"Тăван кĕтесрен лайăххи çук"

20 Чÿк, 2014

Тăван çĕр яланах хăйĕн патнелле туртать, илĕртет, пурăнма тата ĕçлеме вăй-хăват хушать. Çакна Елчĕк районĕнчи Каркаларти Андрей Севриков фермер аван пĕлет. "Тăван кĕтесрен лайăххи çук", - тет вăл.

Андрей Владимирович монолитпа ĕçлекенсен ушкăнĕн бригадирĕ пулнă май 18 çул Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тар юхтарнă, ăста строительсен йышне кĕнĕскер чăнласах та тĕнче курнă. Инçетри хуласенчен тăван яла таврăнмассерен унăн чунне пĕр ÿкерчĕк - вырăнти колхоз саланнă хыççăн вăл усă курнă çĕр лаптăкĕ усăсăр выртни - ыраттарнă. Ашшĕ-амăшĕпе тата мăшăрĕпе канашланă хыççăн арçын фермер ĕçне кÿлĕнме тĕв тунă, официаллă документа 2013 çулхи январь уйăхĕнче илнĕ. Куллен тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах ăнтăлнă.

Севриковăн хресчен-фермер хуçалăхне çитсен вĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине курса тĕлĕнтĕм. Тĕрлĕ выльăх ĕрчетеççĕ вĕсем. Андрей Владимирович Астраханьтен курдюк ăратри 10 сурăх илсе килнĕ. Хÿресĕрскерсем пирĕн ялсенчипе танлаштарсан чылай пысăкрах, çăмĕ те пахалăхлă-мĕн. Ашĕ тутлăран халăх хапăлласах туянать. Такисене вара фермерсем илсе каяççĕ. Ăратлă сурăхсем 2 е 3 путек тунăран вĕсен йышĕ 60-тан та иртнĕ. Хальхи вăхăтра 14 ĕне тытаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăха халăхран туяннă, вĕсен пăрăвĕсене вăхăт çитсен сăваканнисен йышне кĕртме ĕмĕтленеççĕ. Фермер ĕне шутне 50-ран ирттерме палăртать. Сысна та усраççĕ, пĕтĕмпе 35 пуç. Выльăх валли хăйсен вăйĕпе темиçе вите хăпартнă. Апат панă тата тислĕк илсе тухнă çĕрте лашапа усă кураççĕ. "Капла перекетлĕрех", - ăнлантарчĕ выльăх-чĕрлĕхе юратакан А.Севриков. Хальлĕхе - 6 лаша тата тихасем. Урхамахсем тăракан витен иккĕмĕш хутĕнче утă хумалли вырăн тăвасшăн. Çавăн пекех хур, кăвакал йышлă усраççĕ, ашне çынсем савăнсах туянаççĕ.

ХФХ ертÿçи, вăхăтĕнче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче хурт-хăмăр ăстине вĕреннĕскер, вĕлле те тытать. "Пермь крайĕнче ĕçленĕ тапхăрта унтан хурт-хăмăрăн 18 çемйине илсе килтĕм. Халĕ вĕсен шучĕ 40-е çитет. Вĕсене пăхма Николай Краснов хурт-хăмăр ăсти нумай пулăшать. Пирĕн пыл таса, мĕншĕн тесен кунта пĕр енче - вăрман, тепĕр енче - хир", - лару-тăрупа паллаштарчĕ тăрăшуллăскер. Çавăн пекех вăл ял çумĕнчи юхан шыва пĕвеленĕ, кăçал унта юсав ирттернĕ хыççăн 14 фляга пулă - 6 тĕрлине - янă. Хăнтăрсем те пурăнаççĕ унта. Çапла вара 1 км тăршшĕ пĕвере çуллахи вăхăтра шыва кĕрсе савăнма та, пулă тытма та май пур. Вăл çавăн пекех - пушар таврашĕ тухас тăк /ун пекки ан пултăр паллах/ шыв илмелли вырăн та.

А.Севриков 1200 га çĕр çинче пĕрчĕллĕ культурăсем туса илет. Кĕркунне 550 га ыраш акса хăварнă. Кăçал тĕш тырă тухăçĕ лайăх пулнă - 1 гектартан 34,4 центнер. 400 тонна ытла урпа пухса кĕртнĕ. Халăха çĕр пайĕсемшĕн 2-шер центнер тырă панă. Андрей Владимирович - хăех строитель те, агроном та, механизатор та, комбайнер та... Кăçал вăл "Вектор" комбайнпа 18700 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, районти ăмăртура "2014 çулхи вырма чемпионĕ" ята тивĕçнĕ. Техника ĕçе хăвăртлатма пулăшнине шута илсе комбайн, темиçе трактор, самосвал, бензовоз т.ыт.те туяннă. Парка çитес çул татах пуянлатасшăн.

Фермера мăшăрĕ Рая, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен ывăлĕ Виктор, ашшĕпе амăшĕ нумай пулăшаççĕ. ХФХра çавăн пекех бухгалтер, доярка, хурт-хăмăр ăсти, 2 тракторист ĕçлеççĕ. Çуркунне тепĕр икĕ механизатора илесшĕн. Ĕç укçине вăхăтра пама тăрăшать. Хăйсем патĕнче вăй хуракансене апат кунне пĕр хут /çулла - икĕ хут/ çитернисĕр пуçне ака пăтти йышши уявсем йĕркелесе савăнтарать фермер. Малашлăх планĕсем пысăк та çутă унăн. Вĕсем пурте хăйĕн ĕçне анлăлатассипе çыхăннă. Тăван тăрăхра ял хуçалăхне аталантарма ăнтăлаканскере ăнăçу сунмалли çеç юлать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари

На обманах ферму строишь моноличикам денег не выдаешь как последний человек нормальные люди так не поступают все на твоей совестьи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.