Цифра килет!

8 Ака, 2019

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура республика цифра телекуравĕ çине куçма мĕнле хатĕрленни çинчен информполитика министрĕ Михаил Анисимов каласа пачĕ.

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче 10 сехетре аналог телекуравĕ ĕçлеме пăрахать — цифра ĕмĕрĕ пуçланать. Çĕнĕ форматра тÿлевсĕр 20 канал пулĕ. Чăрмавсем тухса тăмалла мар. Сутлăхра кирлĕ оборудовани çителĕклĕ. Телевизорсене çĕнĕ формата куçарас енĕпе пулăшуçăсене ятарласа хатĕрленĕ. Çав шутра — почтальонсене те.

Республикăри 83 ялпа поселок çĕнĕ форматпа сигналсем йышăнмалли зона тулашĕнче юлать-мĕн. Анчах вĕсемшĕн те чăрмавсем пулмалла мар. Ултă теçетке ытла ялпа поселок, республика чиккисенче вырнаçнăскерсем, сигналсене кÿршĕ субъектсем урлă йышăнаяççĕ. Калăпăр, Пăрачкав районĕнчи Мишуково ялĕ Мордови урлă телевизор пăхма пултарĕ. Министр кабель телекуравĕн республикăра ĕçлекен 19 операторĕнчен тăваттăшĕ цифра телекуравĕ çине куçма туллин хатĕрленсе çитменнине палăртрĕ — юлнă кунсенче мĕн пур ĕçе вĕçлемелле.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: 

Комментари хушас