- Чăвашла верси
- Русская версия
Çителĕксĕрри те, ытлашши те япăх...
«Хур тислĕке хулăн — пулмĕ кĕлет пушă» каларăш паянхи куншăн епле çивĕч! Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пулăхлăхĕ вырăн-вырăнпа пачах япăххи çапла калама хистет. Тĕп сăлтавĕ — çĕре органика им-çамĕ çителĕксĕр сапни е пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелеменни. Çакна Раççей ял хуçалăх надзорĕ пĕлтĕр çĕршывĕпех ирттернĕ тĕпчевсем çирĕплетеççĕ.
Тепĕр тесен, çапма пĕлмен пушă хамăра лекме пултарнăн, ытлашши им- çамлани е çак ĕçре йĕркене пăхăнманни усăран ытла сиен кÿнĕ тĕслĕх те сахал мар. Пестицидсем çĕрте ытлашшипех юлнă 417 гектара шута илнĕ пĕлтĕр.
Пулăхлăха йăлари хытă тата кайăк- кĕшĕк каяшĕ те палăрмаллах чакарать. Калăпăр, пĕлтĕрхи тĕпчевсем Раççейре 31,0 пин гектар çинче йывăр металсен тăварĕсем виçерен пысăккине çирĕплетнĕ, çав шутра — мышьяк та. Нитратсен шайĕ ытлашши 2,9 пин гектар лаптăка тупса палăртнă. Бензапирен виçи 1,2 пин гектар çинче нормăран иртни палăрнă. Микробиологи /бактерисем калăпăшне шута илесси, çав шутра гельминтсем те/ тĕпчевĕсем 8,5 пин гектар нормăпа килĕшсе тăманнине çирĕплетнĕ.
Чăваш Енре те çĕр пулăхлăхне тавăрассишĕн çанă тавăрма тивет. 2016 çулта кăна специалистсем республикăра 1,3 гектар лаптăк шар курнине çирĕплетнĕ. Калăпăр, пĕлтĕр Етĕрне районĕнче пĕр обществăн çĕрĕ йывăр металсене тата нитратсене пула юрăхсăрланнă. Унта тислĕк ытлашшипех тăкнă-мĕн. Шупашкар районĕнчи тепĕр общество вара тăпрана тимĕр-бетон юлашкийĕпе хутăштарса япăхлатнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче керамика ванчăкĕсене пула çĕрпе тĕллевлĕн усă курма май килмен.
Кăçал Элĕк тăрăхĕ «калаçтарать». Пĕлтĕр пĕр хуçалăх пулăхлă тăпрана кирпĕчпе тата бетон плитасемпе пахалăхсăрлатнине уçăмлатнăччĕ. Çĕрпе киревсĕр хăтланнăшăн ытти çĕрти пекех унта та явап тыттарнă. Кунсăр пуçне йĕркесĕрлĕхе пĕтерме ыйтса пур çĕрте те представленисем çырнă.
Кăçал ку тăрăхра 6 гектара яхăн лаптăкра сарăлса выртакан çÿп-çап айĕнчи тата çывăхĕнчи çĕре лабораторире тĕпченĕ те ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем пĕтсе пыни палăрнă.
Шупашкар районĕнчи тепĕр тĕслĕхе палăртмасăр та май çук. Управление Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен килнĕ çырура Шупашкарта пурăнаканăн ыйтăвне пăхса тухса хурав пама тивнĕ. Мĕн хумхантарать-ха çыру авторне? Кайăк-кĕшĕк каяшне пула тавралăх кăна мар, Ассакасси çывăхĕнче пурăнакан çынсем те хĕн кураççĕ-мĕн. Автор, чăн та, ахальтен çырмасть. Лабораторире тĕпченĕ хыççăн çĕрте цинкăн йывăр металĕсен виçи нормăран иртни палăрнă. Пĕтĕмпе 12 гектар япăхланнă. Сăмах май, ку тĕслĕхре те çĕре им-çамласшăн пулнă.
Нумай чухне çынсен ыйтăвĕсем пушă вырăнта çуралмаççĕ. Кăçал ытларах çĕрпе тĕллевсĕр усă курни пирки çыраççĕ. Сăмахран — çум курăк ÿссе кайнă лаптăксем çинчен. Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Улатăр районĕсенчен пулчĕç хыпар яракансем. Канаш, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар, Куславкка, Елчĕк тата ытти район çыннисене те çĕрпе çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас