Астăвăм: тÿпе те макăрчĕ

23 Юпа, 2018

Чăваш халăхĕн аслă ывăлне Иван Яковлева çухатнăранпа паян шăпах 88 çул çитрĕ.

Иван Яковлев йĕркеленĕ шкулăн, алфавитăн, букварĕн пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк. Ун вăйĕпе Атăлпа Урал хушшинче уçнă вун-вун, çĕр-çĕр шкулта, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухнă çĕр-çĕр, пин-пин ача чăваш, тутар, ирçе-мăкшă, пушкăрт ывăл-хĕрне хутла вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине шанчăклăн тăма пулăшнă.

Пурнăçне çак ĕçе панă çыннăмăр канлĕхне те кунтах тупма ĕмĕтленнĕ. Шел те, хăй ăс панă ачасемех каярахпа Яковлев тунă ĕçсене сивлени пулнă. Унăн ватлăхри ăраскалĕ хурлăхлă килсе тухнă, Çутта кăларуçăн Чĕмпĕрпе яланлăхах сыв пуллашма, çĕршыв тĕп хулине тухса кайма тивнĕ. Çапла пирĕн чаплă çыннăмăр 1930 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускав хулинче куçне хупнă, ăна унти Ваганьково масарне пытарнă.

Çул хыççăн çул иртнĕ. Тĕрлĕ самана пулнă. Акă тинех Иван Яковлев пирки уççăн, никамран хăрамасăр калаçма пултаратпăр. Çуралнă кунне паллă тума кăна мар, çут тĕнчерен кайнине те асăнма мехел çитеретпĕр. Паян та çапла пулчĕ.

Иван Яковлевăн тĕп хулари Наци библиотеки умĕнче вырнаçнă палăкĕ умĕнче Асăну кунĕ иртрĕ. Мероприятие чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пычĕ. Çак сăмахсемпе уçрĕ ăна: «Енчен те чăваш ывăл-хĕрĕ Иван Яковлев, Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай палăкĕсем патне вĕсен çуралнă тата çут тĕнчерен уйрăлнă кунĕсенче чечек çыххисем пырса хурсан, çав халăх — вилĕмсĕр».

Апла пирĕнте пархатар пур-ха. ЧР культура министрĕн Константин Яковлевăн сăмахĕсем те çак шухăша çирĕплетрĕç: «Иван Яковлев чăвашсен куçне уçрĕ, малашлăха шанчăклăн утма çул уçса пачĕ, — терĕ. — Унăн ячĕ, сăнарĕ яланах асăмăрсенче упранĕç. Аслă Улăп çуралнăранпа 170 çул çитнине анлăн уявларăмăр. Раштав уйăхĕнче ун çулталăкне çÿллĕ шайра пĕтĕмлетĕпĕр. Ун халалĕпе пурнăçăмăра йĕркелесе пурăнатпăр».

Сĕнтĕрвăрри епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ Игнатий те хутшăнчĕ Асăну кунне. Вăл хăйĕн сăмахне тĕп хулари чи аслă чиркÿре Çутта кăларуçăна асăнса панихида ирттернине палăртрĕ. «Иван Яковлев Турă çырăвне чăвашла куçарнă, Христос вĕрентĕвне тăван чĕлхепе туса пынă. Вăл Турра ĕненнĕ çын пулнăран уншăн кĕлĕ вулани кирлĕ, çавăнпа панихида йĕркелерĕмĕр те», — терĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Яковлева асра тытса ЧНК тунă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов: «Яковлев пире чăвашлăха сыхласа хăварма хистет, — терĕ. — Унăн ячĕпе хисепленекен вузăн урăхла пулма юрамасть».

Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев вырăнта ирттерекен ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ. Асăну митингĕ Чĕмпĕрте те иртнĕ.

ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов ку енĕпе хăй ертсе пыракан пĕрлĕхĕн ĕçĕсене аса илчĕ. «Пушкăртстанра е Елчĕкре, Куславккари Куснарта е ытти хутлăхра иртнĕ мероприятисем — вĕсем Яковлев ячĕпе çыхăннă, вăл йĕркеленĕ алфавита, букваре, уçнă шкулсене пула чăваш çутта тухнă. Акă çак кунсенче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне çул тытăпăр, унта та чăваш çырулăхĕ, паянхи илемлĕ литература пирки сăмах пуçарăпăр. Çакăншăн, паллах, Иван Яковлева пуç тайăпăр», — терĕ союз ертÿçи.

Палăк умĕнче тăнă вăхăтра çумăр та шăпăртатса илчĕ. Çут çанталăк та пирĕнпе пĕрле хурланчĕ пулĕ.

ФОТОРЕПОРТАЖ...

www.hypar.ru

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари

Çутта кăларуçă Иван Яковлев хăйĕн тăван ачисемпе, мăнукĕсемпе килте мĕнле чĕлхепе калаçнă?

Комментари хушас