Çитĕнÿ хамăртан килет

5 Нарăс, 2014

Виçĕм кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне тăрăхĕнче пулчĕ. Малтанах аш-какай комбиначĕн ĕçĕпе паллашрĕ. 30 млн тенкĕ инвестици хывса комбинат пĕлтĕр пельмень, катлет хатĕрлекен цех хута янă, 5 хут нумайрах таса тупăш илнĕ.

- Туянакан çурма фабриката ытларах кăмăллать, вăхăта перекетлет, - терĕ Михаил Васильевич. - Экологи енчен таса çимĕç сывлăхшăн та усăллă.

Культура çуртĕнче «Етĕрне районĕн 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата кăçалхи тĕллевĕсем» темăпа канашлу иртрĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин доклад турĕ.

Владимир Николаевич агропромышленноç комплексĕ аван ĕçленине палăртрĕ. Ял хуçалăхĕн тĕрлĕ тытăмри пĕрлешĕвĕсен продукци калăпăшĕн индексĕ 101,5 процентпа танлашнă. Кунти çĕр ĕçченĕсем çанталăк условийĕсене пăхмасăр пĕлтĕр тырă 2012 çулхинчен 19% нумайрах туса илнĕ, çĕр улмипе, пахча çимĕçпе те - республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах. Çур акине тухма вăрлăх çителĕклĕ, 64 процентне /республикăра - 48/ кондицие çитернĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те ÿсĕмлĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышне сыхласа хăварнă. Шел те, сысна кĕтĕвĕ чакнă. Ку продукци хăй хаклăхĕ пысăкланнипе çыхăннă. Йÿнĕ чухне тырă саппас хатĕрлеймен.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров пĕлтернĕ тăрăх - республикăри чылай ял хуçалăх предприятийĕнче сысна ашĕ туса илесси тупăшлă, мĕншĕн тесен хăй хаклăх виçине кирлĕ шайра тытса пыма вĕренсе çитнĕ. Михаил Васильевич Етĕрнесене вĕсенчен тĕслĕх илсе сысна ĕрчетессине ăнăçлă аталантарма сĕнчĕ.

Доклада сÿтсе явма Михаил Игнатьевпа пĕрле ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов хутшăнчĕç. Вĕсем районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче ырă тĕслĕхсемпе пĕрле çитменлĕх те пуррине палăртрĕç.

Пĕлтĕр ял ĕçченĕсен шалăвĕ - 22,3%, воспитательницăсен - 68,5%, педагогсен - 30,9%, культура ĕçченĕсен - 29,7%, çавăн пекех медиксен те самаях ÿснĕ пулин те вăл республикăри çак тытăмсенчи ĕç укçин вăтам кăтартăвне çитеймест. Кăçал та ку енĕпе çине тăрсах ĕçлемелле.

Кадр ыйтăвĕ çивĕч. Района 2012-2013 çулсенче «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн çамрăк 3 специалист ĕçе вырнаçнă, анчах çакă ыйту çивĕчлĕхне сиреймест. Пĕлтĕр тухтăрсен йышĕ 2012 çулхинчен 5,9% чакнă. 10 пин çын пуçне вăтамран - 17,4 врач /республикăра - 39/. Вăтам сыпăкри медперсонал та 6,5% сахалланнă. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне медицина ĕçченĕ 29,9% çитмест.

Шкулсенче çамрăк педагог питĕ сахал. Вăтам ÿсĕм 47 çулпа танлашать. Диплом илекен специалистсене илĕртме тĕрлĕ мера йышăнма тивет. Вĕсене шалу çумне 3 çул 75% хушса тÿлеççĕ, 5 çул çулсерен 20-шер пин тенкĕ парса хавхалантарнă. Çурт-йĕр ыйтăвĕ шалуран та маларах тăрать. Республика Пуçлăхĕ район ертÿлĕхне кун пирки тĕплĕн шухăшласа пăхма сĕнчĕ.

Чи çивĕччи - демографи лару-тăрăвĕ. Кунта вăл Шăмăршăсенчен те вăйлăрах палăрать иккен. 2013 çулта Етĕрне районĕнче 380 ача çуралнă, 563 çын вилнĕ. Кашни 1000 çын пуçне вăтамран 6,4 çын /2012 çулта - 4,6/ чакнă. Çав вăхăтрах республикăра вăтам кăтарту пĕлтĕр вăтамран 0,8 çын хушăннине палăртать.

Арçынсем республика тулашĕнче нумай вăхăт ĕçлесе пурăнни çемьене тÿнтер витĕм кÿрет, чылай чухне пĕр-пĕрне шанманни, юлашкинчен уйрăласси патне илсе çитерет. 2013 çулта районта 232 çемье чăмăртаннă. Шел те, 102-шĕ уйрăлнă.

Медэкспертсем çирĕплетнĕ тăрăх - медицина этеме сывлăха лайăхлатма 10% çеç пулăшать иккен. Ыттишĕн çыннăн хăйĕн тăрăшмалла. «Çавăнпа та пĕр-пĕринпе кăмăллă, пархатарлă, сăпайлă пулмалла, сывă пурнăç йĕркине хăнăхмалла. Çавăн чухне çеç кăтартусем лайăхланĕç, вăл шутра - демографи енĕпе те», - пĕтĕмлетрĕ канашлăва Михаил Игнатьев.


Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.