Туянакана шырамах тивет

15 Юпа, 2019

Çак кĕркунне çĕр улмин сутлăх хакĕ ÿкнĕрен темиçе ертÿçĕ те кăмăлсăрланса: «Ăна чикĕ леш енчен нумай турттарса Раççей рынокне тултарнă пирки хамăр туса илнине йÿнĕлле сутма тивет», — терĕ. Çак сăмахсем чăнлăхпа килĕшсе тăраççĕ-и?
Ют патшалăхсенчен 2001 çулта — 110 пин ытла, 2002 тата 2004 çç. — 200-шер пин, 2003 ç. — 550 пине яхăн, 2005 тата 2006 çç. — 370 тата 390 пин, 2008 тата 2010 çç. — 550-690-шар пин тонна туяннă /Агробизнесăн Эксперт-аналитика центрĕ пĕлтернинчен/.
2010 çулта чылай регионта çĕр улми çитĕнеймен е начар пулнă пирки 2011 çулта ютран 1,48 млн тонна йышăннă. 2012, 2013 тата 2016 çç. — 460-490-шар пин, 2014 çулта 840 пин тонна илсе килнĕ.
Импорт 2015 ç. — 745 пин, 2017 ç. — 830 пин, 2018 çулта 755 пин тонна. Нумай-и е сахал-и? Çĕршыври мĕн пур йышши хуçалăхсенче 2015 ç. — 33,6 млн, 2016 ç. — 31,1 млн, иртнĕ çул 22,4 млн тонна пухса кĕртнинчен шутласан Раççейре туса илнĕ пĕтĕм «иккĕмĕш çăкăрăн» 2,2-3,3% чухлĕ çеç туяннă чикĕ леш енчен. Нумай мар, çĕр улмин сутлăх хакне пысăк витĕм кÿреймен, çуркунне «иккĕмĕш çăкăр» çитмен регионсене тата çулла хуласене ир пулакан çĕр улмипе тивĕçтернĕ.
2019 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче çĕр улмине тураса шăнтнă е чĕррине 290 пин тонна — иртнĕ çулхи асăннă тапхăртинчен 52,9% сахалрах — илсе килнĕ. Çавăнпа çитес тухăçчен пĕлтĕрхинчен сахалрах турттарас пек туйăнать. Чылай регионта кăçал иртнĕ çулхинчен нумайрах пухса кĕртнĕ.
Ертÿçĕсем Беларуçран турттарнăшăн та сивлесе калаçаççĕ. Кăçалхи çур çулта унтан 77,6 пин тонна — 2018 çулхи çав хушăринчен икĕ хута яхăн сахалрах — илсе килнĕ /«Беларусские новости»/. Тата хăш регионсем чикĕ леш енчен турттараççĕ?
Краснодар крайĕ 2015 ç. — 208,7 пин, 2016 ç. — 96,4 пин, 2017 ç. — 197,4 пин, Мускав тата унăн облаçĕ çав çулсенче — 105,5-125,9 пин, Санкт-Петербургпа унăн облаçĕ 69,7-80,6 пин тонна. Импорт Тинĕсçум тата Байкал леш ен крайĕсене, Дагестана, Волгоградпа Чулхула облаçĕсене те килнĕ. Ахăртнех, хĕл каçиччен Чулхула та текех йышăнмĕ, мĕншĕн тесен 800 пин тонна çĕр улми пухса кĕртесси çинчен пĕлтерчĕ.
Чăваш Ен аграрийĕсен сăмахĕ тивнĕ импортерсен ретĕнче пĕрремĕш — Египет. 2016 çулта çĕршыва пĕтĕмпе илсе килнинчен 50% — унăн тÿпи, 16% — Китайран, 14% — Азербайджанран, 12% — Беларуçран, 5% — Израильтен, 2% — Пакистанран, 1% — ытти çĕршывран.
2018 çулта Египетран — 351,5 пин, Беларуçран — 259,2 пин тонна, Азербайджанран, Китайран, ытти патшалăхран туяннă.
Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче Египетран, Беларуçран ытларах, çÿлте асăннă патшалăхсенчен сахалрах.
«Иккĕмĕш çăкăра» Раççейрен экспорта 2015 ç. — 162 пин, 2016 çулта — 215 пин, 2018 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 133 пин тонна — виçĕм çулхинчен 28% сахалрах — янă. Ăна ытларах Украина /89,4%/ туяннă. Раççей Ял хуçалăх министерстви, регионсен аграри ведомствисем ертсе пынипе чикĕ леш енне çĕр улмипе пахча çимĕçе иртнĕ çулхинчен ытларах сутма май пур теççĕ экспертсем. Министерство çак тĕллеве пурнăçлама программа туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн чылай регион пĕрремĕш утăмсем тунине çирĕплетекен ырă тĕслĕхсем пур. 2014-2018 çулсенче Раççейре çĕр улмине шуратса, пакета тултарса шăнтассине 4,7 пин тоннăран 42,4 пин тоннăна çитерсе производствăна 9 хут ÿстернĕ. Ÿсĕме пĕлтĕр «Лэм Уэстон Белая Дача» общество «Липецк» экономика зонинче шăнтнă çĕр улми /фри/ хатĕрлеме тытăннипе те ăнлантармалла. Унăн акционерĕсен шутне пĕтĕм тĕнчери Lamb Weston Maijer агрохолдинг та кĕрет. Иртнĕ çул вăл Раççей рынокне хăвăрт хатĕрлекен çав продукцие 39,5 пин тонна кăларнă.
Çапах та çĕршывра «иккĕмĕш çăкăра» тата унран хатĕрленĕ продукцие экспорта ярассипе çителĕксĕр ĕçленине палăртмаллах. Çуллен 30 регион хăйне кирлинчен ытларах çĕр улми пухса кĕртет. Сăмахран, Брянск облаçĕ 2013-2017 çулсенче 700-шер пин тонна туса илнĕ. Унта пурăнакансене çиме çулталăкра 60 пин тоннăран ытла кирлĕ мар иккен. Çавăнпа облаç çĕр улми рынокне чикĕ леш енче шырама тытăннă. Вăл çуллен юта 600 пин тонна ытла сутма пултарассине пĕлтернĕ. Кăçал чикĕ леш енне нумай пин тонна сутнă /РФ Çĕр улми союзĕ пĕлтернинчен/. Калининград облаçĕ те Сербие чылай ярать.
Тула, Чулхула, Липецк, Тверь, Тамбов, Новгород, Рязань облаçĕсем, Чăваш тата Удмурт республикисем, ытти хăш-пĕр регион хăйсене кирлинчен чылай нумайрах çĕр улми туса илеççĕ. Паллах, производство калăпăшне ÿстернĕ регионсене сутаймăпăр, туянакансене 53 реципиент /«иккĕмĕш çăкăра» йышăнакан/ регион ретĕнче шырама тивет. Унта пĕрремĕш — Мускав хули, ăна çулталăкра 600 пин тонна ытла кирлĕ. Санкт-Петербург — иккĕмĕш, вăл çуллен 250-300 пин тонна хатĕрлет. Ăна Ленинград тата Новгород облаçĕсем маларах тивĕçтерме тăрăшаççĕ пулин те Чăваш Ен иртнĕ çулсенчи пекех унта вун-вун тонна вырнаçтарма пултарать.
Краснодар крайĕ те реципиент регионсен шутĕнчине пĕлсен тĕлĕнтĕм. Вăл çулталăкра 266-280 пин тонна çĕр улми янтăлать, 78-80 пин тонна хăй туса илет, ыттине тулашран илсе килет. Çавăнпа Египетран, Азербайджанран, ытти çĕршывран импорта унта çитериччен Чăваш Енрен маларах ăсатасси çинчен шухăшламалла. Край ытларах çĕртме-утă уйăхĕсенче пулаканнипе ĕçлет.
Раççей Хĕвел анăç Европăра çĕр улми рынокне тупма пултарать-и? Унта пысăк тухăç илме тахçанах вĕренсе çитнĕ. Паха вăрлăх çеç лартаççĕ, вун-вун тĕсне шухăшласа кăларса производствăна кĕртнĕ. Çавăнпа унта сутма йывăр. MARS компани эксперчĕсем малтанлăха шутласа палăртнă тăрăх — Европăра çĕр улмин вăтам тухăçĕ кашни гектартан кăçал 350 центнер. Пирвайхи пĕтĕмлетÿ çакна кăтартать: юпан 12-мĕшĕ тĕлне Раççейре вăл — 252, Чăваш Енре — 267, Францире — 436, Голландире — 443, Аслă Британире 416 центнерпа танлашнă.
Чăваш Ен совет тапхăрĕнче «иккĕмĕш çăкăра» Совет Союзĕнчи республикăсене, çав шутра РСФСРа, пайтах сутнă. Çакна АПК ветеранĕсем лайăх астăваççĕ, паянхи ертÿçĕсене ырă сĕнÿсем пама яланах хатĕр. Кунта ваттисен сăмахне аса илни вырăнлă: шыракан тупнă тет, шаккакана уçнă тет. Продукцие вырнаçтарассишĕн туянакана çине тăрсах шырама тивет.
Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари

ПИТЕ ЛАЙАХ СТАТЬЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.