Комментари хушас

18 Ака, 2015

Çурхи юр пек ирĕлет... чăваш

Самарпа Тутарстан тăрăхне кашни çулах концертпа тухса çÿренĕрен унти чăвашсем тăван пекех хаклă та çывăх маншăн. Зала кĕмĕл çÿçлĕ асаннесемпе кукамайсем ытларах пырса ларнинчен тахçанах тĕлĕнме пăрахнă. Ялта халь çамрăксем çук, пулсан та концерт кăсăклантармасть вĕсене. Пĕлетĕп, аякри тăвансем пире кĕтеççĕ, тунсăхлаççĕ. Тарават та ырă кăмăллă, тĕлĕнмелле ăшă чунлă унти халăх. Шел те, Самар тăрăхĕнчи чăвашсен йышĕ те чаксах пырать. Аслă ăру чăвашла калаçать-ха, вĕсен ачисем ăнланаççĕ, мăнукĕсемшĕн вара тăван чĕлхе - ют чĕлхе вырăнĕнчех. Çуркунне юр ирĕлнĕ пек чăвашсем те кунран-кун çухалса пыни сисĕнет. Калама çук шел! «Тахçан кунта та чăвашсем пурăннă», - тесе те калĕç акă пĕр вăхăтран. Пенза тăрăхĕнче те çав ÿкерчĕкех. Вĕсемпе пĕрлех чăвашăн мĕн чухлĕ йăли-йĕрки, культури ĕмĕрлĕхех çухалать-çке. Мĕн чухлĕ пуянлăх пĕтет. Нивушлĕ çав Пенза, Самар чăвашĕсене ниепле те сыхласа хăварма çук?

Чăваш юрăçисем пирки виç сăмах каламасан чунăм чăтмасть. Паян вĕсем кĕрхи вăрманти кăмпа пекех йышлă. Ятне-шывне астуса пĕтерме те çук. Вĕсем музыка училищинче пĕлÿ илмен, нота мĕнне пĕлмеççĕ, чĕрĕ сасăпа юрламаççĕ. Чи кирли - пурте сцена çине тухасшăн. Мĕн шыраççĕ унта, ăнланмастăп. Чечняра, Узбекистанпа Азербайджанра, Беларуçпа Молдавире, Китайра фонограммăпа юрлама тахçанах чарнă. Çакăншăн питĕ пысăк штраф кĕтет. Тĕслĕхрен, Китайра 12 пин доллар кăларса хума тивет. Ун хыççăн халăха урăх суяс та килмĕ. Пирĕн патра ку енĕпе хăçан та пулсан йĕрке пулĕ-ши?

Наци телекуравне Турра кĕтнĕ пек кĕтрĕм. Анчах вăл та чăвашлăхпа çырлахтармасть. Вырăсла кăларăм пирĕн ахаль те питĕ нумай, 100 ытла канал йăлăхтарсах çитерет. Тутарсенчен хăçан тĕслĕх илĕпĕр-ши, вĕсен кăларăмĕсен 99 проценчĕ хăйсен чĕлхипе янăрать, рекламăна çеç вырăсла çавăрттараççĕ. Хамăрăн кино, клипсем сахал-и? Чăвашла куçарнă фильмсене, каçарăр та, кам та пулин курать-ши?

Мăнкун эрни пырать. Эпир пĕчĕк чухне çак уяв та илемлĕрехчĕ. Мĕнпур ача-пăча кас вĕçне чуччу ярăнма тухатчĕ. Каç пуличченех çерем çинче темĕн тĕрлĕ вăйă выляттăмăр. Пирĕн ратне пысăк пулнă, пĕр кунра атте-анне 12 киле çитетчĕ. Шел те, халь ялсенче рет çÿреме те пăрахаççĕ. Кĕр сăрисем те пĕтрĕç. Выльăх пуссан тăван-пĕтене какай çиме чĕнетчĕç. Ку йăла та çухалчĕ. Çынсен чунĕсем чурăсланма пуçларĕç-и? Юбилея, туя, вилсен юлашки çула ăсатма çеç каять халăх. Пĕр-пĕрин патне ахаль, курса калаçас тесе çÿреме пăрахрĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.