Цифра тата ÿнер тĕнчинче

27 Ака, 2020

13 çулта Надежда Игнатьева (халĕ — Степанова) Вăрнар районĕнчи Услантăр Енĕш хĕрачи, хăйĕн икĕ тантăшĕпе пĕрле Шупашкара физикăпа-математика интернат шкулне вĕренме килнĕ. Енĕшри пĕлÿ çурчĕн ертÿçи, пĕр класри виçĕ пултаруллă вĕренекене харăсах вĕçертес килмесен те, ачасен пуласлăх çул-йĕрĕ анлăрах хывăнасса курнă та ирĕк панă. Ун чухне Надя хăçан та пулин цифрăсемпе задачăсен тĕнчинчен те вăйлăрах илĕртекен хутлăх тупăнасса тĕшмĕртмен. Ял шкулĕнче ĕç урокĕнче арçын ачасемпе тан пуртă-пăчкă алла тытни, пăта çăмăллăнах çапма хăнăхни мĕнле туртăм патне çитерессе чухламан та. Ÿнерçĕ ăсталăхĕпе кăсăкланса янтăланă япалисем ют çĕршыв таранччен саланасса та тĕлленмен. Паян вара çур ĕмĕр урлă каçнă чăваш хĕрарăмĕ — республика чи пултаруллă маçтăрĕсенчен пĕри. Хурăн хуппинчен мĕн тĕрлĕ илемлĕ япала янтăлама пĕлмест-ши вăл — пухмачĕпе паллашнă май куç-пуç алчăрать.
Пурнăç шкулĕ — тăван кил Кăрлач уйăхĕн варринче Шупашкарти Чăваш тĕррин музейĕнче «Ылтăн хурăн хуппи — пурнăç управçи» ятпа Надежда Степанова алă ăстин черетлĕ куравĕ уçăлнă. Тĕрлĕ виçеллĕ картинăсем, ĕлĕкхи Шупашкар панорами, пурак, савăт-сапа, хĕрарăм капăрлăхĕ, тура, пукане, чăваш календарĕ… Кашни япала — ÿнер чăн хайлавĕ. Куравпа ача садне çÿрекенсем, шкул ÿсĕмĕнчи ачасем те хаваспах паллашнă. Юмах сюжечĕсене тĕпе хурса ăсталанă ÿкерчĕк чылаййипе экскурсисем кăсăклă иртнине палăртать музей ертÿçи Надежда Сильвестрова. Тĕрĕссипе, хурăн хуппинчен хăтланă япаласен пуян экспозицийĕ паян та — вырăнтах. Шел, ку вăхăтра Чăваш Енре усал чир сарăлма пăрахманран управа çитсе курма хальлĕхе май килмĕ. Алă ăстипе хамăрăн вулакана çывăхрах паллаштарма вара — чару çук.
— Аттепе аннен — Иван Игнатьевичпа Агриппина Яковлевна Игнатьевсен — 6 ачинчен асли эпĕ. Шăллăмсем çамрăкрах та, атте каскалама-савалама пуçласан ун çумĕнче тĕккеленсе çÿреттĕм. Алли çыпăçуллăччĕ колхозра бригадирта тăрăшнăскерĕн. Сăмах май, тăван «Звезда» хуçалăхра иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенче тыр-пул вăйлă туса илнĕшĕн аттен ятне Чăваш Республикин Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Çава туптамалла-и, куçлăх е сехет юсамалла-и, йĕке ăсталамалла-и — ялти çынсем ун патне çул тытатчĕç. «Килĕрте арçын çук-им сирĕн?» — хапха умĕнче çавапа тăракан хĕрарăма курсан кăшт тĕрткелесе те илетчĕ çывăх çыннăм. Йĕке тенĕрен, атте пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 16 çул çитнĕ пулсан та вăл хатĕрленипех усă курнине, унпа ĕçлеме меллине калаççĕ ялти хĕрарăмсем. Техника енĕпе те пуç тăнĕ аван аталаннă çывăх çыннăмăрăн. Токарь станокне хăех ăсталанăччĕ. Хуçалăхри тĕрлĕ вак-тĕвеке юсама пластмасса çыпăçтаракан çилĕм те шухăшласа кăларни асра, — çапла пуçларĕ калаçăва Надежда Ивановна.
Улми улмуççинчен аякка ÿкмест тенине епле ĕненмĕн — хĕрĕ ашшĕнех хывнă мар-и? Чим, алă ăстине малалла итлер-ха.
— 85 çулти аннеçĕм пурнăç тăршшĕпе пур енĕпе те — чĕрĕ тĕслĕх. Шкулта пуçламăш классенчи ачасене вĕрентетчĕ. Мана та вăлах пĕлÿ панă. Çут çанталăк парнеленĕ хавалĕпе педагог тивлетне пурнăçлаканскер шăпăрлансене ахаль лартмастчĕ. Концерт-спектакль хатĕрлетпĕр-и, класа илемлетме Çĕнĕ çул эрешĕсем касса кăларатпăр-и, çиппе йĕп тытса тĕрлетпĕр-и, çекĕлпе çыхатпăр-и — ĕçе пур ачана та явăçтаратчĕ. Урок валли мĕн тĕрлĕ карточка янтăламастчĕ-ши тата? Кашнин вĕренÿри пултарулăхне кура хатĕрлетчĕ вĕсене. Учитель яланах хавхалантарма тăрăшнăран класра пурте лайăх енне туртăнатчĕç. 3 çухрăмри Енĕшри шкула çуран çÿреттĕмĕр. Ача-пăча çул çинче ывăннине ан систĕр тесе анне мĕн тĕрлĕ вăйă шухăшласа кăлармастчĕ-ши? Çутă кун парнеленĕ çыннăм паян та ахаль лармасть. Алă ĕçĕпе аппаланать. Çамрăксенчен юлмасăр эрешлĕ, модăпа килĕшÿллĕ çи-пуç е ытти хатĕр çыхать. Общество хастарĕ 13 çул каялла яла çити хытă çул хывас ĕçе пуçарчĕ. Паянхи кун Услантăр Енĕше кирек мĕнле çанталăкра техникăпа çăмăллăнах çитме май пур — çакăншăн таврари халăх питĕ хĕпĕртет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.