Акăлчан арĕ чăваш сăри вĕретнĕ

15 Пуш, 2018

Шупашкара НТВ телеканалăн ÿкерÿ ушкăнĕ çитнĕ. Пушăн 11-14-мĕшĕсенче «Поедем, поедим!» кăларăма ертсе пыракан Джон Уорренпа операторсем чăвашсен культурипе, вырăнти кухньăпа паллашнă, тĕп хула илемĕпе киленнĕ.

Ÿкерÿ ушкăнĕ çул çÿревне Атăл хĕрринче уçăлса çÿренинчен пуçланă. Кăларăма ертсе пыракан паллă акăлчан бизнесменĕ унта хĕллехи велосипедпа, снегоходпа, «АквАйСпорт» федерацин членĕсемпе пĕрле «бананпа» ярăннă. Джон Уоррен киличчен Атăл хĕрринче пăртан хăйне евĕр каруççель ăсталанă. Ÿкерÿ ушкăнĕ унта икерчĕпе, хаçатпа чĕркесе пĕçернĕ çупахпа сăйланнă. Телеертÿçĕ унашкал рецептпа апат пĕçерсе курманнине, пăр каруççельпе ярăнманнине пĕлтернĕ. Кайран вăл тĕп хулари пĕр кафере кулинарсен тупăшăвне эксперт пулса хутшăннă, чăвашсен наци апатне — хуплăва — тутанса пăхнă. Шупашкар районĕнчи «Ясна» этнокомплексра Джон Уоррен шÿрпепе сăйланнă, сăра вĕретнĕ, чăваш йăли-йĕркипе мунча кĕнĕ. Юлашки кун ÿкерÿ ушкăнĕ тĕп хулари 203-мĕш садике çитнĕ. Ăна унта ĕçлекен коллективпа 28 йĕкĕреш кĕтсе илнĕ. Акăлчан арĕ питĕ тĕлĕннĕ: ара, Шупашкарти пĕр садикре те ун чухлĕ йĕкĕрешпе виçĕреш çук! Вăл ачасемпе вылянă хыççăн капкейк пĕçерме сĕннĕ, ăсталăх класĕ ирттернĕ. Пирожнăйсене пурте пĕрле илемлетнĕ, Джон вĕсене амăшĕсем валли килне илсе кайма сĕннĕ.

Комментари

Это какой национальности девушка рядом с аколчаном?

Славик, хĕрĕ чăваш пулни тÿрех паллă, лайăхрах сăнаса пăх. Чăвашсен куçĕ хĕсĕкрех, пит çăмартин шăмми лайăх палăрать. Истори вуланă пулсан тÿрех уйăрса илеттĕн

Чавашсем аколчан пеккисем те пур. Чаваш сонёнче пётём планета.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.