкарта Калинин кĕперĕ çывăхĕнче /Ярославль урамĕнчи 29-мĕш çуртăн хĕвел тухăç енче/, Кайбулка шывĕн сулахай енче, строительство ĕçĕсем пынă вырăнта çĕнĕ археологи палăкне тупса палăртнă.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн археологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - строительство ĕçĕсен вăхăтĕнче 4 метр тарăнăшĕнче кирпĕчрен купаланă темиçе кăмакана асăрханă. Вĕсем япăхсах та кайман иккен. Кăмака тăршшĕ - 4,65 метр, çÿллĕшĕ 1 метра яхăн. Кăмака кирпĕчĕн калăпăшĕ тăрăх çак «сооружение» вун çиччĕмĕш ĕмĕр вĕçĕнче - вун саккăрмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче хута яни паллă. Ку кăмакасемпе мĕн тума усă курнине, паллах, археологсем тĕплĕ шырав ирттернĕ хыççăн татăклăн пĕлтерĕç. Апла пулин те хальлĕхе вĕсене керамика изделийĕсем хатĕрленĕ пысăк кăмакан юлашкийĕсем теме пулать-мĕн. Архиври документсем çирĕплетнĕ тăрăх - Сăкăт, Чебоксарка тата Кайбулка шывĕсен хĕрринче çакнашкал ăсталăх лаççисем /мастерскойсем/ вырнаçнă пулнă.

Çÿлерех асăннă тапхăрта /XVII-XVIII ĕмĕрсенче/ шăпах Шупашкарта кирпĕчрен çурт-йĕр купаласси аталанма тытăннă. Шăп та лăп çав вăхăтра чылай чиркĕве /Введени соборне - 1651 çулта, Никольски соборне - 1690 çулта, Турă амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕ /Владимирски/ - 1720 тата ытти те туса лартнă.


Р.АНАТОЛЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.