Çирĕп ыйтмасан çÿп-çап айне пулмăпăр-ши?

8 Çĕртме, 2018

Комсомольски районĕнчи прокуратурăна çак тăрăхри Асанкасси ялĕнчен çăхав çитнĕ. Унта ял тăрăхĕн администрацийĕ йăлари хытă каяша пуçтарса тирпейлес енĕпе япăх ĕçлени çинчен каланă.
Тĕрĕслев администраци йăлари хытă каяша пуçтарас тата илсе тухас тĕллевпе çителĕксĕр ĕçленине палăртнă. Çавăнпа Асанкасси ял территорийĕнчи 100 тăваткал метра яхăн лаптăк çÿп-çап купине çаврăннă.
Прокуратура çитменлĕхсене пĕтерес, ял çыннисене хăтлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе администраци умне ыйту тăратнă, РФ КоАПăн 8.2 статйипе /йăлари хытă каяша тирпейленĕ чухне экологи тата санитари-эпидемиологи требованийĕсене пăхăнманшăн/ килĕшÿллĕн административлă право йĕркине пăснăшăн ĕç пуçарнă.
Тивĕçлĕ мерăсем йышăннă хыççăн санкцилемен çÿп-çап куписене пĕтернĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхне административлă майпа 10 пин тенкĕлĕх штраф хунă /йышăну саккунлă вăя кĕмен-ха/. Çăхав ав-торĕн шухăшĕпе, çирĕпрех ыйтмасан ял урамĕсем çывăх çулсенче çÿп-çап айне пулĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.