Çирĕммĕшĕ те хыçа юлчĕ

5 Ака, 2016

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çирĕм çул каялла пурнăçа кĕме тытăннă проект — Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ — кирек мĕнле йывăр вăхăтра та куракана савăнтарма чарăнман. Паллах, ытти çулсенчи пек чикĕ леш енчен килнĕ ташăçăсем пулмарĕç. Тĕрĕссипе, вĕсемсĕр те кичем марччĕ. Тепĕр чухне çапла та килсе тухать: эпир çичĕ тинĕс леш енчен темле маттурккасене кĕтетпĕр, вĕсем тем те пултарасса шанатпăр. Кĕтни кăлăхах та иккен. Хайхискерсем хамăрăннисем чухлĕ те ташлаймаççĕ. Чаплисене чĕнсе илме енчĕкĕ хулăнни кирлĕ çав. Кăçал ютрисен шутне Мускав, Питĕр, Йошкар-Ола артисчĕсене кĕртме тиврĕ. Мĕншĕн иртнĕ вăхăтпа калатăп-ха?

Иртсе кайрĕ çав çулталăкĕпех кĕтнĕ ташă уявĕ. Иртнĕ вырсарникун вăл гала-концертпа хупăнчĕ. Хула çыннисемпе унăн хăнисем /суймастăп: фестивале ялсемпе хуласенчен ятарласа килнисем пурччĕ/ тăватă кун кĕвĕ-çемĕ, ташă тĕнчипе киленчĕç. Фестиваль пуçламăшĕ пирки хаçатра çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ.

Шăматкун сцена çине Мускаври «Новый балет» театрĕнче Константин Кейхель Оскар Уайльдăн «Соловей и роза» юмахĕ тăрăх лартнă «Зимняя роза» балечĕ тухрĕ.

Балетмейстер тĕп вырăна çак ыйтусене лартнă: мĕнре пурнăç чăнлăхĕ, чыса мĕнпе хаклаççĕ? Хамăрăн тымарсене мĕншĕн тататпăр? Тăван çĕре мĕншĕн хисепрен кăларатпăр?..

Çапла ташă майĕсемпе те çак ыйтусене тапратма пулать. Кашни ташăçă — ăста, кашнин хăйĕн кăна пур актер пултарулăхĕ. Кашни утăмра, хусканура — чун-чĕререн калас тени. Çакна тата Антонио Вивальдин «Çулталăк вăхăчĕсем» кĕвĕ ярăмĕ вăйлатса çивĕчлетрĕ.

Гала-концерт та тĕлĕнтерчĕ. Хăнасем — Питĕрти Н.Римский-Корсаков ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕн оперăпа балет театрĕн артисчĕ, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Олеся Гапиенко, Михайловка театрĕн ташăçи Антон Плоом, Раççей пысăк театрĕнчи Диана Косыревăпа Андрей Меркурьев, «Кремль балечĕ» патшалăх театрĕнчи Александра Тимофеевăпа Михаил Мартынюк — пирки тав сăмахĕсем кăна. Çав вăхăтрах хамăрăннисем те тĕлĕнтерчĕç. Сăмахран, Чăваш халăх артисчĕ Айдар Хисамутдинов çултан-çул ÿссе пынине палăртас килет. Халĕ вăл хăй ташăсем лартма пуçланă. Çак каç унăн икĕ ĕçĕ сцена çине тухрĕ. Куракансем «Ютсем. Юратма ирĕк пур» хореографине /Айдар Хисамутдиновпа Татьяна Альпидовская ташларĕç/ ытларах килĕштерчĕç пулĕ, вăрахчен алă çупса тав турĕç.

Фестиваль вĕçленчĕ, чун-чĕрере вара çак кунсенчи ăшă туйăмсем çитес çулчченех упранĕç.

Надежда СМИРНОВА

 

Рубрика: