ÇИРĔПЛЕТМЕ, ЛĂПЛАНМА

Халăх медицининче чĕрене çирĕплетме, хутлатнине ирттерме, лăпланма ÿсен-тăранран хатĕрленĕ шĕвексемпе усă кураççĕ.

Катăркас

Катăркасăн /боярышник/ çырлипе чечекĕ чĕре мышцин ĕçне лайăхлатаççĕ, юн çавăрăнăшне вăйлатаççĕ, чĕре тĕлĕнче канăçсăрлантарнине ирттереççĕ.

  •  Чечекĕпе çырлине пĕр виçепе хутăштармалла. 3 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла, ăшă вырăнта 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Апатчен 30 минут маларах е ун хыççăн 1 сехетрен 1-ер стакан ĕçмелле.
  •  Вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ катăркас чечекне е çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчинче 15 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле.

Кушак курăкĕ

Кушак курăкĕнче /валериана/ чĕрери юн тымарĕсене саракан тата чĕрен нерв-мышца аппарачĕн ĕçне йĕркелекен япаласем пур.

  •  Курăкăн 2 апат кашăкĕ тымарне 1 стакан вĕри шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчинче 15 минут тытмалла. Илсен 40 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат хыççăн 30 минутран 2-3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  •  Кушак курăкĕн вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ тымарне вĕресе сивĕннĕ çур стакан шыва ямалла, 1 талăк лартмалла. Пĕр кунра виçĕ сăтăрккăпа ĕçсе ямалла.

Шута илме! Кушак курăкĕн препарачĕсемпе 3 уйăх сипленмелле, унтан тăхтав кирлĕ, унсăрăн пуç ыратма, ăш пăтранма, чĕре ĕçĕ пăсăлма пултарать.

Пĕтнĕк

Пĕтнĕкре /мята перечная/ ыратнине, хутлатнине, шыçнине ирттерекен, чĕрен юн тымарĕсене саракан ментол пур.

Шĕвекĕ стенокарди чухне чĕре ĕçне лайăхлатма пултарать.

  •  Типĕ 1 чей кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Выç хырăмла, ирхи апатчен çур сехет маларах ĕçмелле. Сиплев — чылайччен.

Мелисса

Лăплантарать, хутлатнине ирттерет, чĕре таппине йĕркелет, чĕре ĕçне лайăхлатать.

  •  2 апат кашăкĕ мелиссана тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчинче 15 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апат хыççăн пĕр сехетрен стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — 3-4 эрне.

Шута илме! Юн пусăмĕ пĕчĕк пулсан асăрханса ĕçмелле.

Чĕре курăкĕ

Чĕре таппине вăрахлатать, юн пусăмне чакарать. Чĕре курăкĕн /пустырник/ çулçипе чечеке ларнă тăррин шĕвекне чĕрепе юн тымарĕсен склерозĕ, стенокарди, кардиосклероз, миокардит, чĕре порокĕ чухне ĕçеççĕ.

  •  2 десерт кашăкĕ курăка вĕренĕ вĕри 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчине лартса 15 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апат умĕн çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле.

Шута илме! Чĕре курăкĕпе юн пусăмĕ пĕчĕк тата чĕре таппи вăйсăр /брадикарди/ чухне сипленме юрамасть.

Любисток

Ÿсен-тăран тымарĕ чĕре ĕçне лайăхлатать, чĕре чирлипе ÿт тăртаннинчен пулăшать.

  •  Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ тымара çур литр шыва ямалла, 7-8 минут вĕретмелле. Илсен 20 минутран сăрăхтармалла. Кунне 4 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Шĕвеке кашни кун çĕнĕрен хатĕрлемелле.

Сив курăкĕ

Сив курăкĕ /цикорий/ чĕре ĕçне вăйлатать, таппине вăрахлатать.

  •  1-2 чей кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
  •  Вĕтетнĕ 1 чей кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 5 минут пĕçермелле. Илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кăштах пыл хушса кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.