Çиччĕ виçсе пĕрре касмалла

18 Авăн, 2015

Кĕрхи кун кĕске. Вăрнар тăрăхне çитнĕ тĕле таврана каç сăнĕ çапрĕ. Анлă уй-хирте çав-çавах техника кĕрлерĕ. Виçĕ «Гримми» комбайн пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн çĕрулми кăларчĕç. Вĕсене хĕвел вăрман хыçне пытанни, тавралăх тĕттĕмленни хăратмарĕ, чăрмантармарĕ тейĕн. Хăватлă прожекторсем умри çула çутатрĕç. Александр Федоров, Борис Шариков, Дмитрий Михайлов механизаторсем çулсеренех «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса кĕртме хутшăнаççĕ. Ĕçре пуян опыт пухнă çынсемшĕн сĕм тĕттĕм те чăрмав мар.

Тăкака саплаштарать

- Çанталăк лайăх чухне кăларса пĕтересчĕ, - терĕç вĕсем. - Канма кайран та пулĕ.

Иван Федоров, Геннадий Алексеев, Иван Ефремов, Юрий Федоров тата ытти водительсем «иккĕмĕш çăкăра» турттарса тăраççĕ.

- Çĕрулмине август вĕçĕнчех кăларма тытăнтăмăр. Виççĕмĕш эрне ĕнтĕ уй-хирте: ирхине ирех тухатпăр та каçченех кунта тăрăшатпăр. Кашни комбайн кунне 3 гектар кăларать. 160 гектартан 30-шĕ кăна юлчĕ. Çывăх вăхăтра вĕçлетпĕрех. Вара хаш сывласа яма та юрать, - терĕ «Мураты» хуçалăх ертÿçи Геннадий Спиридонов. Яваплă тапхăрта ĕç çыннисенчен уйрăлма пĕлмест вăл.

Хуçалăхра вырма тахçанах вĕçленнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 805 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç - 24,3 центнер. Пушаннă уйсене çĕр пулăхне ÿстерме, çумкурăка пĕтерме горчица акнă. Халĕ самай çитĕннĕ ешĕл калчана сухаласа çĕре хываççĕ. Кĕрхи культурăсем 280 гектар йышăннă. Вĕсем пĕр тикĕс те парка шăтса тухни савăнтарать.

- Çĕрулми те ăнса пулчĕ, - пĕлтерчĕ Геннадий Петрович. - Малтанлăха палăртнă тăрăх - гектартан вăтамран 300-350 центнер тухать. Иртнĕ çулсенче уй-хире шăварса тăнăччĕ. Кăçал пĕр эрне кăна сапрăмăр. Çу кунĕсем çумăрлă, ăшă тăнипе ку мелпе питех усă курмарăмăр. Агротехникăна пăхăнса ĕçлесе пынă çеç. Типĕ çанталăкра шăвармасан гектартан 100 центнер çухатма пулать. Çавăнпа ку ĕçе те манăçа кăлараймăн.

Хранилищĕре ĕç вĕресе тăрать: уйран кĕрекен чĕртавара суйлаççĕ, управа хураççĕ, сутлăха хатĕрлеççĕ. Конвейер пĕр чарăнмасăр шăвать. Çĕрулми суйлакан çынсен аллисем вылянса тăраççĕ çеç.

Вĕсене çăмăлрах пултăр тесе ĕç-хĕле механизацилеме тăрăшнă ертÿçĕсем. Юрий Прокопьев пĕчĕк погрузчикпа тулли михĕсене, пысăк ешчĕксене тиеме, куçарма пулăшать. Хуçалăхăн виçĕ хранилище, кашнине пĕрер пин тонна кĕрет. Вăрлăха, сутлăха хăварнине управа хываççĕ. Шултрине çуркуннечченех сутаççĕ. Çапах ытларах пайĕ кĕркуннех ăсанать.

Çĕрулми туянакансене унччен шыраса çÿренĕ. Мурманск таранах çитме тивнĕ. Халĕ лару-тăру улшăннă.

- Хăйсемех килеççĕ. Мускав, Пушкăртстан, Саратов, Казахстан... Чăн та, пысăк машинăпа килекенсене ку тăрăхра йĕркеллĕ çул-йĕр çукки тарăхтарать. Юрать, çыхăнăва татмаççĕ. Шăнкăравлаççĕ, таварпа кăсăкланаççĕ, пĕр килограмне 7-8 тенкĕпе туянма хатĕр, - каласа пачĕ Геннадий Спиридонов. - Анчах сутмастпăр-ха.

- Хак хăпарасса кĕтетĕр-и?

- Уяр кунăн кашни минучĕ хаклă чухне суту-илÿпе аппаланма вăхăт çук. Халĕ тĕп тĕллев - уй-хир ĕçĕсене вĕçлесси. Пушансан майĕпен сутма тытăнăпăр. Ăна йĕпе-сапа чăрмантармасть.

- Пĕр енчен çĕрулмине алăк умне килсех туяннинчен пахи çук темелле. Çапах пайтаçăсем сĕнекен хак тăкаксене саплаштарнипе пĕрлех хăвăра тытмалăх юлать-и?

- Кăçал тухăç пысăк, тăкак курмăпăр. Эпир сутма юрăхсăр, вĕтĕ, сиенленнĕ çĕрулмине Вăрнарти крахмал заводне те ăсататпăр. Туса илнĕ чĕртаварпа тухăçлă усă курма тăрăшатпăр.

Хуçалăхра «гала», «удача», «ароза» сортсене çитĕнтереççĕ. «Гала» хаклăрах каять, пĕр килограмĕ 10 тенкĕ ытла. Кĕрпеклĕ, тутлă, шултра çитĕнекен сорт хушма хуçалăхсенче те сарăлсах пырать. Анчах хуçалăх сутмасть ăна, вăрлăхлăх хăварасшăн. Пахаскерĕн хăйĕн çитменлĕхĕ пур. Унăн вăрлăхне виçĕ çултан йăлтах улăштармалла. Унсăрăн пахалăхĕ çухалать, вĕтелет.

- Çĕрулми тупăш панă май унăн лаптăкне ÿстересшĕн мар-и?

- Малашне те 120-150 гектартан ирттермĕпĕр. Лартма пулĕ, анчах çитĕнтернине вăхăтра пуçтарса илеймесен, сутаймасан тăрăшни йăлтах харама каять. Кашни çул кĕр пĕр пек килмест, çумăра кайсан виçĕ комбайнпа та ĕлкĕреймĕн. Унсăр пуçне ĕçе механизацилесен те çынсемсĕр кансĕр. Ялта вăйпиттисем сахалланса пыраççĕ, çав шутра хуçалăх ĕçне хутшăнакансем те. «Çиччĕ виç те пĕрре кас» тенĕн кунта кашни утăма асăрханса тумалла.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх виççĕр пуç ытла, çав шутра сăвăнаканнисем - 92. Кăçал утă, сенаж çителĕклех хатĕрленĕ. Тырă фуражĕ те самай. Апла хĕл хырăмĕ вĕсемшĕн тутă пулĕ.

 

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленмелле

Вăрнар тăрăхĕнче уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Ытти çĕрте лару-тăру мĕнлерех-ши?

- Сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра 5,8 пин гектар çинчен 121 пин тонна çĕрулми кăларса пуçтарнă. Гектартан вăтамран 209,9 центнер тухать. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăкрах, - терĕ ĕçлĕ çулçÿреве тухнă ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов. - Патăрьел, Комсомольски районĕсенче лаптăк самай пушаннă. Тухăçлăхĕпе вара Шупашкар районĕ малта, гектартан вăтамран 266 центнер тухать. Çав хушăрах Пăрачкав енче -130. Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче вара вырма вĕçленнĕ. Çанталăк типĕ тăрсан çак эрнере ыттисем те пĕтермелле. Республикипе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 96,1 процент пуçтарса кĕртнĕ, çĕрулмине - 59,4 процент. Çанталăк типĕ тăнă чухне каçченех кăлармалла. Кирлех пулсан ĕçе икĕ сменăпа йĕркелемелле.

Министр çумĕ каланă тăрăх - хуçалăхсенче пахчаçимĕç те пуçтараççĕ. Ăна 208 гектар çинчен 5,2 пин тонна пухнă. Гектарти вăтам тухăç - 249,5 центнер. Хăмла 79,1 гектар çинчен татнă, унăн гектарти вăтам тухăçĕ - 18,7 центнер. Куккурус лаптăкĕ 1891 гектар пушаннă.

Лариса НИКИТИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.