Çитĕнÿ çулĕ такăр пултăр

17 Чÿк, 2014

Чăваш Ен çĕршыври ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрарăмсен тĕп центрĕ пулса тăчĕ. Пирĕн республика ытти регионсенчен чи малтан спортăн çак тĕсне аталантарма пуçланă. Чăваш çĕрĕ çинче çунат сарса çĕкленнĕ паллă спортсменсем Ольгăпа Наталья Смирновăсем, Наталья Гольц тĕнчере пысăк ят-сум çĕнсе илчĕç. Вĕсем никĕсленĕ çитĕнÿ çулĕпе паянхи кун Екатерина Краснова, Надежда Федорова, Вероника Чумикова тата ыттисем çирĕппĕн утаççĕ, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтерÿсемпе савăнтараççĕ.

Пирĕн республикăра кĕрешÿ центрĕ уçăлчĕ

Хĕрарăмсен кĕрешĕвне аталантаракан центр авăн уйăхĕнчех ĕçлеме тытăннă, вăл çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче вырнаçнă. Хальхи вăхăтра унта виçĕ ушкăн пухнă. Вĕсене РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен призерĕ Ольга Смирнова, спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа чемпионачĕн призерĕ Наталья Смирнова тата çамрăк тренер Николай Кириллов хăйсен хÿттине илнĕ. Центрта хĕрсене ăсталăха туптамашкăн кĕрешÿ залĕ пур, тренировка ирттермешкĕн виçĕ кавир сарнă. Çавăн пекех кунта хăна çурчĕ, бассейн, тренажер залĕ, çăмăл атлетика пур. Центрта 150 спортсмен хатĕрленме пултарĕ. Унтах Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди сборсем ирттерет, малашне федерацин Атăлçи округĕн спортсменĕсем те тренировкăсене килĕç. "Пирĕн хĕрсен спортра малашлăх пысăк. Мĕншĕн тесен вĕсем ĕçчен те пултаруллă, хастар та тăрăшуллă. Тренерĕсем çамрăк пулин те шанчăклă. Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен спортсменсене Чăваш Ен Правительстви те, федераци те, РФ спорт министерстви те пулăшать", - тенĕччĕ ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников.

Çĕнĕ Шупашкарта ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрарăмсен хушшинче çĕршыв турнирĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçалхи çуркунне Раççей чемпионачĕ иртрĕ, 2013 çулта çĕршыв кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшнăччĕ. Нумаях пулмасть 39 регионти çамрăк хĕрсем /пурĕ 260 çын/ Раççейре мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура вăй виçрĕç. Пирĕн пикесем пухмача 5 "ылтăнпа", 1 "кĕмĕлпе" тата 5 "бронзăпа" пуянлатрĕç. Чи сумлă наградăсене Надежда Матвеева, Екатерина Михайлова, Ирина Алексеева, Евгения Захарченко, Ирина Николаева çĕнсе илчĕç. Йĕркелÿçĕсем Екатерина Михайловăна "Техника енĕпе чи лайăххи" номинацире кубокпа чысларĕç, ăмăртăвăн пилĕк çĕнтерÿçине хатĕрленĕшĕн Ольга Смирнова "Чи лайăх тренер" ята тивĕçрĕ.

Сăмах май, чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче пирĕн хĕрсем Надежда Федоровăпа Екатерина Краснова тăван ене Мускавра иртнĕ Европа нацийĕсен кубокĕнчен пысăк парнепе таврăнчĕç. Командăсен хушшинче йĕркеленĕ турнирăн финалĕнче Раççей хĕрĕсем Азербайджан спортсменкисене 8:0 шутпа парăнтарса тĕп наградăна çĕнсе илнĕ.

 

Пьедестал çинче - чи вăйлисем

Çак кунсенчех ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрарăмсем Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм тĕнчери "Раççей кубокĕ" турнира пухăнчĕç. Пĕр кун маларах иртнĕ пресс-конференцире Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов каланă тăрăх - ку ăмăртăва малашне уйрăммăн йĕркелеме палăртаççĕ. Вăл Красноярск крайĕнче иртекен Иван Ярыгин гран-прийĕ евĕр тĕнче турнирĕн статусне илĕ. Раççейри чи пысăк ăмăртусенчен пĕри пулмаллине те пĕлтернĕ хăна. Йăлана кĕнĕ тăрăх унта чи вăйлă спортсменсем хутшăнĕç.

"Раççей кубокĕ" турнира килнисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ кĕрешÿ федерацийĕн вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен призерĕ Алена Карташова, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков тата ыттисем саламларĕç. "Паянхи уяв çĕршыв спорчĕн кун-çулне çырăнса юлать, мĕншĕн тесен хĕрарăмсен кĕрешĕвне аталантармашкăн Раççейри пĕрремĕш центр уçăлчĕ. Ку пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Спорта аталантарас тĕлĕшпе чылай ĕç тунăшăн ЧР Пуçлăхне чунтан тав тăватăп. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесчĕ. Чăваш Ен - тĕнчипе паллă спортсменсен тăрăхĕ. Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен йышĕнче те Олимп пьедесталĕ çине хăпаракан çитĕнтерессе шанатăп. Кунта çыннисем те ăшă кăмăллă та пултаруллă, кашнине тарават кĕтсе илеççĕ. Çавăнпа килмессерен ырă ĕмĕт-шухăшпа çунатланса каятăп", - терĕ Омар Муртузалиев.

Ку хутĕнче вара çĕнĕ стартра çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ 22 команда вăй виçрĕ. Раççей кубокĕнче Крым Республикин спортсменĕсем те пĕрремĕш утăмĕсене турĕç. АПШ, Австри, Молдова, Казахстан, Монголи кĕрешÿçисем те Чăваш Енре иртекен ăмăртуран юлман. АПШ команди уйрăмах йышлă пулнине палăртмалла: пурĕ 15 çын. Чи сумлисем - Олимп вăййисен призерĕсем Кларисса Чунпа Ренди Миллер. Кубокра вĕсем тĕрлĕ пилĕк награда çĕнсе илчĕç.

Пирĕн республика чысне унта 10 спортсмен хÿтĕлерĕ. Пуринчен ытларах Европа тата тĕнче чемпионачĕсен чи вăйлă кĕрешÿçи Наталья Гольц /тренерĕ - Наталья Смирнова/ палăрчĕ: 60 килограмлă хĕрарăмсен ушкăнĕнче тĕп парнене тивĕçрĕ. "Тăван енре çĕнсе илнĕ пĕрремĕш награда ку маншăн. Çапах та килте иртекен ăмăртусенче тупăшма йывăртарах. Кунта питĕ пысăк яваплăх: медальсĕр юлсан пит хĕрелет. Тăван стенасем пулăшаççĕ тени тĕрĕсех иккен. Паян мана ăнчĕ, пĕрремĕш утăмсем тăвакан ача пекех савăнатăп", - пĕлтерчĕ çĕнтерÿçĕ. 55 килограмлă виçере те пирĕн хĕрсем медальсĕр юлмарĕç. Канаш районĕнчи Шăхасан пики Вероника Чумикова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен 20-ри студентка Ольга Смирнова патĕнче ăсталăха туптать. Кăçал вăл тепĕр икĕ ăмăртуран - Раççей юниорĕсен чемпионатĕнчен тата "Иван Ярыгин гран-прийĕ" турниртан - медальсемпе таврăннă. Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче Хусанти Универсида призерĕ, Европа чемпионки Екатерина Краснова савăнтарчĕ. 53 килограмлисен ушкăнĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: