ÇИРĔК ЫРĂ СĂМАХА ТИВĔÇЛĔ

18 Чÿк, 2015

Çирĕк /ольха/ - тĕлĕнмелле усăллă йывăç, унăн кашни пайĕ сиплĕ. Халăхра йывăçăн çак енĕпе тĕрлĕ чир аптратсан сывлăха лайăхлатма усă кураççĕ.

Çулçи

Ăшăтакан процедурăсем юраман шăнса пăсăлнă çынсене чĕрĕ çирĕк çулçин ваннипе сиплеме юрать. Çулçăсене вырăн тăрăх сапаласа тухмалла, чирлĕ çынна çиеле вырттармалла, тепĕр сий çулçăсемпе тата ăшă утиялпа витмелле. Çын тарлама пуçлать. Тарпа микробсем, наркăмăшсем тухаççĕ.

Асăннă меслет сыпăсем ыратсан питĕ лайăх пулăшать. Ура тупанĕсем ыратнă чухне çулçă ваннине урасем валли кăна тума пулать.

Хуппи

Хуппинчен гинекологи чирĕсенчен тата шăнса пăсăлнинчен сипленме настойка хатĕрлеççĕ. Вĕтетнĕ типĕ 1 пай хуппа 5 пай шурă эрехе ярса икĕ-виçĕ сехет лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 25-шер тумлам ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 10 кун.

Йĕкелĕ

Йĕкелĕпе ытларах дисбактериозран, апата пула вар-хырăм пăсăлсан, варвиттирен, хырăмлăх язви вĕрĕлсен, шăл туни юнăхсан, пиçсе кайсан сипленеççĕ.

Хĕрарăмсем тата çирĕк йĕкелĕ ярса вĕретнĕ шывпа çÿçе чÿхеççĕ. Тĕрĕс хатĕрлесен вăл çуллă себорейăран лайăх сиплет, пуç ÿтне лăплантаракан витĕм кÿрет.

Тин вĕренĕ çур литр шыва 4 апат кашăкĕ йĕкел ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Çÿçе чÿхенисĕр пуçне кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах çуршар стакан ĕçме юрать. Курс - 20 кун.

Асăрханăр

Çирĕк препарачĕсемпе ача кĕтнĕ, кăкăр ĕмĕртнĕ чухне, аллерги реакцийĕ пулсан усă курма юрамасть. Шĕвекĕсене нумай вăхăт ĕçсен организм наркăмăшланма пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.