Çитменлĕхсене пĕтересшĕн

4 Нарăс, 2014

Çĕр-шыври аслă шкулсен 2012 çулхи эффективлăх мониторингĕн пĕрремĕш тапхăрĕн кăтартăвĕсемпе - Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ тухăçлăх енчен тивĕçтерсе çитереймен вузсен шутне кĕнĕ. Мĕне тĕпе хурса хакланă-ха?

РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви çумĕнчи ведомствăсен хушшинчи комисси эффективлăх мониторингĕнче çак кăтартусене пахалать: вузăн вĕрентÿ тытăмĕнчи ĕç-хĕлне, ют çĕр-шыв студенчĕсемпе ĕçленине, финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне, вĕренсе тухакансене ĕçе вырнаçтарнине тата вĕренÿ учрежденийĕн инфратытăмĕ аталаннине. Вуз тухăçлисен шутĕнче пултăр тесен асăннă кăтартусенчен виççĕшне пурнăçламалла, пирĕн институтăн иккĕшĕпе çеç пурте йĕркеллĕ-мĕн.

Палăртса хăвармалла: çÿлерех асăннă комиссин эффективлăх мониторингĕ ирттерес тĕлĕшпе 2013 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче йĕркеленĕ ларăвĕнче /ăна Раççей вĕренÿ тата ăслăлăх министрĕ Д.В.Ливанов ертсе пынă/ Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне упраса хăварас ыйту пирки çеç мар, ăна çĕнĕ шая çĕклесси пирки йышăну тунă, тухăçлăх енчен тивĕçтерсе çитереймен категорирен тепĕрне - оптимизаци ирттермеллисен йышне - куçарнă. Çакă, паллах, шанăç çуратать. Анчах та çапла пултăр тесен учреждени ертÿлĕхĕн палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе питĕ пысăк ĕçсем пурнăçламалла. Çакна институтăн Аталану программине хатĕрленинчен пуçламалла.

Шăпах асăннă документа сÿтсе яврĕç те ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн ларăвĕнче. Институт ректорĕ Ирина Медведева палăртнă тăрăх - аслă шкулти виçĕ факультетра 481 çын пĕлÿ илет. Вĕсене культурăпа искусство тытăмĕнчи 11 специальноçпа хатĕрлеççĕ. 9 кафедрăра 86 преподаватель /çав шутра 67 проценчĕн ăслăлăх степенĕ тата ят пур/ ĕçлет. Хальхи вăхăтра институтăн пурлăхпа техника никĕсĕ лицензи нормине тивĕçтерет. Спорт залĕ, столовăй пур. Массăллă мероприятисем ирттерме 500 вырăнлă вĕренÿ театрĕпе усă кураççĕ.

- Мониторинг пире хастарлăха ÿстерме хистет,- терĕ Ирина Медведева. - Юлашки вăхăтра грант çĕнсе илес енĕпе ытларах ĕçлетпĕр. Сăмахран, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, Ренова фончĕн тата ыттин гранчĕсене тивĕçме проектсем çырнă. Вĕренсе тухнисене ĕçе вырнаçтарасси пирки çакна каламалла: ытларах чухне ку енĕпе хамăрах ĕçленĕ. Çапах та чăрмавсем те пулаççĕ: хăшĕсем пĕлĕве малалла тăсаççĕ, каччăсене салтака илеççĕ тата ытти те.

Коллеги членĕсен шухăшĕпе - институтăн эффективлăхне палăртакан тĕп критерисем çаксем: унта пĕлÿ илекенсен вĕренÿ пахалăхĕ тата вĕсем культура тытăмĕнче кирлĕ пулни. Çавна май вузăн ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва шута илсе тăмалла, маркетинг тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлемелле.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.