Ăста аллинче пин ĕç вĕрет

Елена Барская-Блинова Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпара йышлă çемьере çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех хĕр ача çырас ăсталăхпа палăрнă. Пĕрремĕш сăввине Шупашкар çинчен хайланă вăл. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕр ятарлă пĕлÿ илнĕ, Елчĕкре çăкăр пĕçернĕ çĕрте ĕçленĕ. Каярахпа зоотехник дипломне алла илсе “Прогресс” хуçалăхра вăй хунă.

Хастар хĕрарăма шăпа ЧР Шалти ĕçсен министерствине илсе çитернĕ. Ку тытăмра нумай çул тăрăшнă вăл. Ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн медальсене, тав хучĕсене тивĕçнĕ. Пушă вăхăтра Елена Барская спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă, илемлĕ пултарулăх ушкăнне хутшăнса куракана юрăсемпе савăнтарнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларайман вăл, Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн ветерансен канашĕн ертÿçин çумĕнче ĕçлеме пуçланă. Ветерансене хăй те “Çулăм” ушкăнра юрласа савăнтарать.

Юлашки вăхăтра Елена Барская сăвă çырас ăсталăхне аталантарсах пырать. Вĕсене Елена Хĕвелпи хушма ятпа кун çути кăтартать. Хастар автор ЧР Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи хĕрарăмсен “Чăвашлăх управĕ” пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ. Пултарулăхне хакласа ăна Эмине ячĕллĕ премипе чысланă. Ветерансен юхăмне хастар хутшăннăшăн ЧР Шалти ĕçсен министерстви Елена Барскаяна “Хĕрарăм ветеран” ят парса хавхалантарнă. Общество ĕçне кăмăллаканскер инвалидсене пулăшма та майсем шырать. Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлет, çыхать, атлас хăюсенчен картинăсем янтăлать. Ăста аллинче пин ĕç вĕрет теççĕ вĕт... Паян вулакана Елена Хĕвелпин сăввисемпе паллашма сĕнетпĕр.

Комментари

Пите интереслĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.