Çитĕнÿ пĕчĕк утăмран пуçланать

9 Юпа, 2014

Ĕнер Чăваш Енĕн тĕп хулинче Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕ старт илчĕ. Кун йышши пулăм Раççейре - пĕрремĕш хут. Акцие тĕнчери 150 çĕр-шывра "Спорт пурин валли те" ассоциаци /TAFISA/ пулăшнипе 1991 çултанпа йĕркелеççĕ. Пĕтĕмпе унта халĕччен 12 млн ытла çын хутшăннă. Мероприяти тĕллевĕ - куллен физкультура тăвассине йăлана кĕртесси, халăхра спорт тата сывă пурнăç йĕркин сумне ÿстересси.

"Паян - чăннипех те сумлă кун. "Спорт пурин валли те" пирĕн çĕр-шыва та çитни чăннипех те пысăк чыс. Вун-вун пин çын çак акцие хутшăнса физкультура тата спорт кашнин пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине çирĕплетсе пачĕ", - терĕ Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович спорт уявне пухăннисене саламласа тата ыр сунса.

Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕ Раççейре халĕччен пулман. "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума уçнă кун çĕр-шыв пысăк çак спорт уявне паллă тăвакансен йышне кĕчĕ. "Эпир анлă спорт юхăмне кăçал пĕрремĕш хут хутшăнатпăр. Пурте пĕрле çула тухса нумай нациллĕ тăван çĕр-шывра утакансен пĕрлехи кунне паллă тăватпăр, - палăртрĕ РФ спорт министрĕ Виталий Мутко. - Спорт уявне ирттерме Шупашкара ахальтен суйласа илмен. Чăваш Ен спорта аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хурать".

Чăнах та, юлашки çулсенче Чăваш Республики физкультура тата спорт аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе çĕр-шывра малта пырать. Республикăра пурăнакансен 35,9 проценчĕ спортпа туслă. 2013 çулта Чăваш Ен "Раççей регионĕ" номинацире РФ Правительствин наци премине тивĕçрĕ. Физкультурăпа спорт ĕç-хĕлне йĕркелессипе РФ субъекчĕсен хушшинче икĕ çул харăс малти вырăнсене йышăнчĕ. Тата ытти çитĕнÿ те сахал мар.

РФ Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков "спортри çитĕнÿ пĕчĕк утăмран - кулленхи физкультура занятийĕсенчен - пуçланнине" палăртрĕ. "Утакансен кунне хутшăнма çакăн чухлĕ çын пухăнни кăмăла çĕклет. Сочири Олимп вăййисем хыççăн пирĕн çĕр-шыв çыннисем спорт енне ытларах туртăна пуçларĕç", - терĕ вăл.

TAFISA президенчĕ Джо-Хо Чанг профессор Раççейре Утакансен кунне çапла анлă паллă туни тĕлĕнтернине пĕлтерчĕ. Спорт уявне пухăннисене çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç.

Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕ, Шупашкарпа пĕр харăсах, Раççейри темиçе хулара - Сочире, Красноярскра, Белградра, Чĕмпĕрте - старт илчĕ. Çакна регионсемпе телекĕперпе çыхăнса йĕркелеме май килчĕ. Çак кун Шупашкар заливĕн çыранĕ тăрăх 15 пин ытла çын утса çаврăнчĕ. Çак йышра - Олимп тÿпине çĕкленнĕ спортсменсем, çитĕнÿсем патне ăнтăлакан çамрăксем, ватăсем, ача-пăча... Вĕсене пĕрлештерекенни - çирĕп сывлăхлă пулас килни.

Валентина БАГАДЕРОВА

Рубрика: