Çирĕммĕшне «Спящая красавица» уçрĕ

Кашни фестиваль — тĕлпулусемпе çĕнĕлĕхсен савăнăçĕ, сценăпа зал пĕрлĕхĕ, искусствăн чаплă ĕçĕсемпе паллашни. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пултарулăх историйĕ пуян, хăйевĕрлĕ. Вăл искусство енĕпе мал шухăшлă проектсене пурнăçа кĕртсе пырать. Вĕсенчен пĕри — Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ.

Кăçалхи, юбилейли — çирĕммĕшĕ — пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче премьерăпа уçăлчĕ. Петр Чайковскин «Спящая красавица» ĕçĕ вăл е ку театр мĕнле шайрине, унăн хăватне, пултарулăхне кăтартса, уçса паракан пулăм. Вăл пурри театр анлă çулпа утнине, аталаннине палăртать.

«Спящая красавица» малтан та пулнă пирĕн. 20 çул каялла ăна сцена çине ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Трощенко кăларнă. Усал вăя пула Флорестан патшан хĕрĕ Аврора ĕмĕрлĕхех çывăрса кайнишĕн куляннине тата ырă фея пулăшнипе Дезире принц ăна чуптуса вăратнишĕн савăннине ĕненмелле уçса панăччĕ чăваш ташă ăстисем. Кăçал куракансем Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ, театрăн балет труппин пултарулăх ертÿçи Данил Салимбаев лартнă спектакльпе паллашрĕç. Балет музыки пирки унăн авторĕ Петр Чайковский çапла калани пур: «Спящая красавица», ман шухăшăмпа, манăн чи лайăх произведенисенчен пĕри. Эпĕ ăна питĕ хăвăрт çыртăм. Сюжет кĕвĕ валлиех, питĕ поэзиллĕ, вăл мана тыткăнларĕ, çавна кура хавхаланса тата ăшă чунпа ĕçлерĕм. Унашкал чухне вара произведени тивĕçлĕ шайра «пиçсе» тухатех».

Çакна Шупашкар артисчĕсем те çирĕплетрĕç. Вĕсен ĕçĕпе çав каç Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна та паллашрĕç.

Спектакль сумне ÿстерме ташă ăстисем кăна мар, вĕсен çинчи тум та, декораци те витĕм кÿчĕ пулĕ. Ку енĕпе ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Валентин Федоров тата тумсен ÿнерçи Нина Федорова /Мускав/ уйрăмах тăрăшнă. Тĕп партисене çаксем ташларĕç: Аврора — Чăваш Патшалăх çамрăксен премийĕн лауреачĕ Анастасия Абрамова, Дезире принц — Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Тимофей Федоренко, Карабос — Чăваш халăх артисчĕ Айдар Хисамутдинов, ыттисем.

Паян театрта кÿршĕсен — Э.Сапаев ячĕллĕ Мари патшалăх оперăпа балет театрĕн — «Мастер и Маргарита» спектаклĕ. Михаил Булгаковăн романĕ тăрăх ăна Май-Эстер Мурдмаа балетмейстер /Эстони/ лартнă. Асăннă ĕç «Театрлă Йошкар-Ола-2014» фестивальте гран-прие тивĕçнĕ.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.