Кукамай парни ăнăçу к\рет

6 Утă, 2017

Çуллахи вăхăтра хула ачисем ялалла туртăнаççĕ. Эх, кĕрлет вара урам савăнăçлă сасăпа! Элĕк районĕнчи Кураккассинче пурăнакан Андреевсем патне те мăнукĕсем пуçтарăннă. Мĕншĕн килĕшет-ха вĕсене кунта? Туятăр ĕнтĕ, ача-пăча темĕнпе те кăсăкланма ăнтăлать, пултаруллă кукамăшĕпе кукашшĕ патĕнче вара вĕсем тунсăх мĕнне пĕлмеççĕ.

Сăвăпа кăна мар: тумпа та ил.ртн.

Людмила Никитичнăпа Юрий Иванович 36 çул пĕрле пурăнаççĕ. Таврари çемьесемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнчех. Ахальтен мар 2015 çулта вĕсем «Çемье: Юратупа шанчăклăх» медале тивĕçнĕ. Пĕр-пĕрне хисеплекен, яланах ăнланса пулăшу паракан мăшăр виçĕ хĕр ÿстернĕ, виççĕшĕ те çемье çавăрса мăнуксем парнеленĕ. Вĕсем: Артемпа Ксения Федоровсем, Даринăпа Андрей Сергеевсем тата Фелиция Александрова. Асли Артем сакăр çулта, кĕçĕнни Андрей вара — вунă уйăхра кăна-ха.

Ылтăн алăллă Людмила Никитична мăнукĕсене час-часах тĕрленĕ чăваш кĕпипе, чăваш пуканисемпе савăнтарать. Сăмахран, Шупашкарти 2-мĕш гимназире ăс пухакан Артемăн кăçал Чăваш чĕлхи кунĕнче сăвă каламалла пулнă, çавна май кукамăшĕ ăна кĕпе тĕрлесе панă. Пултаруллă ача уявра чĕвĕл-чĕвĕл сассипе кăна мар, илемлĕ тумĕпе те тĕлĕнтернĕ. 27-мĕш ача садне çÿрекен Дарина çинче те кукамăшĕ тĕрлесе панă кĕпепе хушпу çав тери илĕртÿллĕ курăннă, уявра ăна çитекенни пулман.

Музейра в.ренеçç.

«Манăн та чăвашла тĕрлеме вĕренес килет», — тесе Дарина час-часах кукамăшĕ мĕнле ĕçленине сăнать. Хальлĕхе алмазпа кăна тĕрлет-ха вăл, анчах ку — ĕмĕте пурнăçлама çул хывниех мар-и? Людмила Никитична та мĕн ачаран çак ăсталăха алла илме ĕмĕтленнĕ. Виçĕ çул каялла вăл Элĕкри музея çÿреме тытăннă: экспонатсемпе паллашма кăна мар — чăваш тĕррин вăрттăнлăхне пĕлме те. Светлана Железнова ирттернĕ уроксенче вăл нумай усăллине пĕлнĕ, халĕ те ăсталăхне Вера Степанова патĕнче аталантарать. Кукамăшĕ ялта «Тарават» пултарулăх ушкăнĕ йĕркелесе юнашарти ялсене концертсемпе хутшăнни те, кукашшĕ вара питĕ лайăх ертÿçĕ пулни те хавхалантарать ĕнтĕ мăнукĕсене. Хăш чухне вĕсен ташлас кăмăл çуралать те кукамăшне купăс калама хистеççĕ, пĕчĕкскерсем ыйтнине хаваспах тивĕçтерет вара Людмила Никитична. «Ташши-ташши, салакайăк ташши! Салакайăк ташши мар, пĕчĕк хĕрсен ташши», — тесе такмакласах ташлаççĕ хĕр ачасем. Артемăн вара купăс калас килет, çавăнпа вăл кукамăшĕ мĕнле кĕвĕ кăларнине тимлĕ сăнать. Ашшĕ пек полици ĕçченĕ пулма ĕмĕтленекенскер музыка инструменчĕсемпе те кăсăкланать-ха. Унсăр пуçне вăл конструктор вăййине питĕ кăмăллать, кăткăс пайсене пухасси уншăн калама çук интереслĕ. Кам пĕлет, тен, хăй тĕллĕн купăс пуçтарма та шухăш тытнă пуль вăл? Ахальтен мар ăна тимлĕ сăнать.

Пыра-пыра сăн \кер.нн.

Ачасемшĕн каникул питĕ хаваслă иртет. Кукашшĕпе кукамăшне вĕсем картари илемлĕ чечексене тата пахчари йăрансене çум курăкран тасатса пулăшаççĕ. Çырлана çÿреме тата мĕн тери кăмăллаççĕ! Район, республика уявĕсене çитсе курма та май тупнă. Пĕчĕкскерсем Элĕкри Акатуйра кукамăшĕ тĕрлесе панă тумпа савăннă, илеме ытарайманнисем вĕсемпе пырса калаçма та ÿркенмен. Виçĕ çулти Ксенийăна Республика кунĕнче Шупашкарти кÿлмек хĕрринче курнисем вара унпа сăн ÿкмесĕр тÿсеймен. Чĕрĕ пукане тейĕн! Чăвашла тумланнăскере курсан никам та лăпкă чунпа иртеймĕ.

Чăваш тени — ахаль сăмах кăна мар, вăл — чунра. Ÿсекен ăру тăван халăх йăли-йĕркине пĕлмесен унăн малашлăхĕ ăçтан пултăр? Андреевсен мăнукĕсем вара кун пек хăрушлăха туймаççĕ, мĕншĕн тесен ялта кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче каннă вăхăтра вĕсем тăван халăх пуянлăхĕ çинчен нумай пĕлеççĕ. Пĕчĕкскерсенчен илтнĕ тăван сăмахсем вара аслисен чун-чĕрине мĕн тери ăшăтаççĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари

Весене уссе ситсен ес выране кирле. Чаваш енре сук.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.