Çитменлĕхсем пур

11 Чÿк, 2014

ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокуратури колонисенче тĕрĕслев ирттернĕ май чылай çитменлĕхе тупса палăртнă.

Калăпăр, 6-мĕш колонин штраф изоляторĕн камерисенче сивĕ шыв кранĕсем, унитазсем юсавсăр пулнă. Хăш-пĕр камерăра кăнтăрлахи е çĕрлехи çутă пулман. Кунта йĕкехÿресем те пур иккен. Камерăсенче табак туртма юрамасть, çакна пăхмасăр хăшпĕр ристан пирус мăкăрлантарать. 3 тата 4-мĕш камерăсенчи айăпланнисем пÿлĕмсен хушшинчи стенана шăтарнă та - пĕр-пĕринпе калаçма, тĕрлĕ япала пама пултараççĕ.

Айăпланнă çынсенчен пĕрне УИК требованийĕсене пăхăнмасăр явап тыттарни палăрнă - çак йышăнăва пăрахăçлама тивнĕ. Ирĕке тухакансене кирлĕ пек сăнаса тăрассине те йĕркелемен. Çынсем преступлени ÿсĕрле туса айăпланнă пулин те ИК-6 администрацийĕ судран вĕсене эрех сутакан вырăнсенче пулма чармашкăн ыйтман.

3-мĕш тата 6-мĕш колонисенче ĕç сыхлавĕн требованийĕсене пурнăçламаннине те палăртнă. Тусанлă условисенче ĕçлекенсене хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтермен. Ытти çитменлĕх те пур.

5-мĕш колонире çĕвĕ машинисен çаврăнакан пайĕсем хÿтлĕхсĕр пулнă. Айăпланнисем ларса ĕçлекен пукансем те требованисене тивĕçтермеççĕ. Прокуратура представителĕсем слесарь инструмента хăйранă чух куçлăхсăр ĕçленине те асăрханă, çийĕнчен вăл ĕç вырăнĕнчех табак туртнă. Виçĕ ристана ĕçе вырнаçтармалли хушусăрах столовăйра тÿлевлĕ ĕçе явăçтарнă.

Асăннă çитменлĕхсене тĕпе хурса прокуратура çак учрежденисен пуçлăхĕсен ячĕпе представленисем çырнă.

Александр ЗОТОВ,

ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене

пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.