Çитĕнÿре - коллектив хастарлăхĕ

11 Чÿк, 2016

Канаш районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцире вăй хуракансем ырă ята тивĕçлĕ. Хастар коллектив çĕршыв тĕп хулинчи “Ылтăн кĕркунне” аграри форумне хутшăнса юлашки 3 çул умлă-хыçлă пысăк наградăсем çĕнсе илет.

— Пĕлтĕр Мускава Çĕрпÿсемпе пĕрле кайнăччĕ. Эпир кăçал “Чăваш Республикин территорийĕнче чĕрчунсен Çĕпĕр язви анлă сарăласран кĕрешмелли профилактика мероприятийĕсене тухăçлă ирттересси” темăпа республика чысне хамăр тĕллĕнех хÿтĕлерĕмĕр, — паллаштарчĕ станци пуçлăхĕ Михаил Кошкин. — Форумра иртнĕ çулхи пекех бронза медальпе Диплома тивĕçрĕмĕр. Çитĕнÿ коллективри кашнин хастарлăхĕнчен килчĕ.

Районта профилактикăна çулленех палăртнă вăхăтра ирттернĕрен чĕрчунсем нимĕнле амакпа та чирлемеççĕ. Çамрăксем те маттур. Техникум хыççăн килнĕ Светлана Егорова, Мария Софронова, Ирина Егорова ветспециалистсем пĕлÿ çителĕксĕррине туйса кăçал Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине куçăнсăр майпа вĕренме кĕчĕç. Çитес çул вĕсен çулĕпе тата икĕ çамрăк каясшăн.

Коллективри пысăк наградăллă, ятлă-сумлă ĕçтешсем ыттисене тĕслĕх илме хавхалантараççĕ. Ветстанци пуçлăхĕн заместителĕпе Надежда Андреевăпа Чакаçри ветучастокра вăй хуракан Галина Илларионова кăçал РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Михаил Борисович иккĕшĕ те ĕçчен те тăрăшуллă пулнине палăртрĕ.

Надежда Андреева:

— Эпĕ Йĕпреç районĕнчи Хыркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Аннене пăру пăхма пулăшмашкăн фермăна час-часах каяттăм. Ветеринарсем çамрăк выльăх сывлăхĕшĕн хыпăнсах тăрăшнине çавăн чухне курнă. Манăн та пăрусене вĕсем пекех хĕрхенес, ачашлас килетчĕ. Анне ирĕк паратчĕ. Халĕ аттепе иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Эпир, 4 хĕрпе 1 ывăл, кану кунĕсенче тăван яла кайсах тăратпăр, вĕсене выльăх усрама пулăшатпăр. Пурте аслă пĕлÿллĕ, кĕçĕнни Алина Николаевна, ман пекех ветеринар специальноçне суйларĕ.

Йĕпреçри 1-мĕш шкул хыççăн Вăрнарти совхоз-техникума /халĕ ял хуçалăх техникумĕ/ хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. 1987-1992 çулсенче Хусанта аслă пĕлÿ илтĕм. Ялсене тухса çÿренисĕр пуçне хут ĕçĕпе вăхăт нумай иртет. Плансем хатĕрлетĕп, мониторинг ирттеретĕп... Общество ĕçĕ те пур. Пуçлăх отпуск вăхăтĕнче хăй вырăнне шанса хăварать. Тивĕçе тÿрре кăларасчĕ тесе хамран мĕн килнине пурнăçлама вăй-хала шеллемесĕр тăрăшатăп.

Галина Илларионова:

— Эпĕ хамăр тăрăхранах, Кармами Выççăлккинчен. Чакаç шкулĕнче аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра хĕрачасене машинăпа сĕт сума хăнăхтаратчĕç. Пире практикăна “Канаш” колхозăн Тури Юнтапа фермине илсе каятчĕç. Кунта эпĕ зоотехник, ветеринар специальноçĕсемпе çывăх паллашрăм. Иккĕмĕшĕ кăмăла ытларах кайрĕ. Анне сыватмăшра вăй хунăран медицина та килĕшетчĕ-ха, анчах тухтăр этем пурнăçĕшĕн пысăк яваплăх тытнăран врача вĕренме каяс шухăша пăрахăçларăм. Шкул хыççăн Хусанти ветинститута колхоз шучĕпе вĕренме кĕтĕм. 1987 çулта диплом илсен тăван хуçалăхра тÿрех тĕп ветврача йышăнчĕç. Юратса суйланă професси çеç ĕçре хавхалану, савăнăç кÿнине темиçе уйăхранах ăнлантăм. Шкулпа сывпуллашма хатĕрленекенсене йăнăш утăм тăвасран асăрханма сĕнетĕп. Коллективра çурма вăйпа ячĕшĕн ĕçлекенсем çук. Ветстанци çитĕнĕвĕ çакăнпа та çыхăннă пулĕ.

 В.ВАЛЕНТИНОВ.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.