Пурте йĕлтĕр йĕрĕ çине

Нарăсăн 9-мĕшĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту иртет. ЧР Физкультурăпа спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, республикăри тĕп лапам вырăнне Шупашкарти аэропорт çывăхĕнчи пушă хире суйланă.

Ăмăртăва кирек кам хутшăнма пултарать. Заявкăсене «Энергия» спорт шкулĕнче йышăнаççĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансене ăмăрту вырăнĕнче 10 сехетре регистрацилеме пуçлаççĕ. Старт 12 сехетре. Хулари организацисем, предприятисемпе учрежденисем район администрацийĕсен физкультурăпа спорт уйрăмĕсенче регистрациленме пултараççĕ.

Кăçал 2001 çулта тата каярах çуралнă каччăсемпе хĕрсен 3 тата 5 километрлă дистанцисенче ăмăртĕç. 2000 çулта тата унччен çуралнă хĕрарăмсемпе арçынсем 10 километра парăнтарма тивĕ. 2019 метрлă дистанци те пулĕ. Финиша малтан çитнисене парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарĕç.

 

Ольга КАЛИТОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

1 Comment

Комментари хушас