Çирĕп тупа

17 Кăрлач, 2018

1967 çулхи кăрлач уйăхĕнче Шупашкарти 1-мĕш шкулта аслă пионервожатăйра ĕçлеттĕм. Пирĕн дружина Зоя Космодемьянская ячĕпе хисепленетчĕ.

Пĕррехинче Мускава каякан студентсемпе пĕрле çула тухрăм. Унта çитсен «Будем как Зоя» кĕнеке туянтăм. Унта Клава Милорадова — Зойăпа пĕр отрядра пулнă çын — çинчен вуларăм, унпа тĕл пулма шут тытрăм.

1966 çулта Мускаври адрес бюровĕ урлă Зоя Космодемьянскаян амăшне Любовь Тимофеевнăна шыраса тупрăм. 1967 çулта вара унпа курнăçма тÿр килчĕ. Виççĕмĕш хут ун патне кайсан сăн ÿкерĕнме пултартăм.

Ăна хамăн фотоаппаратпах ÿкернĕ. Любовь Тимофеевна «Будем как Зоя» кĕнеке çине асăнмалăх йĕркесем çырса пачĕ.

Любовь Тимофеевна яштака пÿ-силлĕччĕ. Вăл вăхăтра /ун чухне вăл 70 çулсенчеччĕ/ çÿçĕ кăвакарма ĕлкĕрнĕччĕ, хăлхи япăхрах илтетчĕ. Хĕрне çамрăк ăру хисепленĕшĕн питĕ савăнчĕ.

Мускава кашни каймассерен Зоя Космодемьянскаян вил тăприйĕ çинче пулма тăрăшаттăм, чĕрĕ чечек хураттăм. Пĕрремĕш хут кайнă чухне шартлама сивĕччĕ. Мрамор палăк çине мăйри хĕрлĕ галстука çыхса ятăм. Яланах унăн ятне асра тытăп, паттăрлăхне манмăп тесе тупа тăваттăм.

Чăн та, хамăн сăмаха тытрăм. Каярахпа Элĕк районĕнчи Мăн Карачура шкулĕнче ĕçленĕ май «Шырав» клуб йĕркелерĕм. Çамрăк ăрăва паттăрсене асра тытма, хисеплеме, вĕсенчен ырă тĕслĕх илме вĕрентрĕм. Вĕсем те Зоя Космодемьянская пек хастар пулма тăрăшатчĕç.

 

Комментари

СССР вахатенче верентекенсем самрак арава паттăрсене асра тытма, хисеплеме, вĕсенчен ырă тĕслĕх илме вĕренте сав. "Шырав" клубе есе синчен тепленрех сырса катартма май сук-ши? Хале, паянхи кун, "Шырав" клубе менле пуранать?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.