Музей евĕрлĕ шкул
Красноармейски районĕнчи Карай шкулне çитсен вăл пире тÿрех капăрлăхĕпе тыткăнларĕ. Ăна шалтан та йывăçран каскаласа тунă эрешсемпе илемлетнĕ-çке.
Шкул çамрăк мар ĕнтĕ, пĕр вăхăт вăл ишĕлсе анас хăрушлăхра та пулнă. Паянхи кун çак пĕлÿ çурчĕ çапла ешерсе ларнинче, паллах, директор тÿпи пысăк. Ăна шăпах вăл «çăлса хăварнă» тесен те йăнăш пулмĕ. 1890 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче уçăлнă шкулта халĕ тăхăр класс вĕренет. Ачасем сахалланнине пула вуннăмĕшсемпе вунпĕр-мĕшсем кăçалтанпа урăх шкула çÿреççĕ. Çапах кунта курса тĕлĕнмелли те, тĕслĕх вырăнне хумалли те чылай-ха. Ĕç вĕресе кăна тăрать пулин те шкул директорĕ Римма Изосимовна Малинина пире «экскурси» йĕркелесе пама вăхăт тупрĕ. Акă эрешлесе капăрлатнă музей алăкне уçса шаларах иртрĕмĕр.
Карай тăрăхĕнчи пĕрремĕш ял 16-мĕш ĕмĕрте йĕркеленнĕ. Кунти ялсем ĕлĕкех Упи чиркÿ прихутне кĕнĕ. Карай ят мĕнле пулса кайнине тĕрлĕрен калаççĕ, вăкăр ячĕ текен те пур.
- Кунти шкул малтан çынсем патĕнче уçăлнă, Сурăмхĕрринче пуçланнă. Пирĕн кунта пилĕк Карай ялĕ, Сурăмхĕрри Карай, Кÿлхĕрри Карай, Çĕньял Карай, Çырмапуç Карай тата тĕп Карай. Тĕп Карайра чиркÿ çĕклесен Сурăмхĕрри Карайри шкула кунта прихут шкулĕ пек йĕркеленĕ, - каласа парать Римма Изосимовна.
Çак музея вара шкул 110 çул тултарнă тĕле уçнă иккен. Кунта кам-кам ĕçленине курма пулать. Пĕрремĕш директор - Герасим Степанов. Ун хыççăн çак тивĕçе Илья Яковлевич Яковлев пурнăçлама тытăннă.
Орден илнĕ шкул ĕçченĕсен стенчĕ те пур. Сăмах май, Римма Изосимовна хăй те çак хисепе тивĕçнĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Лĕпсер ялĕнче çуралса ÿснĕскер çавăнти шкултах пĕр çул ĕçленĕ, кайран çемье çавăрсан Карай шкулĕнче кĕçĕн классене тăхăр çул вĕрентнĕ. Ун хыççăн маттур вĕрентекен директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулса вунă çула яхăн тăрăшнă. Халĕ çирĕм икĕ çул ĕнтĕ - директорта.
Мухтанмалăх пур
Çак тăрăхран сахал мар паллă çын тухнă. Николай Карай поэт, чăваш эстрада артисчĕ Владимир Леонтьев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи пĕччен юрлас ăсталăх кафедрин доценчĕ Владимир Егоров, Николай Егоров ÿнерçĕ... Пурне те калаймăн.
- Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче пирĕн Анатолий Владимирович Ильин режиссер пулса ĕçлет. Унпа эпир тачă çыхăну тытатпăр, - хавхаланса калаçать Римма Изосимовна. - Нумаях пулмасть ачасемпе «Марийка» оперетта кайса куртăмăр. Çавăн пекех пирĕн вĕренекенсем Çĕнĕ çул елкине те хутшăнчĕç. Халĕ апрельте шкулĕпех «Нарспи» курма каясшăн-ха.
Паллах, укçа ыйтăвĕ кирек хăçан та çивĕч тăрать. Юрать-ха, Карай шкулне ку тĕлĕшрен пулăшакансем пур. ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Н.Платонов апат енчен те чылай пулăшу кÿнĕ.
Районта пĕртăван Григорьевсен ăмăртăвне ирттересси йăлана кĕнĕ. Валерий, Вениамин, Александр, Андрей тата Вера тăтăшах йĕлтĕр тупăшăвĕсем йĕркелеççĕ. Карай шкулне те манмаççĕ вĕсем, йĕлтĕр-семпе тивĕçтереççĕ. Пултаруллă та маттур ентешĕсемпе мухтанаççĕ Карайсем.
Чун пирки шухăшласчĕ...
«Илемлĕ хайлав - чун апачĕ», - теççĕ. Литература пирĕншĕн чун тухтăрĕ евĕрех-çке. Ку çулталăка Раççейре литературăна, Чăваш Енре Константин Иванов классикăмăра халаллани те ахаль мар. Çак паллă пулăмпа çыхăннă мероприятисем Карай шкулĕнче те анлă иртеççĕ.
Акă ÿкерчĕксен куравне асăрхарăмăр. Ăна та Литература çулталăкне халалланă. Ачасем конкурса питĕ хастар хутшăнаççĕ. Хăйсен ĕçĕсенче пуян сюжет кăтартса параççĕ. Ку тĕлĕшрен шкул вулавăшĕ те аван ĕçлет, Рената Георгиевна Порфирьева тăтăшах тĕрлĕрен акци ирттерет.
Литературăна халалланă конкурссем тата чылай ирттерме палăртнă-ха. Вĕрентекенсен те, ачасен те ахаль ларма вăхăт çук.
Çĕнтерÿ патне туслăн утсан чăрмавсем сирĕлеççĕ
Шкулта пахча ĕçĕ лайăх аталаннă. Çуркунне çитсенех вĕрентекенсемпе ачасем ĕçе пуçăнаççĕ. Çак çулсенче шкул чечек ÿстерессипе, хитре тавралăхпа районта тăтăшах мала тухать. Кăçалхи хĕлле вара юр кĕлеткесен конкурсĕнче те çĕнтернĕ. Конкурс йĕркелÿçисем Карай шкулĕ умĕнче юртан ăсталанă Хĕл Мучие, Юр Пикене, кашкăра, качакана, упана тата ытти тĕлĕнтермĕш кĕлеткене курсан тĕлĕнмесĕр чăтайман. «Кăçал юр та нумаях мар-çке. Ăçтан тупрăр çакăн чухлĕ?» - тесе ыйтнă вĕсем. Кунта вара çак хуравран тĕрĕсреххи мĕн пултăр ĕнтĕ - çĕнтерÿ патне туслăн утсан чăрмавсем сирĕлеççĕ.
Çак шкултах тепĕр кăсăклă вырăн пур - Ĕмĕрлĕх çулăм.
- Ăна эпир çулсеренех Çĕнтерÿ кунĕнче вăрçă паттăрĕсене аса илсе çутатпăр, - ăнлантарать Римма Изосимовна. Кунтах Афганистан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисенче çапăçнă паттăрсен сăнÿкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ стенд та пур.
Пĕтĕмпех çĕнĕлле
Паянхи пурнăç çĕнĕллех ыйтать çав. Кĕçĕн классене те ноутбукпа, принтерпа пуянлатнă халь. Унчченхи пек доска çинче те мар, пĕтĕмпех экран çинче ăнлантарать вĕрентекен.
Иртнĕ çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче кунта шкул çулне çитменнисене валли ача сачĕ уçнă. Унта çирĕм ача çÿрет. Пÿлĕмĕсене хулари пекех ăсталанă-çке, пĕтĕмпех илемлĕ. Ачасем кунта ăшăлăха туяççĕ.
- Çак ĕçе пурнăçлама район бюджетĕнчен 400 пин пачĕç, республикăран вара - икĕ миллион. Олег Иванович Степанова та укçа-тенкĕ енчен пулăшнăшăн пысăк тав. Çавăнпа садике те хăвăртах хута ячĕç. Кайран вăл пире тепĕр пысăк парнепе савăнтарчĕ - кĕпе çумалли машина парса хăварчĕ.
Яковлев та, Иванов та, Çеçпĕл те...
Шкулта «Яковлев хунавĕсем» организаци ĕçлет. Вĕсен хăйсен юрри те пур. Кунта çÿрекенсем тимуровецсем пекрех. Çынна пулăшасси вĕсемшĕн - малти вырăнта. Мĕнле ырă ĕç тунине пĕтĕмпех çырса пыраççĕ.
Вĕренекенсем лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Районта ирттерекен предмет олимпиадисенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ.
- Пирĕн шкул «Зарницăна» хутшăнса Шупашкарта район чысне хÿтĕлерĕ. Халĕ Çĕнĕ Шупашкарта та палăрчĕç. Маттур ачасемпе яланах савăнатпăр. Вĕсене кура кĕçĕнреххисем те тăрăшаççĕ, - тет Римма Изосимовна.
Чăваш чĕлхи кабинетне кĕрсен вара хăвна галерейăри пек туятăн. Кунта кирек кам та тÿрех стена çинче сăнланă Иван Яковлева, Константин Иванова тата Çеçпĕл Мишшине асăрхĕ, шухăш авăрне путĕ. Чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнă çынсем çамрăк ăрăва сăнасах тăраççĕ тейĕн. Çак пысăк ăсталăхлă ÿкерчĕксене Валерий Германович Скворцов художник тата Изосим Антонович Антонов черчени учителĕ тунă.
Шкул столовăйĕнчен тутлă та техĕмлĕ апат шăрши тухать. Кунта ĕçлекенсем чунри ырă туйăмĕсене хăйсем хатĕрлекен апатра кăтартса парасшăн тейĕн. Ачасене кунне икĕ хутчен çитереççĕ. Ирхине - вĕри пăтă, запеканка, чей. Кăнтăрла вара - яшка, пăтă тата салат. Садике çÿрекенсене кунне виççĕ çитереççĕ. Ирина Николаевна Прохорова поварпа унăн пулăшуçи Ольга Витальевна Иванова апатне питĕ тутлă пĕçереççĕ. «Витязь» магазин хуçи В.Н.Платонов кирлĕ таварпа яланах тивĕçтерет.
Шкул совечĕ лайăх ĕçлет. Унăн ертÿçи - Лариса Николаевна Куприянова. Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытасси йăлана кĕнĕ. Чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтăва пĕрле сÿтсе яваççĕ, пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ.
Халĕ шкул тăрăшсах юбилея хатĕрленет, çитес çул вăл 125-ре пулĕ-çке!